АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асаттепе асанне — вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă çĕнтерỹçĕсем

08 мая 2020 г.

 Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул тултарнине паллă тăваççĕ. Çăмăл килмерĕ çирĕмĕш ĕмĕрти чи хаяр вăрçă пирĕншĕн: эпир унта 27 миллиона яхăн çынна çухатрăмăр. Вăхăт иртĕ, анчах паянхи çутă тỹпешĕн пуç хунă паттăрсем яланах пирĕн асăмра юлĕç. Карай шкулĕнче химипе биологи вĕрентнĕ юратнă аннен — Нина Федоровна Илларионовăн чĕрине халĕ те ыраттарса ăша пăтратаççĕ çав кунсем. Рота командирĕ пулнă ватă аслашшĕ хаяр çапăçусенче пуçне хунă хыççăнах ватă асламăшĕ те бомбăсем айĕнче сирпĕнет. Ăнсăртран кăна сывă юлнă хăр тăлăх хĕр ачана — манăн ватă асаннене, ача çуртĕнче пĕччен юлнăскере, Куславкка хĕрарăмĕ усрава илсе ỹстерет. Хăй пĕрре те курман кукашшĕпе кукамăшĕн асаплă вилĕмĕ кинори пек курăнса халĕ те аннен чунне ыраттарса ăша пăтратать.

Асатте

Асатте, Михаил Илларионович Илларионов, шкулта тухса тăракан стена хаçачĕн редакторĕ пулнă. Ăна ỹкерчĕк-семпе илемлетнĕ, карикатурăсемпе пуянлатнă. Унта вăл хăйĕн сăввисене те пичетленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 50 çул тултарайман ашшĕпе пиччĕшне фронта ăсатнă хаклă çыннăм. Хăй те повестка кĕтсе колхозра ĕçленĕ. Часах ăна ирсĕр тăшманпа çапăçма черет çитнĕ. Воронеж патĕнчи хаяр çапăçусенче пуçне хунă ашшĕшĕн тавăрса, хаяр вăрă-хураха хирĕç паттăррăн çапăçнă, нумай наградăсене тивĕçнĕ. М. Илларионов вăрçа Инçет хĕвелтухăçĕнче Япони самурайĕсене çапса аркатнипе вĕçленĕ. Сержант званийĕ илнĕ хастар салтака Владивостокри çар училищине вĕренме яраççĕ. Вĕренĕве лейтенант званийĕпе вĕçлет, çар службине тата 10 çул тăсать. Отпуска килсе çемье çавăрать, асаннене Инçет хĕвелтухăçне илсе каять. Лăпкă пулман пирĕн çĕрсене хапсăнма пăрахман яппун чиккинче çар служби. Запасри подполковник çар службине вĕçленĕ хыççăн та хастар пулнă. Вăрçа пула татăлнă вĕренĕве ĕмĕр тăршшĕпех тăснă. Шупашкарти партипе совет шкулĕнче пĕлỹ пухса агроном-йĕркелỹçĕ специальноçе алла илнĕ. Куçăмсăр майпа партин аслă шкулне пĕтернĕ. Мĕн тĕрлĕ ĕç туман пулĕ Михаил Илларионович? Красноармейскинчи "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче, Шупашкарти 320 №-лĕ заводра токарь пулса ĕçленĕ. Анчах тăван ен хăй патнех туртнă пулас. Вăл яла таврăннă, кил-çурт çавăрнă, анкартинче пысăк сад, пĕве хĕрринче пĕчĕк вăрман ỹстернĕ. Янкаспа Хĕлеç ялĕсем хушшинчи çул хĕррипе чăрăшсем лартса хăварнă. Парти райкомĕнче пропагандăпа агитаци пайĕнче тăрăшнă, 10 çул ытла "Звезда" колхоз председателĕнче вăй хунă. Чылай кăтартусемпе янкассем районĕпех палăрнă. Михаил Илларионович хуçалăх пуçлăхĕнче ĕçленĕ çулсенче социаллă объектсем çĕклесе лартасси çине те тимлĕх уйăрнă. Çак тапхăрта икĕ хутлă шкул, культура çурчĕ хăпартса лартнă. Г. Прокопьев музыкçă пуррипе шкулта та, клубра та юрă-кĕвĕ тăтăш янăранă. Шкулпа хуçалăх яланах тачă çыхăнура пулнă. Уй-хир ĕçĕсене хутшăннăшăн, тăрăшса вĕреннĕшĕн вĕренекенсене хуçалăх автобусĕпе тăтăшах экскурсисене илсе çỹренĕ. Пире те пулăшнă асатте. Район центрĕнчи шкулта пĕлỹ илнĕ чухне эпĕ Янкасра пурăннă. Асатте тĕслĕхĕпе куçăмлă та, куçăмсăр майпа вĕренсе дипломсем илн. Надя 4 класс вĕренсе пĕтерсенех Ĕпхỹри Нуриев ячĕллĕ хореографи училищине вĕренме кĕнĕ. Тỹлевсĕр çул çỹреме май пуррипе Михаил Илларионович Надя патне тăтăшах кайса çỹренĕ, йывăр вăхăтсенче пулăшу кỹнĕ. Пĕр вăхăтра вĕреннĕшĕн тỹлемелли укçана республика хыснинчен куçарманни те пулнă. Асатте тăрăшнипе, преподавательсем пулăшнипе Надя театра ĕçе вырнаçать. Вĕренĕве ĕçпе çыхăнтарать, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пырать. Каярах Ĕпхỹри, Шупашкарти, Краснодарти театрсенче ĕçлесе пуян та паха опыт пухать. Халĕ Мускаври пĕр театрта ĕçлет, ачасене хореографи вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать. Куçăмсăр майпа Мускав университечĕн культурăпа искусство факультетĕнче ăсталăхне ỹстерет. Кăçал педагог дипломне илме ĕмĕтленет. Асатте пекех хăйĕн ачисемшĕн ырă тĕслĕх пуласшăн.

Асанне

Мăн Çавалпа Матшу шывĕ хĕрринче, Хура çăлпа Услантăр çырми хупласа тăракан хура тăпраллă çĕр çинче, халĕ те илемне, сăн-сăпатне çухатман, ĕçчен те ырă кăмăллă çынсемлĕ Мамçа ялĕнче çуралнă манăн асанне — Зоя Михайловна Илларионова. “Пирĕн ялта кăна çуралса ỹсме пултарнă тĕнчипе паллă ăсчах Иван Шашков”, — тет туллин савăнса, тантăшĕсене аса илсе асанне. Телейлĕ пулнă ачалăх вăрçă алхасма пуçличчен. Хулара пĕлỹ илекен пиччĕшĕсем çуллахи каникул кунĕсенче парнесемпе, кучченеçсемпе савăнтарнă, кил умĕнчи çерем çинче шашкăлла, шахматла, доминолла вылянă, пĕчĕккисем тĕрлĕ вăйăсемпе кăмăлне çĕкленĕ. Каçхине çамрăксем вăйă картине тухнă, ташă каçĕнче савăннă. Хаяр вăрçă пуçланни телейлĕ ачалăхăн шăпине татнă. Ял хурлăхлă салтак юррипе, хĕрарăмсен макăрнă сассисемпе хупланнă. Кунти мĕн пур йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Асаннен аслă пиччĕшĕ Коля, Ленинград университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕскер, Нева çинчи хулана хỹтĕлеме салтак ретне тăрать. Рабфак пĕтернĕ Антон тылпа фронта çыхăнтаракан связист пулса Берлина çитет. Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарти перекет банкĕнче ĕçленĕ Матви вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Польша чиккинчи пĕр çапăçура хыпарсăр çухалать. Ывăлĕсемшĕн хыпса çуннă, чĕри хавшанă амăшĕн чĕри тапма чарăнать. Шкулта вĕреннипе пĕрлех хулари фабрика-заводсенче, ялăн уй-хирĕсенче ĕçлесе фронта пулăшакан ачасен ретне тăрать асанне. Çум çумлать, кăнтăрла çурлапа тырă вырать, çĕрле авăн çапать, кĕлте кỹрет, лавпа çỹрет, шкул валли вăрман касса вутă хатĕрлет. Вăрçа Çĕнтерỹпе вĕçлесен асаннене "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль парса чыслаççĕ. Инçет хĕвелтухăçĕнче пурăннă чухне çар гарнизонĕ тăракан Кэнцухерь çар çыннисен ачисем валли уçнă шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ икĕ дипломлă асанне. Монголирен килнĕ Тукеев ывăлне те вĕрентнĕ вăл. 40 çул ĕç стажĕ асаннен, 25 çул хушши вăл Янкас шкулĕнче директор çумĕн кăткăс ĕçне туса пынă. Тимлĕ ĕçшĕн "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекен", "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Пурăнать-ха тăхăр вунна пуснă асанне пирĕнпе Карайра. Ачаран ĕçпе пиçĕхнĕскер алă тытса лармасть, пахчара тăрмашать, пире чăх-чĕп, хур-кăвакал, выльăх-чĕрлĕх усрама пулăшу кỹрет. Юратнă качаки ăна тутлă сĕтпе сиплет. Эпир хаклă çыннăмăра пурте юрататпăр. Раççей Президенчĕ В. Путин çулленех Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе яракан саламлă çырусене пухсах пырать асанне. Нумаях пулмасть вара салтак арăмĕн кăкăрĕ çине “Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул” юбилей медалĕ çакса ячĕç. Епле савăнчĕ çакăншăн Зоя Михайловна. Çапла пулмасăр. Л. Григорьева

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика