АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти çар комиссариачĕн 1941—1945 çулĕсенчи документсен вăрттăнлăхлă фончĕ

08 мая 2020 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 25, 26, 28, 29, 30-мĕш номерсенче).

1943 çулта 9-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ 30 яш каччăсене çар лагерьне хутшăнтарма суйласа илнĕ. Çак списокра Тури Типçырмаран Николай Григорьевич Григорьев (1928 ç.ç.) тата Петр Терентьевич Хомсков (1927 ç.ç.), Çĕнĕ Йĕкĕтрен Яков Архипович Архипов (1928 ç.ç.), Мăн Шетмĕрен Петр Михайлович Михайлов (1927 ç.ç.), Кушкăран Георгий Ильич Ильин (1925 ç.ç.), Яманакран Николай Абрамович Абрамов (1926 ç.ç.) т.ыт.те пур. Николай Григорьевич Григорьев Хусанти авиаци институтне вĕренсе пĕтерсе “полковник” çар званине çитиччен службăра тăнă, КПСС Тĕп Комитечĕн çар пайĕнче инструктор пулса ĕçленĕ, ĕçри пултарулăхшăн СССР Патшалăхăн Ленинла премине тивĕçнине палăртма кăмăллă. 1943—1944 çулсенче районта 20 пуçламăш, 10 тулли мар вăтам, 4 вăтам шкулсенче 4899 вĕренекен пулнă. Вĕсене пурне те пуçламăш çар вĕрентĕвĕн программипе пĕлỹ панă. 34 шкулта çар ĕçне 33-н вĕрентнĕ, вĕсенчен 18-шĕ — вăрçă хирĕнчен аманса таврăннăскерсем. Вăл шутра: Константин Павлович Богров (1919 ç. Дворик ялĕнче çуралнă); Иван Алексеевич Алексеев (1920 ç. Чутай Тусай); Терентий Иванович Иванов (1920 ç. Сурăмхĕрри); Петр Григорьевич Григорьев (1923 ç. Çырмапуç); Яков Трофимович Трофимов (1919 ç. Типвар); Сергей Алексеевич Ярков (1919 ç. Пысăк Чуллă); Сидор Романович Романов (1921 ç. Çĕньял Упи); Матвей Миронович Абрикосов (1916 ç. Типвар) т.ыт.те. 1944 çулта çар вĕрентĕвĕн курсĕсенче 1927 çулта çуралнисене (вĕсем 287-н пулнă) пĕлỹ панă. Вĕсене виçĕ юхăмпа вĕрентнĕ: 1. Январĕн 20-мĕшĕнчен пуçланса февралĕн 13-мĕшĕччен; 2. Февралĕн 22 — мартăн 12-мĕшĕччен; 3. Мартăн 15 — апрелĕн 5-мĕшĕччен. Çав çулах, март уйăхĕн 13-мĕшĕнче Янмурçинти вĕрентỹ пункчĕ Красноармейски центрне куçать. Районти çар комиссарĕ А.М. Егоров капитан пĕтĕмлетнĕ тăрăх, 1943—1944 вĕренỹ çулĕнче пĕчĕк калибрлă пăшалтан персе 1178 патрон, çар патронĕсем 1995 штук пĕтернĕ. Патронсене Красноармейски гарнизонĕнчи 1-мĕш вĕренỹ полкĕнчен илнĕ. 1944 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче 65 вĕренекене çуллахи лагере пухнă. Июнĕн 20-мĕшĕнче çуллахи кроса 936 çын хутшăннă. 1945 çулта вĕрентỹ пункчĕсенче 1928 çулта çуралнисене пĕлỹ панă. Вĕсене вĕрентес ĕçе çак офицерсемпе сержантсем йĕркелесе пынă:

№ Хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ Хăш çулта çуралнă Вĕренни Парти ретĕнче тăрать е тăмасть Çар званийĕ ВУП должноçĕ Ял совечĕсем

1 Никитин Калинник 1910 Аслă пĕлỹллĕ ВКП(б) Майор ВУП начальникĕ Красноармейски

2 Иванов Афанасий Иванович 1920 10 кл. ВКП(б) Кĕçĕн лейтенант ПỸч çумĕ Мăн Шетмĕ

3 Коловеров Алексей Дмитриевич 1924 6 кл. Партине кĕмен 1-мĕш взвод командирĕ РВК

4 Иванов Ник. Иванович 1918 7 кл. Партине кĕмен 2-мĕш взвод командирĕ Пшонкă

5 Лукин Петр Лукич 1923 7 кл. ВЛКСМ Аслă сержант 1-мĕш взвод командирĕ пулăшаканĕ Тусай

6 Степанов Алексей Степанович 1924 10 кл. ВЛКСМ Аслă сержант 2-мĕш взвод командирĕн пулăшаканĕ Красноармейски

7 Коротков Венямин Я. 1916 6 кл. Партине кĕмен Старшина Старшина Хусакасси

8 Иванов Филипп И. 1920 4 кл. Партине кĕмен Сержант 1-мĕш взводри 2-мĕш отделенин командирĕ Карай

9 Макаров Александр 1918 5 кл. Партине кĕмен Сержант 2-мĕш взводри 3-мĕш отделенин командирĕ Кушар

10 Григорьев Николай Григорьевич 1921 7 кл. Партине кĕмен Аслă сержант 2-мĕш взводри 2-мĕш отделенин командирĕ Мартынкасси

11 Дмитриев Николай Дмитриевич 1920 8 кл. Партине кĕмен Сержант 2-мĕш взводри 3-мĕш отделенин командирĕ Карай

В. Серафимов,

Чăваш наци ăс-хакăлпа ỹнер академийĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика