АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пайсупин ялĕнчи çут çанталăк тусĕсем

30 апреля 2020 г.

Пайсупин ялĕнчи çут çанталăк тусĕсем

Шывсăр никам та пурăнаймасть. Çапла, нарăс уйăхĕн вĕçĕнче кар тăрса нимене тухрăмăр. Пайсупин ялĕнчи пĕр урамра кив çăл пури çĕрсе кайнă, шывĕ вара çукпа пĕрех. Укçа-тенкĕ пуçтарса ятарласа машина чĕнсе илтĕмĕр, ункисене те пĕрлех илсе килчĕç вĕсем. Пурте тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Кунсем иртрĕç... Геннадий каркасĕпе тăррине ăсталарĕ. Маттур ĕçлерĕ ал ăсти. “Мăнкун” кунне халăх ир-ирех тухрĕ. Ватти те, вĕтти те — пурте хаваспах тăрăшрĕç. Кăнтăрла çитеспе ĕçе вĕçлерĕмĕр. Шывĕ сакăр ункă таранах, питĕ тутлă. Ĕçлекенсем пурте тутанса пăхрĕç сиплĕ шыва. Çăл патĕнчи карчăкпа старик кỹлеписене А. Скворцов ăсталарĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов тата “Кетра” завод ертỹçи питĕ пысăк пулăшу кỹчĕç. Пайсупин ял старости Г. Лаврентьев савăнăçлă лару-тăрура çак ĕçре вăй хунисене, хутшăннисене пурне те ырларĕ. Эпир те, пархатарлă ĕçе хутшăннисем, Геннадий Лаврентьева çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.

С. Николаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика