08 мая 2020 г.
Кун пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев журналистсене РФ Президенчĕ В. Путин йĕркеленĕ канашлу хыççăн пĕлтернĕ. “Паян çĕршыв ертỹçи çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ: уявсем иртнĕ хыççăн регионти лару-тăрăва кура эпир тивĕçлĕ йышăну тăвăпăр. Çак ыйту патне питех те асăрхануллă пырăпăр, чир еплерех аталанса пынине, чарнă уйрăм хăш мерăсене пăрахăçлассине тĕплĕн тишкерĕпĕр. Йышăну кăларнă чухне чирлисен, койка-вырăн хисепне, урăх факторсене, çав шутра йĕркелекен тестсен шутне те, малти вырăна кăларăпăр”. О. Николаев çакна палăртнă: чи малтан потребитель рынокĕн сферинчи ыйту çĕкленĕ: обществăлла апатлану тата йăла çăмăллăхĕсем паракан предприятийĕсем, суту-илỹ центрĕсем. Роспотребнадзор сĕнĕвĕпе чарнă уйрăм мерăсене виçĕ тапхăрпа татса парĕç: пĕрремĕш тапхăрпа — уçă вырăнта физкультурăпа спорт занятийĕсем йĕркелеме, санитари йĕркисене тĕплĕн пăхăнса суту-илỹ лаптăкĕсене ĕçлеттерме тытăнма, иккĕмĕшпе — çемье членĕсемпе уçă вырăнта уçăлса çỹреме ирĕк пама, пысăк суту-илỹ предприятийĕсене уçма, вĕренỹ организацийĕсене ĕçлеттерме тытăнма, виççĕмĕшпе парксемпе скверсене, мĕн пур вĕренỹ организацийĕсене уçма, суту-илỹпе обществăлла апатлану предприятийĕсене туллин ĕçлеттерме пăхаççĕ.