30 апреля 2020 г.
Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен районти методика пĕрлешĕвĕ, 2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă “Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2020” акцие район шкулĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тăрăшнипе Трак тăрăхĕнче пурĕ 192 çын хутшăнчĕ, Алманч вăтам шкулĕ —15 çын, Еншик Чуллă вăтам шкулĕ — 19, Карай тĕп шкулĕ — 24, Кĕçĕн Шетмĕ тĕп шкулĕ — 25, Красноармейски вăтам шкулĕ — 12, Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕ — 35, Пикшик вăтам шкулĕ — 13, Трак вăтам шкулĕ — 20, Упи вăтам шкулĕ — 14, Чатукасси тĕп шкулĕ — 15. Вĕсенчен "5" паллă илме тивĕç пулнисем — 68 çын, "4" паллă — 68, "3" паллă — 56 çын. "5" паллă илнисене Сертификатсем парнелеççĕ. Сăваплă ĕçе шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кăна мар, шкултан тахçанах вĕренсе тухнисем, вырăнта пурăнакансем, карантин вăхăтĕнче тăван ене килнисем хутшăнчĕç. Акă, Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи Анаткас ялĕнче пурăнакан Зоя Васильевна Никитина пенсионер,1953 ç. çуралнăскер, кашни çул диктант çырать. Ун умĕнче эпир пуçăма таятпăр. Пĕтĕм чăваш диктантне çырса “5” паллă илнĕ кĕçĕн тусăмăрсене те палăртса хăвармалла. Вĕсем улттăмĕш класра вĕренекен Потапов Роберт (Карай тĕп шкулĕ), Козлов Иннокентий, Платонова Анна, (Кĕçĕн Шетмĕ тĕп шкулĕ) тата Иванова Надежда (Пикшик вăтам шкулĕ). Чĕвĕлти чăваш чĕлхемĕре хисеплесе çитес çул ку акцие тата ытлараххăн хутшăнасса шанатпăр. Л. Тихонова.