АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей парламентаризмĕн кунне паллă турĕç

30 апреля 2020 г.

 Иртнĕ тунтикун Упине, кунта тата çывăхри ялсенче пурăнакансем, аякран килнĕ хăнасем Раççей парламентаризмĕн кунне уявлама пухăнчĕç. Ку ахальтен мар, çак ялтан Раççей Патшалăх пĕрремĕш Думине Я.А. Абрамов чăваш суйланнă. Яков Абрамовича халалласа кунта мăнаçлă палăк лартнă, сквер уçнă. Сăмах май каласан, Упи тăрăхĕнчен тĕрлĕ шайри депутатсем чылайăн тухнă: Ленин орденĕн кавалерĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ К. Горина (Упи), Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Председателĕнче ĕçленĕ, РСФСР Аслă Канашĕн тĕрлĕ созывĕсен депутачĕ, каярах Раççей парламенчĕн пĕтĕмĕшле пайне ертсе пынă Л. Прокопьев (Янмурçин), Шупашкарти резинăпа техника изделийĕсен (РТИ) завочĕн цех мастерĕ, РФ Аслă Канашĕн депутачĕ Ю.А. Илларионова (Сергеева) (Çĕнĕ Йĕкĕт), Чăваш Республикин парламенчĕн тĕрлĕ созыври депутачĕсем Г. Сидоров, О. Митрофанова, А. Иванова, А. Макарова, П. Ефремов, В. Архипов (ЧР шалти ĕçсен министрĕ). Уява РФ Президенчĕн В. Путинăн Указĕпе 2012 çулхи июньте çирĕплетнĕ. Кăштах историрен. Мĕн-ха вăл парламент? Парламент — патшалăхăн чи пысăк представительлĕ органĕ. Ăна çĕршывра пурăнакансем — суйлавçăсем — суйлаççĕ, вăл яланхи йĕркепе ĕçлесе пырать. Шăпах унăн патшалăхăн ытти органĕсемпе тытакан çыхăнăвне “парламентаризм” теççĕ. Çак институтах саккунсем кăларакан тытăм пулса тăрать. Парламент представительлĕ, интегративлă тата регулятивлă функцисене пурнăçласа пырать. Пĕрремĕшĕнчен, вăл граждансен ирĕклĕхне палăртать, иккĕмĕшĕнчен, парламент ыйтусене татса панă çĕрте пĕтĕмĕшле наци органĕ пулса тăрать, кунта политика партийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ, виççĕмĕшĕнчен парламент хăй палăртакан нормăсен обществăлла хутшăнусен тĕп регуляторĕ пулса тăрать. Парламентаризм — патшалăхпа общество хутшăнăвĕсен тытăмĕ. Пирĕн эрăчченхи VI ĕмĕрте Грецин тĕп хулинче Афинăра чи пуян граждансенчен коллеги органне — тăватçĕртен (совет четырехсот) тăракан канаш суйланă. Анчах XVII-XVIII ĕмĕрсенчи революцисем хыççăн кăна парламент влаç илет. Çавăн чухне хĕвел анăç çĕршывсенчен нумайăшĕнче саккун кăларакан влаç органĕсем йĕркеленеççĕ. Парламентаризм демократи институчĕсенчен пĕри пулса тăрать, вăл патшалăх йĕркелĕвĕн тытăмĕ, унта саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаçăн пĕлтерĕшĕсене тĕплĕн палăртнă. 1905 çулхи революци пуçламăшĕнче çĕршыв монархинчен конституци стройĕ çине куçма тытăннă, çапла май парламентаризм тытăмĕ вăй илме пуçланă. Çав çул император пысăк манифестсем çине алă пуснă. Вĕсем Раççейре саккун кăларакан орган — Патшалăх Думи йĕркелесе янă. Çав тапхăртанпа нимĕнле акт та вăл çирĕплетмесĕр вăя кĕмен. Шăпах 1906 çулхи апрельте икĕ палатăран тăракан парламент йĕркеленнĕ, аялти — Патшалăх Думи, çỹлти — Патшалăх Канашĕ. Раççей Патшалăх Думине Хусан кĕпĕрнинчен Я. Абрамов суйланнă та. Кам-ха вăл Я. Абрамов? Я. Абрамов 1873 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Упи ялĕнчи чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Тăван ялти чиркỹ-прихут шкулĕнче вĕреннĕ. 1888 çулхи августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1890 çулхи апрелĕн 20- мĕшĕччен Хусанти учительсен семинарийĕн хатĕрленỹ класĕнче пĕлỹ пухнă. Унăн авторитечĕ тăван ялĕнче питех те пысăк пулнă. Патшалăх Думине суйлама вăхăт çывхарсан хăй шухăшне калама пултаракан çамрăка ял çыннисем вулăс пухăвне суйласа яраççĕ. Унтан çул Етĕрнери уесри пухăва выртать. Каярах сăпайлă 33-ри Якова Хусан кĕпĕрнинчи суйлавçăсен Пухăвĕ Патшалăх Думин членне суйлать. Çапла майпа пирĕн ентеш Пĕрремĕш Патшалăх Думин депутачĕ пулса тăрать. Асăннă тапхăрта Яков Абрамович нимĕнле партире те тăман-ха. Пĕрремĕш патшалăх Думи хăйне салатса яриччен 72 кун — апрелĕн 26 — июлĕн 9-мĕшĕсенче ĕçленĕ. Пĕрремĕш Дума депутачĕсем правительствăн саккунпа килĕшсе тăман ĕçĕ-хĕлĕ пирки чылай çивĕч ыйтусемпе запрос çĕкленĕ. Çавăн пиркиех ĕнтĕ патша ку Пухăва салатса янă та. Пирĕн ентеш яла таврăннă. Ăна вулăс старшинине, вулăс ĕçтăвкомĕн председательне çирĕплетеççĕ. Яков Абрамович Етĕрне уесĕнчи вак кредит кассин пуçлăхĕнче, кайран Упи вулăсĕнче потребительсен обществин ертỹçин секретарĕнче ĕçленĕ. Я. Абрамов 1934 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ. Вĕсем мăшăрĕпе ултă ача çитĕнтернĕ. Манмаççĕ Уписем Я. Абрамова. 2014 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Упире Я. Абрамов ячĕллĕ пысăк та илемлĕ, чуна илĕртекен сквер, Яков Абрамович палăкне уçнă. Пирĕн ума сылтăм аллине çĕкленĕ мал ĕмĕтлĕ хастар чăваш тухса тăрать. Палăкăн постаменчĕ çинче Я. Абрамов 1906 çулта “Хыпар” хаçатра пичетленĕ статьяри сăмахсене вырăсла вырнаçтарнă: “Беречь и защищать народное богатство, природную кладезь — нефть, каменный уголь и другие полезные ископаемые — народной казне. Я. Абрамов, Санкт-Петербург. 1906 г.”. Палăка Раççейри ỹнерçĕсен канашĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ ỹнерçи П. Пупин скульптор ăсталанă. Раççей парламентаризмĕн кунне халалласа шăпах çак палăк патĕнче митинг иртрĕ те. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ А. Егорова, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ И. Моляков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем С. Семенов, В. Рафинов, С. Павлов, Я. Абрамовăн çывăх тăванĕ Ю. Степанов, район администрацийĕн тата Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем А. Кузнецовпа Н. Димитриева, ыттисем хутшăнчĕç. Альбина Егоровна çапла каларĕ: “Паян — Раççей парламентаризмĕн кунĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. Упи çĕрĕ çĕршыв шайĕнче палăрнă вун-вун çынна парнеленĕ. Вĕсенчен пĕри — Раççей патшалăхĕн пĕрремĕш Думине суйланă Я. Абрамов. Эсир унăн ятне манмастăр, унпа мăнаçланатăр. Çакна Яков Абрамович ячĕпе уçнă сквер та, палăк та аван çирĕплетеççĕ. Малашне те сире çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп”. Игорь Юрьевич, Сергей Петрович тата Юрий Витальевич Я. Абрамовăн кун-çулĕпе, унăн политикăри пĕлтерĕшĕпе тата вырăнĕпе паллаштарчĕç, паянхи парламентсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕç. Юлашкинчен уява хутшăннисем палăк патне чĕрĕ чечексем хучĕç. Ю. Борисов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика