08 мая 2020 г.
Севастиан Михайлович Архипов 1921 çулта Элĕк районĕнчи Тури Выла ялĕнче çуралнă. Етĕрнери педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалиста Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулне ĕçлеме янă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пĕрремĕш кунранах фронтра. Вăрçа Çĕнтерỹпе вĕçлесен 1946 çулта тăван ене таврăннă. 30 çула яхăн Юманай шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. Ольга Александрова Александровнăпа (Архиповăпа), Тусай хĕрĕпе, çемье çавăрнă. Мăшăрĕ те çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшнă.
Севастиан Архипов шывĕсем
(Баллада)
Элĕкре вăл Выла урлă каçнă,
Сурăм урлă каçнă савăнса.
Çуркунне çав шывсемпе çураçнă,
Патварланнă пĕвесем тытса.
Етĕрне енче Сăрпа туслашнă,
Чăмнă, виçнĕ ун тарăнăшне,
Каярах Атăлпала паллашнă,
Кимĕпе хутланă анлăшне.
Вăрçă! Днепр хумĕсем хĕрелнĕ
Севастиан Архипов юнĕпе,
Чăвашла юрра Десна итленĕ,
Иртнĕ чух Чернигов çумĕпе.
Буг та Неман салтака ыр суннă
Урнă тăшмана хỹтернĕ май,
Висла виçĕ сулă илсе пынă,
Пулăшнă совет çарне Дунай.
Одер, нимĕç çĕрĕнче пулин те,
Чыслăн кĕтнĕ пирĕннисене,
Эльба шывĕ те юратнă питĕ
Тăнăçлăх кỹрен салтаксене.
…Вăрçă хыççăн, вăтăр çул иртсессĕн,
Çĕнтерỹн хĕвеллĕ кунĕнче
Çав шывсем пĕрлешнĕ те вунçиччĕн
Пăсран пĕлĕт пулнă ирçинче.
Юманай патне пырса илемлĕн
Чарăнса шкул сачĕ тĕлĕнче
Туслăх çумарĕ çутарнă меллĕн
Йывăçсем хитрен ешериччен.
Шур кĕпеллĕ Севастиан пиччемĕр
Тăнă тет çав çумăр айĕнче,
Тумламсем, телей куççулĕ евĕр,
Юхнă тет директор куçĕнчен.