АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕх хуçисем

24 апреля 2020 г.

 Ялăн Колхозная урамĕнче 42 кил шутланать. Çавна Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ умĕн çурт-йĕр çине вырнаçтарнă цифрăсем çирĕплетеççĕ. Ăвăс çырмин икĕ енĕпе вырнаçнă çурт-йĕрсене пăхса ăмсанатăп. Хăшĕ-пĕри харпăр хăй катмарлăхĕпе тыткăнлать. Нумайăшĕ кил-çурт, урам, çырма тирпейлĕхĕпе савăнтарать, чуна çĕклет. Çав туртăм, чун-чĕрери ырă туртăм, паллах, ялăн, хамăр пурăнакан кĕтесĕн чысĕпе, тирпей-илемĕпе çыхăннă. Халĕ, уйрăмах çут çанталăк хăйĕн мĕн пур кăмăлне, илемне çынсемшĕн сарса хунă тапхăрта, тирпей-илемшĕн, ял сăн-сăпачĕшĕн пĕр шухăш-ĕмĕтпе пурăнмалла, ĕçлемелле пирĕн. — Ял сăн-сăпачĕ — пирĕн сăн-сăпат. Çак сăмахсем тăрăшуллă, тирпейлĕ çынсене çывăх, — теççĕ Колхозная урамра кил-çурт çавăрнă Людмилăпа Юрий Фадеевсем, Любăпа Андрей Великовсем, Валентина Терентьева. — Пĕр шухăш-ĕмĕтпе ĕçлемелле... Сăмахĕсем вырăнлă, чăнах та. Çỹлерех асăннă çемьесен кил хуçалăхĕсене çаврăнса тухсан: “Вăт, çавăн пек çынсем ялта йышлă пулинччĕ. Вĕсемпе тĕнче хитре”, — тетĕн. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах тесшĕн эпĕ. Г. Ефимов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика