АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Инфекци пурнăç çинчен шухăшлама хистет”

15 мая 2020 г.

 Болгарире пурăннă паллă юмăç Ванга хăй вăхăтĕнче çĕр чăмăрĕ çинче 2020 çулта хăрушă инфекци сарăласси, этемлĕхе Раççей çăлса хăварасси пирки каланă имĕш. Вăл систернĕ тăрăх, çĕнĕ вирусран сиплемелли эмеле е вакцинăна Çĕпĕр кедрĕнчен, тĕрĕсрех — мăйăрĕнчен, хатĕрлĕç иккен. Кун пирки юлашки вăхăтра чăннипех нумай калаçаççĕ. Пĕрремĕш канал ятарлă кăларăм та хатĕрлерĕ. Ванга çапла калама пултарнах-ши? Кун çинчен Красноармейски салинче пурăнакан, кедра мăйăртан лартса ỹстерекен, “Виçĕ хĕвел” парк уçнă Светланăпа Валерий Мефодьевсем мĕн шухăшлаççĕ-ши? — Манăн шухăшпа, Ванга (Вангелия Пандева Гуштерова) кун пирки калама пултарнă, мĕншĕн тесен кедра ученăйсем тахçанах тĕпченĕ, — калаçу пуçарчĕ Светлана Матвеевна. — Тинтерех кăна кедр çинчен тĕплĕн калаçма, унпа интересленме пуçларăмăр. 1955 çултах Л. Тихонова ăсчах кедр грипп вирусĕсене пĕтернине тĕпчесе пĕлнĕ. Вунă тĕрлĕ вируса кедр вунă минутра пĕтернине палăртнă вăл. Эпир çакна хамăр та туятпăр — кедр вăрманĕнче операци тумалли пỹлĕмрен тасарах, унта вируссем çук. Кедршăн чылай инфекци хăрушă мар. Кедрăн лăсси те, мăйăрĕ те, хуппи те усăллă. Мăйăрĕнчен çу, сĕт тăваççĕ, çăкăр пĕçереççĕ. Сăмали (живица) ыратнине ирттерет, сурана ỹт илтерет, сыватать. “Сиплекен йывăç”, — теççĕ ун пирки халăхра. “Сире вакцина мĕн тума кирлĕ? Сирĕн Çĕпĕр кедрĕ пур вĕт” — тенĕ-мĕн Японире Раççей çыннисем грипран сипленме вакцина илме кайсан. Валерий Мефодьев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем ирсерен кедр лăссине чăмлаççĕ. Вăл шăла, çăвара лайăх тасатать. Ăна чăмласа çăтса яни юна шĕветме пулăшать. Çавăн пекех çын вăй кĕнине туять. — Чăнах та, кедр лăссине чăмласан вăй хушăннине туятăп, темĕн те тăвас, ĕçлес килсе каять, — пытармарĕ Валерий Геннадьевич. Светлана Матвеевна вара акă мĕн сăнанă. Унăн шухăшĕпе, кедр — чунлă йывăç. — Кедр лартнă чухне кăмăл яланах лайăх. Ун урлă нумай юлташ тупрăмăр. Лăсăллă çак йывăç хăй патне туртать. Кедр ỹпкене сиплеме пулăшать. Йĕппинче (лăссинче) фитонцидсем пур. Кедр вăрманĕнчи сывлăш тĕлĕнмелле уçă, сиплĕ, таса. Ỹпкене сиплеме кедр сăмали те пулăшать. Ача чухне чие сăмалине те чăмлаттăмăр. Кедра çын яланах савăнăçпа лартать. Çынна сывалма мĕн кирлĕ? Лайăх кăмăл, савăнăç. Çын мĕн чухлĕ ытларах хăрать — хăрушлăх çавăн чухлĕ нумайрах. “Перед бесстрашным страшное бесстрашно”, — теççĕ вырăссем. Хăраман çынна хăрушши парăнтараймасть. Хăрама, шикленме, пăшăрханма пăрахмалла. Мĕн тумалла-ха пирĕн çакăн пек вируссем ан пулччăр тесен? Манăн шухăшпа, пире çут çанталăк инфекци ярса парса çĕр таса маррине, чирлине кăтартать. Çынпа çут çанталăкăн пĕрлĕхре пурăнмалла. Çавăнпа пирĕн сывă пулас тесен çĕре сыватмалла. Чирлĕ çĕр çинче эпир сывă пулаймастпăр. Тем чухлĕ эмел ĕçсен те. Халĕ, хамăр тĕллĕн изоляцире пулмалли вăхăтра, нумай çын ачи-пăчи сывă пултăр тесе мĕн тумалли çинчен шухăшлать. Ĕмĕр тăршшĕпех маскăпа çỹрейместпĕр. Тем тесен те, çак чир пире пурнăç çинчен шухăшлама хистет. Халĕ шăпах шухăшлама вăхăт пур. Нумай çын ĕçре анчах пулнă, çемйине курман та. Халĕ çемйипе, ачисемпе ытларах вăхăт ирттереççĕ. Çăмăл мар çак тапхăрта та кедр лартакансем пурри савăнтарать. Ахăртнех, Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне çĕршывра 27 миллион йывăç лартма сĕнни те витĕм кỹрет. Иртнĕ эрнере пĕрисем пирĕнтен — 45, теприсем —16, виççĕмĕшĕсем 15 кедр хунавне илсе кайрĕç, ĕнер те шăнкăравласа 20 хунав ыйтрĕç. Вирус лăпланать, чир парăнатех. Италире, ытти хăш-пĕр çĕршывра çынсем килте ларнипе, тухса çỹременнипе çăл куçсенчи шыв тасалма, чĕр чун нумайланма тытăннă. Пĕтерекенни — çын! Апла-и, капла-и — пурнăç йывăр темелле мар. Ачасене те çапла каламалла маррине вĕрентмелле. Пирĕн аттесем ав мĕнле паттăрлăх кăтартнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Манăн атте, сăмахран, вăрçă хыççăн колхоза çĕкленĕ, председатель пулнă. “Тырă акма юлташсем патне кутамккапа çỹреттĕмĕр”,— каласа кăтартатчĕ вăл. “Матви”, — тенĕ ăна. 1984 çултах вилнĕ пулин те, ялта ăна халĕ те ырăпа аса илеççĕ. “Пире Матви çăкăр çитернĕ”, — теççĕ. Вĕсен ятне яма юрамасть пирĕн. Эпир хамăр ĕçе аттесен ячĕпе тăватпăр, — калаçăва пĕтĕмлетрĕ Светлана Матвеевна. Р. Власова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика