АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна уçса калаçрăм кỹршĕпе…

08 мая 2020 г.

Шак! Шак! янăрать мăлатук сасси. Çырма леш енчи кỹршĕ карта-хурана юсать иккен. Хутран-ситрен шăхăрса юрлани хăлхасене те хуплать. Хăнăхнă килĕшỹллĕ кĕвĕ ку маншăн... Каяссăм килет Сурăм вăрманне, Татассăм килет кăвак чечекне... Шăрантарать çеç кỹршĕ... Кам-ха вăл? Юрий Николаевич Фадеев пулчĕ ку. Тĕреклĕ хул-çурăмлă арçын унччен татуллă çемйипе Красноармейски салинче пурăннă. Халь акă пĕлтĕртенпе тăван кĕтесре, ашшĕ-амăшĕн кил вырăнĕнче кирпĕч çуртра вăй илнĕ. Мăшăрĕпе Людмила Сергеевнăпа капмар кил-çурт, куçсем тулли хуралтăсем çĕкленĕ. Эпĕ хĕрсех вĕлтрен татаканскер, тỹсеймерĕм к-хм! ỹсĕртĕм те, кỹршĕне хускатмалла: “Вăй патăр пăтине çапма”, — тесе хутăм. Кулăшпа шỹте хăнăхнă çав кỹршĕ. Пуртă-пăчкăпа çеç-и, сад-пахчипе урам таврашне те çỹп-çап айĕнче лармасть. Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн çав тери çунакан çын. Çăмăл автомашинине те асăрхаса, юсаса-тасатсах тăрать. — Пăтине çапма пĕлетпĕр-ха эпир. Хальлĕхе ватăлсах çитмен тесшĕн хама, — йăл кулă палăрчĕ сăнра. — Коронавирус инфекцийĕ çеç ан пăркăчлатăрччĕ.... Асăннă чир-чĕр ман пекех кỹршĕне те йăлăхтарнă-мĕн... Яра куна кил-çуртра çеç çаврăнать... Алăра пуртăпа мăлатук çеç-и, тăруках бензопăчкине те хута ярать. Акă, анчахрах кил умĕнчи йăмрасемпе çăкасене тата ытти йывăçсене те йĕркене кĕртрĕ. Эх, епле илем хуçаланать халь Колхозная урамри хастарсен — Фадеевсен килĕ умĕнче. — Эсĕ те ватлăх çулĕсене пăхмасăрах ман пекех тапаçланатăн, упаленетĕн тĕрĕссипе... Ачасемшĕн пурăнатпăр мар-и? Эх, сывлăх кăна пултăрччĕ, — хăй хаш-хаш сывланине пытараймарĕ кỹршĕ. — Пĕр урамрах ỹсрĕмĕр вĕт... Иксĕмĕр хушăра калаçу сỹнмерĕ пирĕн. Уйрăмах вăл, халь Аслă Çĕнтерỹ кунĕ çывхарнăранпа 75 çул тултарнипе çыхăнчĕ. — Пĕлетĕр-и, пирĕн атте — Николай Фадеев 1919 çулта çуралнă, 1939 çулта действительнăй службăна илнĕ ăна. Хамăр урамрах унпа пĕр çулхисем — Александр Трофимов, Сильвестр Терентьев, Филипп Степанов тата унран аслăраххисем — Леонид Ефимов, Ананий Фролов, Леонтий Фролов, Яков Гордеев, Никифор Платонов, Петр Васильев, Василий Григорьев, Александр Пыркин, Иван Степанов, Никонор Семенов фронта тухса кайнă. Шел пулин те, Роман Алексеев, Данил Ефимов, Харитон Иванов, Василийпе Исаак Константиновсем, Исаакпа Николай Марковсем, Илья Никифоров, Афанасий Семенов, Никита Семенов, Всеволод Тихонов, Алексей Фомин, Иван Яковлев вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕç. Пирĕн йăх-несĕле те тỹсме çук ах! çав тери йывăр хуйхă килсе çапрĕ, — сыпăнтарчĕ сăмахсене Юрий Николаевич. — Папăн — Николай Фадеевăн ашшĕн Фадей Лаврентьевăн (1880 ç.) пĕр тăванĕн Иванăн ывăлĕ Харитон Иванов (1912 ç.) вăрçă хирĕнче 1943 çулхи чỹк (ноябрь) уйăхĕнче пĕр хыпарсăр çухалнă. Сăмах май, Х. Ивановăн мăшăрĕ Лидия Танаевская (1911 ç.) мăшăрĕнчен икĕ ывăлпа Анатолий (1938 ç.), Виталий (1941 ç.) тăрса юлнă. Асăннă çемье вара 1957 çулхи пуш (март) уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Киров поселокне куçса кайнă. Танаевскийсем пирки сăмах хускатрăм пулсан, Пайсупин ялĕнче йышлă çемьесен шутĕнче тата хисеплĕ, ĕçлĕ шухăш-кăмăллă кил-йыш ретĕнче тăнă вĕсем. Амăшĕ — Александра Андреева (1873 ç.) тата ачисем: Валерий (1908 ç.), Анатолий (1913 ç.), Виталий (1916 ç.), Борис (1920 ç.), Геннадий (1919 ç.), Лидия (1912 ç.) çурални паллă. Анчах та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен Анатолийпе Борис Танаевскисем таврăнайман. — Манăн юратнă мăшăрăн — Людмила Сергеевнăн ашшĕн ашшĕ те — Степан Никифоров (1912 ç.) 1942 çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕнче пĕр хыпарсăр çухалнă. Эх, питĕ шел... — тăруках çут çанталăк ытамне пытанчĕ кил хуçи. Çут çанталăк ытамĕ, хăй лартса-сыпса вăй илтернĕ улмуççисемпе, паллах, сăмахларĕ тăруках. Юрий Николаевич тивĕçлĕ канăва тухиччен “Цивильскмежрайгазăн” районти участокĕнче тăрăшнă. Ялсене “сенкер çулăмлă” тăвас тĕлĕшпе икĕ алла усса ларман. Улмуççисене вăрăран акса çитĕнтерес тĕлĕшпе ăсталăхĕ пысăк унăн. Черчен йывăçа сыпма та ăсталăхĕ, тавра курăмĕ пысăк. Вăхăтне, майне пĕлет. — Пуринчен те пулмасть вăл. Сыпмалли турата хăçан, хăш вăхăтра хатĕрлени “çимĕçне” парать, — тет Ю. Фадеев. — Питĕ пысăк тимлĕх кирлĕ çакăнта сад ăстин... Шак! Шак! янăрать мăлатук сасси. Ăвăс çырма енчи çурт çывăхĕнчен саланать ял тăрăхне. Микулай счетоводăн, тĕрĕссипе Татьянăпа Николай Фадеевсен ывăлĕ карта тытнипе çыхăннă ку сас. Вăй патăр, Юрий тесе хăюллăнах уçă сасăпах янраттарас килет манăн. Халь, акă çума-çумăнах мăшăрĕ те Людмила Сергеевна, аллинчи алă пăчкине вылятать. Хĕвел тухăç енчен варкăш çил чупса килет. Пĕр касă çумăр чашлаттарнă хыççăн акă каллех савăк юрă юхать. Килессĕм килет тăвансем патне Курас килет вĕсен кăмăлне... Камсен юрри? Паллах, мăшăр кăвакарчăн пек туслă, район хаçачĕн çывăх тусĕсен — Фадеевсен юрри вăл.

Г. Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика