АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтерĕве халалласа республикăра пурăнакансем валли онлайн-программа хатĕрлеççĕ

30 апреля 2020 г.

Культура учрежденийĕсем Аслă Çĕнтерĕве халалласа республикăра пурăнакансем валли онлайн-программа хатĕрлеме палăртнă. Сăмахран, Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем вăрçă çулĕсем çинчен спектакльсем хатĕрлеççĕ: А. Гайдарăн “Военная тайна” (1967), Юхма Мишшин “Дорога кончается в полдень” (1982), Ю. Елисеевăн “Баллада о серебряной трубе” (1985), Иринăпа Яна Златопольскисен “Письмо из войны” (2005). Çамрăк театралсен шкулĕ шайĕнче тỹрĕ эфирта “О войне — нашим юным зрителям” ярăм та ĕçлĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн официаллă сайтĕнче “Мы помним, мы гордимся” онлайн-рубрикăна хута ярĕç. Театр сцени çинче кăна мар, фронтра тата тылра хăйсен йĕрне хăварнă артист-ветерансен сăн ỹкерчĕкĕсемпе паллашма май пулĕ. Çавăн пекех театр сайтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнине халалласа 2015 çулта ятарласа хатĕрленĕ А. Асламасăн “Татăлнă вальс” (“Прерванный вальс”) оперăн концерт версине вырнаçтарĕç. Чăваш Республикин Наци библиотеки “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи” темăпа электронлă информаци ресурсĕсем йĕркеленĕ. “Книги, изданные в Чувашии в период Великой Отечественной войны” коллекцинче чăвашла тата вырăсла çырса вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Енре пичетленсе тухнă 856 кĕнекепе брошюра паллă вырăн йышăнаççĕ. “Войны священные страницы: писатели Чувашии в Великой Отечественной войне” виртуаллă выставка вара чăваш писателĕсен пурнăçĕпе пултарулăхне уçса парать, вĕсен хайлавĕсемпе туллин паллаштарать. Çавăн пекех библиотека паллă чăваш артисчĕсем чăваш писателĕсен произведенийĕсене вуланине итлеме сĕнет. Май уйăхĕн 8—9-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх филармони сайтĕнче концерт курма пулать. Вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене филармонире вăй хуракан солистсемпе коллективсем шăрантарĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин халăх артистки Маргарита Финогентова, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Динара Юнисовăпа Юрий Катков, “Çеçпĕл” эстрада ансамблĕ, “Çавал” фольклорпа эстрада ансамблĕ, “Nota G” ташă ушкăнĕ тата ыттисем те куракансене савăнтарĕç. Мероприятисен тулли списокне çывăх вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă ятарлă баннерта йĕркелесе вырнаçтарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика