АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Зоя Чернова — Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ

19 мая 2020 г.

 Зоя Мироновна Чернова (Романова) 1955 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Кушкă ялĕнче çуралнă. 1970 çулта Кушкă шкулĕн 8-мĕш класне вĕренсе пĕтерни çинчен алла свидетельство илнĕ. 1972 çулта Мăн Шетмĕ вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсе аттестатлă пулнă. “Аристарх Гаврилович Орлов-Шуçăм шкул сакки çинче ларнă вăхăтра Мускаври хор конкурсне илсе каясшăнччĕ, — аса илчĕ Зоя Мироновна. — Ун чухне эпĕ вун çиччĕреччĕ. Вокал уйрăмне вун сакăр çулта çеç илнĕ. Юрий Васильевич тата ытти ертỹçĕсем Мускав консерваторине вĕренме илсе каясшăнччĕ, анчах та аттепе анне ирĕк памарĕç. Ытла та инçе терĕç”. 1977 çулта Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухать ентешĕм. Чăвашрадио хорĕнче юрлать. Ятарласа пĕлỹ илнĕ хыççăн 33 çул хушши Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльĕнче вăй хурать, пĕччен те юрлать, ташă ушкăнĕнче те ташлать. Мĕншĕн-ха юрăпа ташă ансабльне суйласа илет-ха вăл? Каймасть опера театрне. Опера театрĕ гастрольсене тухса çỹремест иккен. Вăл суйласа илнĕ ансамбльпе таçти çĕр-шывсене те çитет. Зоя Мироновнăн тĕнчери ытти вырăнсенче пулса курас килнĕ. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланать. Пирĕн артист-сем Германире, Италире, Раççейри ытти республикисемпе облаçĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. 1994 çулта “Чăваш Республикин тава ти-вĕçлĕ артисчĕ" ята тивĕçет. Зоя Мироновна РФ Культура министерствин Хисеп грамотине, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн президиум грамотине тивĕçет тата ытти тĕрлĕрен Хисеп хучĕсемпе дипломсем хăйсен хуçине тупаççĕ. Çав паллă хутсем "Ĕç ветеранĕ" ята илме май параççĕ. Пенсие тухсан, кăштах канса илсессĕн каллех ĕçе кỹлĕнет Зоя Мироновна. Улттăмĕш çул ĕнтĕ вăл Республикăри "Çамрăксен театрĕнче" контролăр пулса ĕçлет. Мăшăрĕ те артист. Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче культурăпа искусствăра палăрнисем вуншарăн. Вĕсенчен пĕри — З. Чернова юрăç оперăпа балет театрĕнче хорта юрлать. Виç ача вĕсен: пĕр хĕрпе икĕ ывăл. Пĕр мăнук пур. Ачисем пурнăçăн аслă çулĕ çине тухнă. Зоя Черновăн ашшĕпе амăшĕн 13 ача пулнă. 5-шĕ пĕчĕклех вилнĕ. Вĕсем саккăрăн ỹссе çитĕнсе çын пулнă. Хальхи вăхăтра ултă пĕр тăван пурăнаççĕ. Р. Яковлева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика