08 мая 2020 г.
Никифор Николаевич Аленцев Красноармейски районĕнчи Сурăм вăрманĕнчен инçех мар Пăрăнтăк ялĕнче 1916 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Шкулта 7 класс “4”, “5” паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен 1937-1939 çç. Тверь облаçĕнчи Ржев хулинче хĕсметре тăнă. Çамрăк каччăна 1941 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче вăрçа илсе кайнă. Амăшĕ ăна киле ырă-сывă таврăнтăр тесе турăшпа тата кĕлĕпе ăсатса янă. Горький хулинче çар вĕренĕвĕнче пулнă хыççăн ăна Хусана куçарнă. Унтан вара фронтăн конвойпа оперативлă 242-мĕш полкне янă. Никифор Николаевич кайран 2-мĕш артиллери полкĕнче тăшмансене хирĕç çапăçнă. 1942-1945 ç.ç. Мускава хỹтĕленĕ çĕре хутшăннă. Çавăн пекех вăл Волхов фронтĕнче çапăçнă. Валуйки, Кивĕ Оскол, Çĕнĕ Оскол, Лиски, Острогорск, Новохоперск хулисене ирĕке кăларас çĕре хутшăннă. 1944 ç. Никифор аманнă, ăна контузи пулнă. Мускав облаçĕнчи Клязьма хулинче вырнаçнă 2-мĕш артиллери полкĕн медсанбатĕнче выртнă. Сылтăм хăлхи илтми пулнă, 2 пуля тата 3 осколок амантнă. Кайран паттăр салтак штабра писарь пулса ĕçленĕ. 1945-1947 ç.ç. 10-мĕш мотострелковăй полкра тăнă, Хĕвеланăç Украинăра бандеровецсене хирĕç çапăçнă. Вăрçă хыççăн Никифор Николаевича çар ĕçне вĕрентекен командир пулма ыйтнă, анчах та вăл килĕшмен — çав тери тăван киле çитес, 7 çул курман ашшĕпе-амăшне, шăллĕпе йăмăкĕсене ыталас килнĕ унăн. Çуралса ỹснĕ тăрăха таврăнсан паттăр салтак ферма заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă. Никифор Николаевич "Мичуринец" колхоз председателĕнче те чылай çул хушши вăй хунă. Ял, район, тăван çĕршывăн хыпарĕсемпе, политикăпа кăсăкланнă. Тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илнĕ, нумай вуланă, темĕн те пĕлнĕ. Пĕрре кăна мар ăна ревизи комиссине суйланă. Кайран пултаруллă çамрăк Дворик ялĕнче вырнаçнă сепаратор пункчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Анастасия ятлă ĕçчен те сăпайлă хĕрпе çемье çавăрса тăван ялтах тĕпленнĕ. Икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ура çине тăратнă: Нина, Римма, Бронислав, Юрий, Николай. Нина чылай çул Донбасра ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Римма Шупашкарти политехникумра тĕп бухгалтерăн çумĕ пулса тăрăшнă. Бронислав тăван ялта тĕпленнĕ, клуб заведующийĕнче вăй хунă. "Играй, гармонь" конкурсăн çĕнтерỹçи. Юрий "Мичуринец" колхозра, кайран Украинăри пĕр заводра ĕçленĕ. Николай тăван колхозра водительте, сварщикра вăй хунă. Питĕ шел, 2017 çулта вăл çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Хисеплĕ çемьере çитĕннĕ тăван тĕпренчĕксем ашшĕпе амăшĕн ятне, сумне яланах çирĕппĕн тытса пыраççĕ. Пиллĕкĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ятсене тивĕçнĕ. Никифор Николаевичăн наградисене ачисем типтерлĕн упраççĕ. Паттăр салтакшăн кашни орденĕ-медалĕ (Тăван çĕршыв вăрçин II степеньлĕ орденĕ, "Мускава хỹтĕленĕшĕн" медаль, Жуков медалĕ, "Çапăçура палăрнăшăн" медаль, "Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 40 çул", "Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 50 çул", "СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсене 50 çул" юбилей медалĕсем) çывăх пулнă. Паянхи кун паттăр салтакпа — Никифор Николаевичпа — ачисем, мăнукĕсем, вĕсен ачисем мухтанаççĕ, ăна яланах асра тытаççĕ.