15 мая 2020 г.
Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “ТУС” ХАОн генеральнăй директорĕ Н. Угаслов Трак енри вăрçă ветеранĕсене саламланă. Шел, ветерансен хисепĕ çулран- çул сахалланса пырать. Паянхи куна Трак енре хаяр вăрçăн 3 ветеранĕ пурăнать: Н. Васильев (Пикшик), Н. Карпов (Пулайкасси), В. Ксенофонтов (Чатукасси). А. Кузнецовпа Н. Угаслов “Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитни” юбилей медальне, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаевăн саламлă çырăвне, уяв парни панă. Николай Федорович кашни ветерана 10 пин тенкĕ тата медицина маскисем парнеленĕ. Кунсăр пуçне вĕсене хамăр райпопа Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ парнесем кỹнĕ. Вĕсем çавăн пекех нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайнă вăрçă участникĕн Н. Александровăн (Туçи Чуракасси) хĕрне — Зоя Николаевнăна саламланă. Çак мероприятине социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Л. Анисимова, ЦСОН директорĕ Э. Ермаков, Раççей Перекет банкĕн Чăваш енри 8613Ỹ0312 №-лĕ хушма офисĕн ертỹçи С. Ильина, Пикшик тата Чатукасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В. Фоминпа Г. Михайлов хутшăннă.