19 мая 2020 г.
.jpg)
Çуркунне вĕçленсе пырать. Трак енре те çурхи уй-хир ĕçĕсем финишалла тухаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Кузнецовпа агропромышленность комплексĕн организацийĕсемпе çыхăну тытас тата экологи секторĕн заведующийĕ Н. Арсентьева Л. Посадскийпе В. Шумилов хресченпе фермер хуçалăхĕсене, "Нива" ЯХПКана çитсе курнă, вĕсенче уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Купăстан ирхи сортне Л. Посадский, В. Шумилов тата В. Ильин хуçалăхĕсенче лартаççĕ. Вĕсенче ку ĕç тулли хăватпа пырать. Кунта уй-хире çителĕклĕ таран пулăх тăварĕсем хывнă, теплицăсенче калча палăртнă чухлĕ çитĕнтернĕ. Паянхи куна 11 гектар çинче çак культурăна лартнă. Оперативлă кăтартусем тăрăх районта 9300 гектара яхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем (90 процент) акнă, 731 гектар горчица, пĕр çул культурăсем — 356, нумай çул ỹсекен культурăсем 57 гектар варăнтарнă, 120 гектар çĕр улми лартнă. Трак енри 14 хуçалăхра çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ, ыттисенче çак ĕç вĕçленсе пырать. Кунпа пĕрлех палăртнă объектсенче строительство ĕçĕсем вăй илеççĕ, районти культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ.