АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саппас пăсмасть…

24 апреля 2020 г.

 Тракка, яштака çан-çурăмлă, тивĕçлĕ канăва тухнă арçын, лавккана пуçтарăнчĕ. Сасартăк чỹрече кантăкне яри уçрĕ те Уракка кинеми чарчĕ ăна. — Тракка, чарăн-ха! Тăхта малалла ярса пусма. Яла тĕрĕслевçĕсем килнĕ, тет. Ара, коронавирус сарăлассине хирĕç тăракан ушкăн пирĕн тăрăхра çỹрет, — куçĕсене ăмăртмаллах мăчлаттарчĕ ватă. — Маска çыхмалла. Кирлĕ-кирлĕ мартан урама тухмалла мар. Хăвна уйрăм тытмалли йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Тракка тăруках шăпланчĕ. — Сĕтел çинче паян çимелĕх çăкăр кăна. Сахăр песукĕ те пĕтет, ав. Лавкки пирĕн çывăхрах, çичĕ утăмран ытла мар...— шутларĕ вăл. — Уракка кинемей, тавах ырă хыпаршăн. Ĕнер тĕрĕслевçĕсем юнашар ялта пулнă, тет. Инфекцие алхасма парас мар тесен çỹлтисем хушнине тивĕçлипе пурнăçламалла пирĕн, — хăй шухăшне пытармарĕ арçын. — Тĕп-тĕрĕс тăваççĕ районтан килнисем. Тракка калитке умĕнчен çухалчĕ. Пĕлетăркачах маскăсăр ярса пусас темерĕ ял лавккине. Хăй ăшĕнче "саккуна пăхăнмалла пурин те" тесе тута хĕррисене хускатрĕ. Маска, тĕрлĕ чир-чĕртен хупламалли хатĕр, ал айĕнчех Траккан. Хăй аллисемпе йĕппе-çиппе шурă катан пиртен çĕленĕскер. Алли çыпăçуллă, чăнах та. "Саппас пăсмасть", — тет яланах вăл. Калитке шаплатса хупăнчĕ. Сумка йăтнă, тути-çăварне маскăпа хупланă Тракка "Дарьене" васкарĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика