08 мая 2020 г.
Çĕнтерỹ кунне паллă тунă май эпир çулсеренех Упири культура çуртĕнче халăхра асра юлакан тематикăлла каçсем ирттерме тăрăшнă. Астăватăп, Çĕнтерĕве 50 çул тултарнине чысласа Упире уяв йĕркелерĕмĕр: пĕрремĕш пайĕ “Хăрушă вăрçа ăсатни”; иккĕмĕшĕ — “Ялти халăхăн йывăр шăпи”; виççĕмĕш пайĕ “Салтак вăрçăран Çĕнтерỹпе таврăнни”. Залра ларакансем куççульпе ларни халĕ те куç умĕнчех. Çак мероприятие ун чухнехи Ленин ячĕллĕ колхозăн кашни ялех активлă хутшăнчĕ. Тĕлĕнмелле йывăр çухатусем чăтса ирттернĕ-çке çак вăхăтра халăх. Халĕ эпĕ пурăнакан килте — хунеçе — Василий Спиридонович, хуняма Клавдия Ивановна виçĕ ывăлне çак хăрушă вăрçа ăсатнă. Асли Коля — капитан, Владимир — сержант, Рудольф — сержант. Пĕр ывăлĕ те таврăнман киле каялла. Клавдия Ивановна Çĕнтерỹ кунĕнче ирхине чечек çыххипе утатчĕ ялти палăк умне. Савăкчĕ те йывăрччĕ вăл кун пирĕн çемьешĕн. Пĕррехинче ман пата, библиотекăна, хуçалăхри партком секретарĕ В. Васильев шăнкăравларĕ, вăрçă ветеранĕсенчен хор йĕркелеме сĕнỹ пачĕ. Эпĕ унпа хаваслансах килĕшрĕм, çак шухăшпа ветерансемпе калаçса пăхрăм, вĕсем килĕшрĕç. Районта иртнĕ Акатуйра “Ветерансем, ветерансем вут çулăм витĕр тухнисем” юрă юрласа патăмăр. Куракан халăх тăвăллăн алă çупса тав турĕ. Çак пулăм ман асăмра яланлăхах асра юлчĕ. Е. Константинова.