08 мая 2020 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕр ялпа хуларан та пăрăнса иртмен.1941—1945 çулсенче Карайран ылханлă вăрçа 417 çын тухса кайнă. 229-шĕ каялла таврăнайман. Вĕсен ячĕсем республикăра кăларнă “Астăвăм” кĕнекинче çырăнса юлнă. Вăрçă çави никама та шеллемен. Чылай çемьесем вăрçă хирĕнче темиçешер ывăл çухатнă. Пĕрерĕн таврăнманнисем вара мĕн чухлĕн. Данил Романович Романов çуралнă ялтан та, Çырмапуçĕнчен, 64-ĕ вилнĕ тата хыпарсăр çухалнă, 52-шĕ тăван яла таврăннă. Вĕсенчен манăн хуняçа — сыввисен шутĕнче. Данил 1924 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче çуралнă, 71 çул пурăннă, 1995 çулхи августра çĕре кĕнĕ. Ялта лăпкă та сăпайлă, ĕçе юратакан çын шутланнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1942 пуçласа вĕçне çитичченех хутшăннă вăл. Вăрçă нушине, унăн тути-масине каласа панă тăрăх мар, хăй курса-туйса пĕлнĕ. Çырмапуçĕнчи Танек (ялта ăна çапла чĕннĕ) 4 класс кăна вĕренсе пĕтернĕ. Ахаль хресчен çемйинче ỹснĕскерĕн пурнăçĕ çăмăл килмен. Малалла вĕренме укçа кирлĕ пулнă. Вăл тăватă çулта амăшĕсĕр юлать, тăхăр çула çитсен — ашшĕсĕр. Виçĕ пĕр тăвана — Марьене, Наçтуçа, Данила — питĕ йывăр килнĕ вăл вăхăтра. Вĕсем пурте ял хуçалăхĕнче кунĕн-çĕрĕн тимленĕ. Данил ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман ял каччи пулнă. Вăл ăсчах та пулман, нихăçан та чапшăн çунман. Вăл ялан тăван халăхпа, ял-йышпа, ачасемпе пĕрле пурăннă. Пурнăç пулăмĕсене те тăван халăх куçĕпех виçсе хакланă. Данил Романов — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин салтакĕ. Унăн хастар-сатур ĕçченĕ, совет çыннин патриочĕ. Вун сакăр çулхи каччă Аттелĕх вăрçинче Белорусси çĕрĕ çинче çапăçнă. Унти хуласемпе ялсене тăшмантан тасатма хутшăннă. Днепр юхан шывĕ урлă каçнă. Вăл каласа панă тăрăх, кашни пĕчĕк лаптăк çĕршĕн кунĕн-çĕрĕн çапăçнă. 1942 çулхи сентябрьтен пуçласа 1945 çулхи ноябрь уйăхĕччен 743-мĕш, каярах 2514-мĕш зенитнăй артиллери полкĕн разведчикĕ вăл. 1945 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче тăван тăрăха таврăннă. Çар çыннин пурнăçĕнче тĕлĕнмелли самантсем сахал мар тĕл пулаççĕ. Данил Романов вара телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнă тесен те йăнăш пулас çук. Вун-вун çапăçура пулнă вăл, вилĕме пĕр хутчен кăна мар куçран пăхнă: пĕрре те вилмелле суранланман. Вилĕм унран аякра иртнĕ. Çакна вăл хăй те ăнланман. Нумай хутчен çапăçусенче юлташĕсенчен 2—3 кăна юлни тĕлĕнтернĕ те ăна. “Мĕн-шĕн эпĕ кашнинчех чĕрĕ юлатăп?” шухăшланă вăл. Данил каласа панинчен: “Ларатпăр çапла салтаксемпе. Сасартăк окопа снаряд килсе ỹкет. Снаряд ванчăкĕ эп ларакан панулми ещĕкĕ çине пырса тăрăнса ларать. Хама вара пĕр тĕпренчĕк те лекмест. Йĕри-тавра юлташсен вилли...”. Унăн сăмахĕсем манăн хăлхара, ĕнер çеç илтнĕ пек, халĕ те уçăмлăн янăраççĕ... Калама çук йывăр хуйхă пусса илет çав вăхăтра. Паянхи кун аса илетĕп те вăл мĕнешкел ырă, яланах тĕрĕс сăмах каланинчен халĕ тĕлĕнетĕп, вăрçă çулăмĕ витĕр утса, çапăçу вучĕ-хĕмĕ витĕр тухнă пулсан та ăна йывăр пурнăç авса хуçман. Вăрçă хирĕнчен ырă-сăвă тухнăскер ялти чипер, тăлăх хĕрпе, Васса Матвеевăпа çемье çавăр-нă. Икĕ хĕрпе пилĕк ывăл пăхса çитĕнтернĕ мăшăрĕпе. Ачисем: Миша, Леня, Олег, Толя, Валя, Борис, Аля. Вассан (ялта ăна Чĕкеç тесе чĕннĕ) пĕртен-пĕр юратнă пиччĕшĕ Гурий та вăрçăра пуçне хунă. Икĕ тăлăх чун, Танекпа Чĕкеç, вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме тăрăшнă. Ачисене ура çине тăратас тесе тăван хуçалăхра ырми-канми тăрăшнă. Чĕкеç лашасем пăхнă, фермăри сĕте район центрне çитерес тесе тимленĕ. Кил хуçи тимĕрçĕ лаççинче ĕçленĕ. Каярах районти почта уйрăмĕнчен Карай çыннисем валли хаçат-журнал турттарнă. Ун хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, каярах та йĕтем çинче хуралта тимленĕ. Шел те, мăшăрĕ чĕре чирне пула 1983 çулта вăхăтсăр çĕре кĕрет. Кĕçĕн хĕрĕ, Аля, шкул та вĕренсе пĕтереймен-ха. Ăна ура çине тăратмалла. Ун умĕнхи Борис та салтакра кăна. Йывăрлăха чăтма хăнăхнă Данил Романов пуçне усмасть. Ял-йышпа пĕр чĕлхерен пурăнать. Тата вăл кăмакаçă та пулнă, кунти çынсене кăмака туса панă. Хăйĕн ăсталăхне ывăлне те вĕрентсе хăварнă. Данил ĕçе нихăçан та алран кайтăр тесе туман. Васкамасăр, кăмăлпа ĕçлетчĕ. Унăн пысăк-пĕчĕк ĕç пулма. Пурне те пĕр шая хуратчĕ. Шел те, вăрçă вут-çулăм витĕр чиперех утса тухнă çыннăн тăнăç пурнăçра усал шыçĕ чирĕпе вилме пултарнине камăн ĕненес килтĕр. 1995 çулта Данил Романов пирĕн хушăран яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Ăна сиплекен врач: “Чĕри çирĕп. Тепĕр 20—25 çул пурăнмалли çынна хăй ирĕкĕсĕр вилĕм хăйĕн патне илет. Питех те шел...” тесе пире чăтăмлăх сунма кăна пултарчĕ... Данил Романович Романова Тăван çĕршывăн 2 степеньлĕ орденĕпе, “За победу над Германией” медальпе тата ытти юбилей медалĕсемпе чысланă.
М. Романова.