30 апреля 2020 г.
Роза Семеновна Волковăн сăввисемпе паллашсан çак йĕркесем пуçран тухма пĕлмерĕç. Унăн — сăвăç-юрăçăн, çыравçăн тата композиторăн, педагогика ĕçĕн ветеранĕн — ячĕ “Ял пурнăçĕ” хаçата вулакансемшĕн ют мар. Вăл Элĕкпе Вăрнар район хаçачĕсемпе те тачă çыхăнура. Ку ахальтен мар: пĕринче хăй çуралнă, тепринче халĕ пурăнать. Сăввисем, пысăках мар калавĕсем чылайранпа “Ял пурнăçĕнче” курăнса пыраççĕ. Вĕсемсĕр пуçне вăл миниатюрăсем, тĕрленчĕксем çырать. Сăввисенче çепĕç лирика, хутăш сатирăпа юмор йĕркисем явăнаççĕ. Вĕсене вуланăçемĕн çакна асăрхарăм эпĕ: тепĕр арçын та капла çырайман пулĕччĕ. Ку сăвăсене хĕр, хĕрарăм, амăшĕ, асламăшĕ шухăшласа тупнă. Кашнийĕнчех чăвашла пĕр-пĕр сăнар пиçсе тухнă. Сăмаха, пуплеве Шелепи евĕр çăмăл чĕлхепе шăратса кăларнă. Роза Семеновна хăйĕн тĕп шухăшне глаголлă рифмăсенчен ютшăнмасăр тĕвĕлет. Кĕвĕлеме уйăрса хунисем халăх сăмахлăхне çывăх тăраççĕ. Чылайăшне автор хăех юрра хывнă. “Сăвă çыратăп, унтан ун тăрăх юрă юрласа çỹретĕп, — тет вăл. — Çапла çĕнĕ юрă çуралать манăн”. Мĕн-ха вăл юрă? Р. Волковăн “Çумăр çăвать” ятлипе паллашар-ха. Йĕркисем алла купăс тытичченех кĕвĕленсе сас кăларнăн ярăмланса-янăраса пыраççĕ. Сăвва логика çирĕплĕхĕ хитре çыхса лартнăн туйăнать мана. Сăмаха хутлă-хутлă калани ахальтен мар _ ку та шухăша, кĕвве вăйлатать. Çемçе уçă сасăсем нумай. Сăвва-юрра юлашки йĕркепе янратнă. Çав юлашки йĕркене вара поэт хăй кăна палăртать. Ун патне çитме самаях ăсталăх кирлĕ-çке. “Хăна юрри”, “Йăмрасем”, “Тăван ялта”, “Пурăнар-и савăнса?”, “Тĕрĕс мар ку”, “Ан вĕçсе кай” — чăнах та юрă валли шăратнисем. Вăл юррисене пухса “Улмуççи шап-шурă çеçкереччĕ”, “Хăçан тĕл пулăпăр” кĕнекесем кăларнă. Мĕн вăл сăвă? Вулар-ха пĕчĕк çеç “Малтанхи юр” хайлава. Нимĕнех те мар. Анчах юлашки йĕркере поэзи хĕлхемĕ ялтăр! ялкăшса илет те унчченхисене те япшартараххăн йышăнатăн. Хĕр-пикен çĕкленỹллĕ кăмăлĕ çут çанталăкăннипе пĕр çемме лекнĕ. Телейлĕ хĕр пĕрчи пирĕн куç умне палланă-пĕлнĕн, чĕррĕн, чиперрĕн тухса тăрать. Роза Семеновнăн пултарулăхне курах ăна иртнĕ çул ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин “Красноармейски районĕн “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” хăй тытăмлăх учрежденийĕ Н. Янкас ячĕллĕ премине илме кандидата тăратрĕ. Р. Волкова луреат пулса тăчĕ. Вăл вара çакна тивĕçех. Çакăншăн хам та чунтан савăнтăм. Çавăн чухне паллашнăччĕ эпĕ Роза Семеновнăпа тата унăн мăшăрĕпе Валериан Прокопьевичпа. Вĕсем ун чухне хăйсен сăпайлăхĕпе, çынлăхĕпе, чăн-чăн чăвашлăхпа манăн кăмăлăма кайрĕç. Кил хуçи арçынĕ, Çирĕклĕре ỹссе çитĕннĕскер, кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, пысăк та яваплă ĕçсенче ирттернĕ. Пирĕн лауреат 1937 çулта Элĕк районĕнчи Çĕнкас Юнтапа ялĕнче çуралнă. Кунти вăтам шкулта вĕреннĕ. Канашри педучилищĕре, И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ университет-авт.) пĕлỹ илнĕ. Çирĕклĕ ялĕн кинĕ çирĕм çул ытла Трак тăрăхĕнчи Карайпа Яманак шкулĕсенче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Халĕ — тивĕçлĕ канура, 83 çулпа пырать. Вăрнар районĕнчи Нурăс (Калинино) ялĕнче пурăнать. Р. Волкова пурнăçа, çынсене, çут çанталăка, тăван тавралăха юратса çырать. Чун-чĕрине Сурăм юхан шывĕ хавшани те, этем нĕртен тухса тискерленни те ыраттарать. Нумаях пулмасть Чăваш наци радиовĕпе Ю. Корнилов радиожурналист Р. Волкова çинчен хатĕр-ленĕ передачăна сывлăш çавăрмасăр итлесе лартăм. Вăрçă ачи вăл, йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕскер хура-шурне самаях курнă, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухса хăйĕн чăн ăраскалне тупнă. Пултаруллă автора малашне те вăй-халпа ăнăçу сунас килет. Акă автор редакцие сĕннĕ çĕнĕ сăввисем. Ю. Борисов.