24 апреля 2020 г.
Эпир сирĕнпе çулленех ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе чаплă ĕçсем тунипе историне кĕрсе юлнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун — Чăваш чĕлхин кунне — паллă тăватпăр. Тăван халăхăмăра, чăваш чĕлхине юратакансемшĕн чăн-чăн уяв вăл. Чăваш халăхен аслă вĕрентекенĕ 1992 çултанпа чăваш чĕлхин никĕсне хываканĕ, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И. Яковлев çуралнă куна Чăваш чĕлхин кунĕ тесе палăртаççĕ. Патшалăх шайĕнче паллă тăвакан йăлана кĕнĕ уявсем хушшинче Чăваш чĕлхин кунĕ уйрăм вырăн йышăнать тата вăл тăван чĕлхене пирĕн халăх, патшалăх, общество виçесĕр юратнин палли пулса тăрать. Çавна пула ĕнтĕ чăваш халăхĕн ĕмĕрхи ăс-хакăлĕ, культурăпа истори палăкĕсем çуралнă. Аслă çутта кăларакăнăмăр И. Яковлев ырми-канми тăрăшнине пула чăваш сăмахĕ шкулсен класĕсенче тата аслă шкулсен аудиторийĕсенче, театр сцени çинче, кĕнекесен тата хаçат-журнал страницисенче тивĕçлипе янăрать. Паян пирĕн пуян та сăнарлă чĕлхемĕр çĕнĕ вăй-хăват туянчĕ. Пирĕн тăван чĕлхе чи çỹллĕ трибунăсем çинчен янăрать, унран тĕлĕнеççĕ, алă çупаççĕ. Интернет сечĕ пĕтĕм тĕнчери халăха чăвашла эфира тухакан радиокăларăмсене итлеме, çĕнĕ хыпарсен ярăмĕсемпе телефильмсене пăхма, электрон кĕнекисене вулама май парать. И. Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ — хăйĕн халăхне чунтан парăннин ырă тĕслĕхĕ. Вăл вĕрентĕве çеç мар, наукăпа искусствăна аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Иван Яковлевичăн педагог тата обществăлла ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕм тĕнчипех пысăк сум çĕнсе илчĕ. Чăваш Улăпĕн кун-çулĕ И. Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушкинче тăлăх хĕрарăм кил-йышĕнче çуралнă. Пепке çуралсанах унăн амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. Вара тăлăх ачана кỹршĕри чăваш çемйи усрава илнĕ. Сакăр çула çитсен Ивана Пăрăнтăк ялне утельни хресченĕсен ачисем валли уçнă шкула вĕренме яраççĕ. Асăннă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чĕмпĕре мишавайсем (çĕр виçевçисем) вĕрентсе хатĕрлекен шкула илсе кайнă ăна. Кунтан тивĕçлĕ пĕлỹ илсе тухнă хыççăн çамрăка Чĕмпĕрпе Самара кĕпĕрнисенче çĕр виçекенре вăй хума янă. Çак ĕçре тăватă çул ĕçленĕ вăл. Ку хушăра Йăван ĕç халăхĕн асаплă, тертлĕ те нушаллă, хĕн-хурлă та тĕттĕм пурнăçне питĕ тĕплĕн пĕлсе çитнĕ. Унăн тăван халăхне çутта тухма пулăшас хĕрỹ туйăм çуралать. Пуçĕнче çакăн пек шухăш тĕвĕленет: ытти халăхсен çырулăхĕ пур пулсан, мĕншĕн-ха ман йăхăн çырулăхĕ, тăван чĕлхепе çырнă кĕнекисем çук? Вăл вара хăй умне çакăн пек тĕллев лартать: чăваш халăхне вуламалли тата çырмалли майсем туса памалла. Ун пек тăвас тесен Чĕмпĕре куçмалла. Унта гимнази пур, çавăнта вĕренме кĕмелле. 19 çула çитнĕ çамрăк хăй тĕллĕн хатĕрленсе Чĕмпĕр гимназийĕн пиллĕкмĕш класне вĕренме кĕрет. Пĕлỹ илнипе пĕрлех тăранса пурăнмалăх тата вĕреннишĕн тỹлемелĕх укçа-тенкĕ тупас тесе хулари пуян çын ачисене хутла вĕрентме кĕрĕшет. Çапла нушалансах вăл гимназирен ылтăн медальпе вĕренсе тухать. Гимназире вĕреннĕ вăхăтрах, 1868 çулта, уйрăм çын шкулĕ уçса хăй тĕллевне пурнăçлама тытăнать. Чăваш ялĕсенчен 4-5 ачана илсе хутла вĕрентме пуçлать, вĕсене хулари шкулсене вĕренме кĕме пулăшать. Çакăн хыççăн И. Яковлев патне вĕренме чăваш ачисем пырсах тăма пуçлаççĕ. Çав тапхăрта тăван халăхăн пысăк пайĕ киремет тĕнне ĕненсе пурăннă. Хамăр тăрăхра чиркỹсем чылай туса лартнă пулин те, вĕсенче ытларах чухне вырăс пачăшкисем ĕçленĕ, кĕлĕсене вырăсла вуланă. Халăх вара хутла пĕлмен, вырăсла ăнланман. Çавна пула тутар ялĕсемпе юнашар вырнаçнă чăваш ялĕсем ислам тĕнне йышăнма пуçланă. Çакă вара тутарланас юхăм вăйланассине пĕлтернĕ. Кун пек пулсан вара чăваш этносĕ пĕтсе ларма та пултарнă. Кăна И. Яковлев питĕ аван ăнланнă: чиркỹре тăван чĕлхепе кĕлĕ тумалла, чăвашсене Христос тĕнĕ тавра çавăрмалла, чăваш ачисем валли шкулсем уçмалла, чăваш çырулăхне туса хумалла, тĕн литературине чăвашла куçармалла, чăваш учителĕсене хатĕрлемелле. Анчах çакна тума çырулăх кирлĕ. Чăвашла букварь кун çути курать 1870 çулта И. Яковлев Хусан университетне вĕренме кĕрет. Вăл уçса хăварнă шкула пăхса тăрассине И. Ульянов хăй çине илет. Аслă шкулта пĕлỹ илнĕ вăхăтрах И. Яковлев чăваш çырулăхне пуçарса ярас ĕмĕте те пурнăçа кĕртет. Чăваш чĕлхин сасă уйрăмлăхĕсене тĕплĕн сăнаса тухнă хыççăн юлташĕсем пулăшнипе Н. Золотницкий опычĕ çине таянса (вăл чăвашсен пĕрремĕш букварĕн авторĕ), Н. Ильминский вырăс профессорĕ хавхалантарнипе чăваш алфавитне йĕркелесе çитерет. Ăна тума вăл вырăс алфавитĕнчен 17 сас палли илет, вĕсен çумне çĕнĕрен шухăшласа кăларнă 8 сас палли хушать. Асăннă алфавитпа усă курса И. Яковлев чăвашла букварь пичетлесе кăларать. Часах вăл пур шкула та çитет. Ачасем ун тăрăх тăван чĕлхепе вулама, çырма, вĕренме тытăнаççĕ. Литература ĕçне тытăнни Çак çулсенчех И. Яковлев литература ĕçне тытăнать. Шкулта вĕрентмелли кĕнекесем кăларать, халăх юрри-сăввисене, юмах-халапĕсене пухать, ача-пăча валли кĕске калавсем çырать, вырăсларан чăвашла куçарать. Унăн калавĕсем ачасене ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, тавçăруллă пулма вĕрентеççĕ, пурнăç пурăнма ăс параççĕ. 1875 çулта Хусан университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн И. Яковлевăн чăваш халăхне çутта кăларас, ачасене хут вĕрентес, халăх хушшинче усăллă пĕлỹ сарас ĕçпе çыхăнса тăнă. Çав çулах ăна Хусан вĕрентỹ округĕнчи чăваш шкулĕсене пăхса тăракан инспектор тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕн инспекторĕ туса хураççĕ. Хăй уçнă шкултах пурăнать. Округри чăваш шкулĕсене пăхса тăракан инспекторта И. Яковлев 1903 çулччен тăрăшнă. Вăл тапхăрта Иван Яковлевич Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен учительсем хатĕрлекен шкул туса хурать, çак шкул çумĕнче хĕрарăмсен уйрăмне йĕркелет, сăнавлă пуçламăш шкул ĕçлеттерсе ярать. Интернат пек шутланакан çак вĕренỹ учрежденийĕ Раççейри чи лайăх шкулсен шутне кĕрет. Кунта чăваш ялĕнчи йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса пурăннă: ял çыннисем пек тумланса çỹренĕ, хăйсене пĕтĕмĕшпех хăй тĕллĕнлĕхпе тытса тăнă. Каярах шкул ферминче уй-хир ĕçĕн, выльăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç, улма-çырла тата хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçĕн малта пыракан чи лайăх меслечĕсене хăнăхнă. Хĕрарăмсен уйрăмĕнче вĕренекенсене ал ĕçĕ тума, кĕпе тумтир касса çĕлеме хăнăхтарнă. Шкулăн усă куракан çĕр лаптăкĕ 300 гектара çитнĕ. Сад уçнă, питомник чĕртнĕ, лаша вити тата 40 ĕне усрамалăх вите çĕкленĕ, ытти хуралтăсем тунă. Яковлев шкулĕнче ачасене эстетика тĕлĕшĕнчен воспитани парасси паллă вырăн йышăннă. Ачасене юрлама, сĕрме купăс калама вĕрентнĕ. Арçынсемпе хĕрарăмсен хорĕсем, хутăш хор тата хĕлĕхлĕ, вĕрсе каламалли инструментсен, симфони оркестрĕсем ырă ят илнĕ. Вĕсене таврара аван пĕлнĕ. Шкулта изостудипе фотостуди те, театр уйрăмĕ те лайăх ĕçленĕ. Вĕренекенсем опера та лартма пултарнă. Хăйне пулăшакансемпе пĕрле И. Яковлев вĕренỹ кĕнекисем кăларас, илемлĕ литература, истори, медицина, ял хуçалăх, çут çанталăк, меслетлĕх, музыка литературине чăвашла куçарас тĕлĕшпе çав тери нумай ĕçленĕ. Вăл хутшăннипе тата тăрăшнипе Евангелие (Çĕнĕ Сăмаха), турă саккунне, псалтыре тата ытти чылай тĕн кĕнекине чăвашла куçарнă. Пурĕ вăл 100 ытла кĕнекепе брошюрăна кăларма вăй çитернĕ. Кунта М. Федоровăн "Арçурине", К. Ивановăн "Нарспине", Н. Шупуççыннин "Янтрак янтравĕпе" ытти хайлавне пуçласа пичетлесе кăларнă. Чĕмпĕр шкулĕнче пулас çыравçăсем Трубина Мархви, С. Лашман, Н. Патман, ыттисем унтах вĕреннĕ. Кунта чăвашсен малтанхи композиторĕсем Ф. Павлов, С. Максимов, Г. Лисков, музыка тĕпчевçи В. Пазухин, чăваш театрне тата киноне йĕркелекенĕ И. Максимов _Кошкинский драматург-режиссер, математиксемпе паллă педагогсем Н. Охотниковпа П. Миронов, этнограф тата историк М. Петров, Т. Матвеевпа Ф. Тимофеев чĕлхеçĕсем тата ыттисем ỹссе çитĕннĕ. И. Яковлев пек Улăп-çын — чăн-чăн арăслан — чăваш историйĕнче пулман та. Эпир унпа мухтанатпăр, Аслă Вĕрентекенĕмĕр тесе калатпăр. Вăл çуралнă куна çĕршыври мĕн пур чăваш "Чăваш чĕлхи кунĕ" тесе уявлать. Ĕлĕкхи чăваш Яковлева ĕненнĕ тата шаннă. Чăваш çынни Чĕмпĕре çак ăслă çын пурне те татса пама пултарать тесе хăйĕн хуйхи-суйхипе, ыйтăвĕ-шухăшĕпе, кăмăл-туйăмĕпе ăнтăлнă. Вĕсен ыйтăвĕсене вара шут илсе тивĕçлипе татса пама тăрăшнă Вĕрентекенĕмĕр. Хăй уçнă шкулта пин ытла учитель вĕрентсе кăларнă, лешсем тăван ялĕсене таврăнсан 400 ытла шкул йĕркеленĕ, вĕсенче 30 пине яхăн ача вĕренсе пĕлỹ пухнă. Вăл тунă ĕçсене Раççей империйĕн юлашки виçĕ патши те, Ленин та, хамăр тата ют çĕршыври ăсчахсем аван пĕлнĕ, ырланă. Çавăнпа та эпир паян И. Яковлева чăваш культурин аслашшĕ, Улăп чĕреллĕ çын тетпĕр. Малашне те тăван халăх манмĕ хăйне букварь тыттарнă çын ятне. Çакна эпĕ çирĕп шанса тăратăп. И. Яковлев чăваш халăхне панă халал Пирĕн умăрта И. Яковлев чăваш халăхне пехиллесе хăварнă Чун хавалĕ. Унти кашни сăмах чĕрене пырса тивет, кашни сăмахра ăруташсен шăпишĕн хыпса çуннă Ăсчахăмăрăн канăçсăр чĕри таппине туятăн. Асăннă халал чăваш халăхне чунтан юратнине, унран хаклине урăх никама та курманнине пĕлтерет ку. Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала — пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненỹ этеммĕн ăсне, кăмăлне çунатлăлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать. Турра ĕненсе пурăнсан, пурнăç хытти этемшĕн хăрушă мар. Вырăс халăхĕ пит пысăк халăх. Вăл ырă кăмăллă, ăслă: эсир ăна итлĕр, юратса пурăнăр. Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене калам тата. Астуса тăрăр! Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла; вĕсене ăçтан та пулин катаран пулăшу килĕ-ха тесе тăмалла мар. Ху чĕлхỹне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл; аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхỹне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать. Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çỹресрен, харкашасран аякка тăрăр. Çăлаканăн аслă сăмахне асра тытăр. Вăл каланă: хăвăр тăшманăрсене те юратăр, тенĕ. Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă — çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Çỹлти аслă Турă умне кайма хатĕрленсе, сире каласа хăварас сăмахăм манăн мĕн пурĕ те çакă ĕнтĕ. Пурăнан пурнăçăрта сире пурсăра та Турă сыхласа, упраса усратăр. Ю. Борисов.