АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Красноармейски районĕ Пĕтĕм Раççейри “100 баллов для победы” акцие онлайн мелĕпе хутшăнчĕ

08 мая 2020 г.

Пĕтĕм Раççейри “100 баллов для победы” акцие вĕренỹпе ăслăлăх сферинчи Федераци службин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Ăна улттăмĕш çул ирттереççĕ, анчах та “онлайн” мелĕпе пĕрремĕш хут пулса пырать. Çулсеренех акцие тĕрлĕ регионти пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене 100 балл тытнă выпускниксем мастер-классем ирттереççĕ, аслă классенчи вĕренекенсемпе экзаменсене ăнăçлă хатĕрленмелли вăрттăнлăхсемпе паллаштараççĕ. Мероприяти ППЭ хатĕрленнĕ чухне шкул ачисен хумханăвĕсене сирсе яма тата ачасене çитĕнỹсем тума хавхалантарма пулăшать. Пĕтĕм Раççейри “100 баллов для победы” акцин тĕп геройĕсем — патшалăх экзаменĕсене 100 баллăх тытакансем. Паян вĕсем тăван çĕршывăн чи лайăх заведенийĕсенче вĕренеççĕ. Çавăнпа та вузра пĕлỹ илекен каччăсемпе хĕрсем шкул ачисене экзамен çинчен хăйсен пĕлĕвĕсемпе туйăмĕсене каласа парĕç. Красноармейски районĕ те Пĕтĕм Раççейри “100 баллов для победы” акцие хутшăнчĕ. Трак шкулĕнчен вĕренсе тухнă Ярослава Павлова (халĕ хĕр Хусанти пĕр университетра пĕлỹ илет) аслă классенчи ачасем патне янă видеопа çак адреспа паллашма пулать:

https://cloud.mail.ru/stock/kEbuTKNQkfGDsh744NnbjGwC

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика