19 мая 2020 г.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев çитес кĕркунне республика ертỹлĕхĕн пулас суйлавĕнче “хăйне хăй кандидата тăратас” шухăшлă. Кун çинчен вăл çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче “Интерфакса” панă интервьюра пĕлтернĕ. Сасăлава хутшăнас пирки сăмах пуçарнă май О. Николаев çакна палăртнă: “Регион ертỹçин пуçĕнче хăш партире тăни мар, мĕн пур çынсен ырлăх-пурлăхĕшĕн тăрăшни кирлĕ. Эпĕ хăш партире тăни хирĕç-тăру кăларса ан тăраттăр, чи çỹллĕ поста суйланма нихăш партире тăман çын та пултарать”. “РФ Президенчĕ В. Путин регион Правительстви умне лартакан задачăсем тăван тăрăхра пурăнакан кашни çыннах пырса тивет, кунта политика, мала кăларса тăратакан шухăшсем тĕпре пулмалла мар. Хамăн ĕçре эпĕ шăпах çак принципа тĕпе хуратăп. Çавăнпах çитес сасăлавра хама хам кандидата тăратас тĕллевлĕ”, — тенĕ вăл. Аса илтеретпĕр: çĕршыв ертỹçи В. Путин Чăваш Ен Пуçлăхне М. Игнатьева кăçалхи январĕн 29-мĕшĕнче срок çитичченех “шанăçа çухатнăшăн” должноçрен хăтарнăччĕ. Çак кунах вăл О. Николаева ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама çирĕплетнĕ. Олег Алексеевич унччен РФ Патшалăх Думин национальность ĕçĕсен комитетне ертсе пынă, “Справедливая Россия” партин регионти уйрăмĕн лидерĕ шутланнă. 2020 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче вăл парти билетне сыхласа хăварса “СР”ăн регионти уйрăмĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пăрахнă.