30 апреля 2020 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 25, 26, 28, 29-мĕш номерсенче). 1943 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Упири вĕренỹ пунктĕнче 24 вĕренекен çар ĕç комиссариачĕн комисси умĕнче экзамен тытнă. Стрелок пултарулăхне пĕчĕк калибрлă пăшалтан 195 патрон, 100 çапăçу патронне пертерсе палăртнă. 1943 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче Васнарти çар вĕренĕвĕн пунктĕнче ал пулеметĕнчен персе 106 вĕренекен экзамен тытнă. Вĕсенчен çирĕм çиччĕшĕ — “пиллĕк”, аллă çиччĕшĕ — “тăваттă”, çирĕм иккĕшĕ “виççĕ” паллăсене тивĕçнĕ. Çĕнĕ Йĕкĕтри Степан Лукин та “лайăх” паллă илнĕ. Эпир ăна районти чи пултаруллă тракторист пулнипе пĕлетпĕр. Васнарти Спартак Козлов та “пиллĕклĕх” экзамен тытнă. Федор Савельев, Яков Терентьев, Михаил Илларионов, Юрий Чистяков, Геннадий Филиппов тата ыттисем те “тăваттă” паллă илнĕ. 1943 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Çар комиссариатне районти шкулсенче çар вĕренĕвĕн кăтартăвĕсене çитернĕ. Тăван районта 4 вăтам, тулли мар вăтам — 10, пуçламăш 18 шкул ĕçленĕ. Именкасси, Красноармейски вăтам шкулĕсенче Морзе ключĕпе çыхăну тытма 57 ачана вĕрентнĕ. Упи тата Мăн Шетмĕ шкулĕсенче санитари дружинин ĕçне 40-шер вĕренекене (пĕтĕмĕшле — 80 шкул ачи) хăнăхтарнă. Шкулсенчи çар вĕренĕвне йĕркелекенсем графикпе февраль, март, апрель уйăхĕсенче 7 кун ятарлă вĕренỹ сехечĕсем ирттернĕ. 1943 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче çар вĕренĕвĕн инструкторĕсем, çар комиссариачĕн офицерĕсем — А.В. Киселев, И.Г. Поддубный, В.Ф. Мандыч ятарлă экзамен тытнă. Красноармейски районĕнчи 32 шкулта 4166 ача вĕреннĕ пулсан, вĕсенчен 338-ĕ — “5”, 598-ĕ — “4”, 279-ĕ — “3”, 52-ĕ вара “япăх” паллăсем илме пултарнă тесе пĕтĕмлетỹ тунă Аркадий Васильевич Киселев, çар вĕренĕвĕн аслă инструкторĕ. 1943 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче Васнарти çар вĕренĕвĕн пунктĕнче 50 хĕр-стрелок экзамен тытнă. Пурĕ 7 çын “5” паллă илнĕ, вĕсенчен пĕри — Çĕнĕ Выççăлкăри Августина Матвеевна Лукина. “Герой” колхоз председателĕнче тăрăшнă Николай Матвеевич Матвеевăн аппăшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Красноармейскинчи комсомол райкомĕн 1-мĕш секретарĕ Николай Гаврилович Скворцов вăрçă хыççăнхи отчетра хаяр çапăçусене районти 96 хĕр хутшăнни çинчен çырать. Çамрăксен ертỹçин отчетĕнчи кăтартăва чи тĕрĕсси тесе шутлатăп, ăна ĕненетĕп. Чылай авторсем хăйсен хайлавĕсенче мĕн тĕрлĕ кăна çырмаççĕ, вĕсене уншăн кỹренме май çук. Çырнă чухне нумай енлĕ тишкермелле, танлаштармалла, унсăрăн тĕрĕслĕхе тупаймăн. 1943 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче Васнарти вĕренỹ пунктĕнче 58 вĕренекен стрелоксем пĕчĕк калибрлă пăшалтан 330 патрон, 180 çапăçу патронне персе расхутланă. Именкассинчи, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче телеграфиста 27, радиста 36 ачана вĕрентнĕ. Стрелока вĕренекенсен аллинче 23 вĕренỹ винтовки, Дегтярев пулемечĕ пулнă. Васнарти çар вĕренĕвĕн пунктĕнче 1943 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче 61 вĕренекен ал пулемечĕпе перес енĕпе экзамен тытнă. Списокра 18-мĕш номерпе Енĕшкассинчи Александр Константинович Елакова çырнă, вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче кукурузăн симĕс массине пуçтарса кĕртес енĕпе республика чемпионĕ пулса тăчĕ. Çавăн пекех списокра 54-мĕш номерпе Пшонкă ялĕнчен Георгий Фадеевич Амурин тăнă. Вăл — Чăваш халăх художникĕн Элли Юрьевăн амăшĕн — Евдокия Ивановна Амуринăн тач тăван пиччĕшĕн — Фадейăн ывăлĕ. Г.Ф. Амурин “Нива” хуçалăхра иртнĕ ĕмĕрĕн 70—90-мĕш çулĕсенче ветеринари врачĕ пулса ĕçленĕ. 1943 çулта ал пулеметчикĕ пулма 246 çынна вĕрентсе кăларнă. Красноармейски шкулĕнче çар ĕçне Максим Трофимович Трофимов, Именкасси шкулĕнче вара хими предмечĕн преподавателĕ Христофор Александрович Александров вĕрентнĕ. Вĕсем шкул ачисене Морзе аппарачĕпе çаврăнăçуллă усă курма хăнăхтарнă. Максим Трофимович вăрçăран аманса таврăннă хыççăн шкулта çар ĕçне вĕрентнĕ, кайран çыхăну кантурĕнче яваплă ĕçре палăрнă. Унăн мăшăрĕ Матрена Григорьевна — Çĕрпỹ районĕнчи Чиркỹллĕ Ямаш (Первое Степаново) ялĕнчен, чылай вăхăт райĕçтăвкомĕн каçхи хуралĕнче ĕçленĕ. Туслă çемье халăх хушшинче яланах хисепре пулнă. Вĕсен ывăлĕ Вячеслав Максимович Трофимов хăйĕн çемйипе Красноармейскинче пурăнать. Слава газ уçлакан станцире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, çамрăк чухнехи пекех юрă-ташăна кăмăллать, ветерансен хорĕнче паянхи кун та юрлать.
(Малалли пулать).
В. Серафимов,
Чăваш наци ăс-хакăлпа ỹнер академийĕн членĕ.