АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк çырма

30 апреля 2020 г.

 Пĕчĕк çырма хĕлĕпех икĕ ăшă вителĕк айĕнче — юрпа пăр айĕнче çывăрчĕ. Хĕлле ăшăнса выртрĕ вăл. Çуркунне çитрĕ те — вителĕкĕсене пĕтĕмпех сирсе пăрахрĕ, вăрманти пысăкрах çырмана вăратма васкарĕ. Маска тăхăнса шыва питпе выртасчĕ те анаталла юхса каясчĕ. Çула май вара унăн пĕтĕм шыв çулне курнă пулăттăн ун чухне, унăн юххинчен пĕр тĕлĕнĕттĕн те çавăн пекех илемĕпе киленĕттĕн. Малтан сана шыв юхнă пек мар, чăпар хăю евĕр шыв тĕпĕ каялла чупнă пек туйăнĕччĕ! Вăл пĕрре тарăнланса тĕттĕмленет, тепре хăвăрт çиеле тухать, сан куçу умĕнчех вара тĕрлĕ тĕслĕ чулсем йăлтăртатаççĕ. Чулсем хыççăн ылтăн тĕслĕ çутă хăйăр, кăпăшка тĕксĕм юшкăн, путнă йывăç хупписем, лăймакаланнă çулçăсемпе туратсем курăннă пулĕччĕç. Кăкшăм курăкĕсен мăнтăркка та чăпар тымарĕсем пăвакан çĕлене аса илтерĕччĕç. Акă тата инçех мар кукша пуçне аса илтерсе çырма варринчех чул курăнса тăрать, ун йĕри-тавра, чĕнтĕрлĕ шурă çуха пек, шыв кăпăкĕ пухăннă. Çуркунне килнипе савăнса пĕчĕк çырма халĕ ĕнтĕ шăнкăртатмасть, хыттăн шавласа, кĕрлесе, шыв сирпĕтсе юхать. Çывăракан пысăкрах юхан шыва вăратать. Шыв сирпĕтет, кăтăклать ăна. Юхан шыв, вăран, çуркунне çитнĕ! Хĕллехи вителĕкỹсене, пăрпа юра, сирсе пăрах. Вара чупса кай та — кỹлле вăрат! Хăвăн илемỹпе ача-пăчасене савăнтар. М. Романова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика