08 мая 2020 г.

Чи çывăх çын пирĕнтен пуриншĕн те — аттепе апай. Манăн атте, Леонид Ефимов, çемьере ултă ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Тĕрĕссипе, виçĕ ывăлпа виçĕ хĕртен... Унăн çар хĕсметĕнчи биографийĕ 1940 çултан тытăнса çырăннă. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă самантсем халĕ те асрах-ха... 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ... Эпир вырнаçнă лагере нимĕçсен самолечĕсем пулеметсемпе ăшалантарчĕç, бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Питĕ кĕтмен çĕртен тапăнса килчĕç-çке вĕсем, — аса илетчĕ Л. Ефимов сержант-связист. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Кенигсбергра вĕçлерĕм, хĕсмет Венгри çĕрĕнче малалла тăсăлчĕ. 1946 çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă киле çитнĕ фронтовик. Ашшĕн — Ефим Андреевăн (1873 ç.) урама урлă вырнаçнă улăм витнĕ çуртĕнче тус-юлташĕсем кĕтсе илнĕ ăна. — Шăл тухтăрĕ, пысăк катăклă сахăрпа хăналани çав тери савăнăç пулчĕ маншăн. Те нимĕç, те Венгр сахăрĕ... вăрттăнлăхне асăнмарĕ, — тетчĕ асатте. — Çавах та чи хаклăраххи вăрçă çырăвĕсемех... Асатте хỹттинче ỹснĕ атте. 1929 çулта кил-çуртне чĕртсе çунтарса янă. Тепĕр пилĕк çултан, чире пула, амăшĕ çĕре кĕнĕ. Анна Яковлева ят-хушаматпа çырăннă хут çине. Вăрçăран килнĕ виçĕ кĕтеслĕ çырусем... Ăçтан кăна çырăнман пуль вĕсем?... Акă 3-мĕш Белорусси фронтĕнче окопран шăрçаланнă йĕркесем: — Атте, хальлĕхе эпĕ сывă, анчах аваннине хăвăрах пĕлмелле. Пăшалпа тупă сассисем хăлхаран каймаççĕ, кашни минутрах хăвна сыхлас пулать. Мĕнле пурăнатăр тата ăçта манăн аслă пиччесем? Хут купăсĕ чиперех-и? Çын аллине ан парăр-ха... Киле çĕнтерỹпе таврăнса ăна алла тытасчĕ тепĕр хут... Хальлĕхе сывă пул. Пурне те пысăк салам кала. Ывăлу Леонид. 1942 çулхи нарăс уйăхĕ. Тепĕр çырăвĕнче Леонид ашшĕне акă мĕн пĕлтерет. — Пирĕн 54-мĕш стрелковăй дивизири 118-мĕш стрелковăй полкра Трак тăрăхĕнчи яш каччăсем темиçен те. Вĕсен йышĕнче Аслă Чуллăри Аристарх Яковлев, Кайри Карăкри Федор Трофимов, Петр Егоров, Анат Кушарти Николай Маслов тата ыттисем те... Эпĕ халь сержант-çыхăнуçă ĕнтĕ. Артиллеристсемпе пĕрле. Салам пурне те... Микулай пиччене те салтака илнĕ ĕнтĕ. Ăçти фронтра çапăçать? Леонид. 1943 çул, Карели фрончĕ. Леонид Ефимов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçăри вут-çулăмри кунсене Финлянди чиккинчи Карели çĕршывĕпе çыхăнтарнă малтанах. Кунта юнашар, çума-çумăнах вăрçă вутне кĕнĕ тус-юлташĕ Аристарх Яковлев акă мĕн аса илнĕччĕ. — Карелири Калевала патĕнчи хаяр тытăçусем. Поселока финсемпе нимĕçсем çавăрса илнĕ, пирĕн батальона малалла ямаççĕ. Тăшманпа куçа-куçăн тăратпăр, юншăн — юн... Калевалăна шурă финсемпе нимĕçсенчен ирĕке кăлартăмăр, çухатусем те йĕр хăварчĕç, паллах... Каярахпа финсен çĕрĕнчи Сумосалми хулине те фашистсен пусмăрĕнчен çăлтăмăр. Эпир тус-юлташсемпе Эстони, Латви, Литва çĕрĕсене нимĕç вăрă-хурахĕсенчен тасатнă. Польша, Венгри, Австри çĕрĕсенче пусмăрта тĕмсĕлнĕ çынсене ирĕке кăларма хутшăннă. Виççĕмĕш Белорусси фронтĕнче Кенигсбергшăн юн тăкнă кунсем манăçсăр... Аттен чи çывăх, фронтра пĕрле курнăçнă А. Яковлев связист Аслă Чуллăна 1946 çулта таврăнать. Весовщикра, уй-хир бригадирĕнче, ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче, ферма заведующийĕнче ырми-канми ĕçленĕ, вăрçă наградисем çумне пархатарлă ĕç-хĕл наградисем хутшăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе юнашар Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ (1973 ç.) кăкăрне пуянлатнă. Мăшăрĕпе — Антонинăпа тăватă ывăлпа тăватă хĕр пăхса çитĕнтернĕ Яковлевсем. Кам-ши Николай Маслов? Аттен килти архивĕнче унăн пĕртен-пĕр сарăхнă ĕнтĕ, çырăвĕ упранать. Ăна тус-юлташĕ 1963 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче алă пуснă. Кĕскен темиçе йĕркепе илсе пăхам-ха. Çыру Трак тăрăхĕнчи черетлĕ Ĕçпе юрă уявĕ — Акатуй тавра сыпăнать. — Нумаях пулмасть Яковлев Аристархран çыру илтĕм. Пĕлетĕр вĕт, эпир Карели çĕрĕшĕн çапăçнисен йышĕнче вунă салтак Трак тăрăхĕнчен пулнă. Вăт паян сып-сывă юлнисемпе тĕл пулу йĕркелесшĕн вăл. Паллах, Акатуйĕнчи вăрман уçланкинче... Вырăнлă шухăш. Пĕр-пĕрне хыпарлама, пĕлтерме сана та явăçтарасшăн, Леонид Ефимович. Ырă сунса салампа Николай Маслов. Л. Ефимов 1943 çулта Карели фронтĕнчен ăсатнă çырури Кайри Карăкри Петр Егоров пирки пĕлтерет. Вăл — 1939 çултанпа Хĕрлĕ Çар ретĕнче. Нимĕçсене хирĕç пуçласа 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче вут-çулăма кĕрет. Петр Егорович Карели, Иккĕмĕш Белорусси фронтĕнче Польшăпа Белоруссие ирĕке кăларма хутшăнать. П. Егоров наводчик, оруди расчечĕн командирĕ пулнă. Тата ăна виççĕмĕш, иккĕмĕш степеньлĕ Мухтав, Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă. Халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ фронтовик. Мăшăрĕ — Нина Ивановна вара кăçалхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ. Нинăпа Петр Егоровсем сакăр ача пăхса ỹстернĕ. Леонид Ефимов мĕн çĕре кĕричченех фронтри тус-юлташĕсемпе туслă çыхăнăва çухатмарĕ, çырусем çыратчĕ, тĕл пулусене хутшăнатчĕ. Астăватăп-ха: Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 40 çул çитнине уявлама фронтовик-ентешсем Карели çĕрĕнчи Калевала поселокне те çитсе курчĕç, хаклă парнесемпе таврăнчĕç. Чылай-чылай сăн ỹкерчĕксемпе пуянланчĕç ентешсен çемйинчи асăну-тĕл пулу хучĕсем, ал çырăвĕсем, альбомĕсем.
Г. Ефимов-Тусли.