24 апреля 2020 г.
Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин пĕлтернĕ тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен ячĕсемпе лартнă палăксене Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне тирпейлесе сăрлас, тавралла тĕрлĕрен чечексем лартас тапхăр пырать. — Пикшик, Шупуç, Ыхракасси, Çеçмер тата Кỹлçырма ялĕсенче фронтра вилнисен ячĕсемпе лартнă палăксене тирпей-илем кĕртме ял старостисемпе депутатсен халăха явăçтарма тăрăшмалла, — тет Валерий Юрьевич. Ыхракасси ялĕнчен иртнĕ вăрçа 55-ĕн хутшăннă: 30-шĕ ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Çеçмер ялĕпе 1941-1945 çулсенче 48 çын алла хĕç-пăшал тытнă, вĕсенчен 23-шĕ вăрçă хирĕнчен киле килсе ашшĕ-амăшне, мăшăрĕсемпе ачисене, юратнă хĕрĕсене савăнтарайман. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме Кỹлçырмаран 36 çын фронта ăсаннă, 14-шĕ телейлĕ пуласлăхшăн, хуласемпе ялсемшĕн çапăçса ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă салтаксене çĕршыв орденсемпе медальсем парса чысланă. Тĕслĕхрен, Кỹлçырма ялĕнчи Григорий Никифоров кăкăрне II-III степеньлĕ “Мухтав” орденĕ илемлетнĕ. Тепĕр тĕслĕхе те палăртмасăр хăварма çук. Çак ялти Яков Исаев та вăрçă хирĕнче çĕршыва чун-чĕререн юратнине паттăрла ĕçĕпе кăтартнă. Вăл тата комсомолецсен пуçарăвĕпе 1941 çулхи икĕ уйăх хушшинче 1,2 млн тенкĕ укçа пухса, “Комсомолец Чувашии” икĕ бронепоезд тунă çĕре хывнă. Пĕр бронепоезд çинче Яков хăй фронта тухса кайнă. Хастар комсомолец фашистсене хирĕç хăйне хĕрхенмесĕр çапăçнă. Пĕррехинче, бронепоезд тăшман ункине çаклансан, нимĕçсен аллине лекесрен хастар комсомолец хăйне хăй сирпĕтсе янă, вилмеллех аманнă... В. Петровпа В. Иванов Пикшик ялĕнчи палăк тавралла типей-илем кĕртме пуçланă та, тавралла тытнă картана сăрлаççĕ, куçа илĕртекен чечексем лартрĕç. Л. Соловьев.