24 апреля 2020 г.
Коронавирус инфекцийĕ тĕнчипех сарăлса пыни пирĕн çĕршыври тата республикăри пĕтĕм ỹсĕмри çынсен пурнăç йĕркине улăштарчĕ. Çав шутра, паллах, çамрăксенне те. Халĕ шкул ачисем те, студентсем те дистанци мелĕпе вĕренеççĕ. Преподавательсем те килĕнченех ĕçлеççĕ, дистанци технологийĕсемпе усă кураççĕ. Çак тапхăрта студентсемпе преподавательсем тĕрлĕ платформăна тĕрĕслесе пăхаççĕ: электронлă почтăран пуçласа хăйсен сайчĕсен мессенджерĕсем, вĕренỹ пысăк порталĕсем таранах. Аслă шкулсем малтанах палăртса хунă мероприятисене улăштармаççĕ, вĕсене онлайн мелĕпе ирттереççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен вăхăтне каярах куçарнине пула аслă шкулсен те хăйсен планĕсене улăштарма тивет. Раççей наукăпа аслă пĕлỹ министрĕ В. Фальков абитуриентсен аслă шкулсене заявленисене онлайн-технологисемпе усă курса пама тивессине пĕл-тернĕ. Документсене дистанци мелĕпе аслă шкулсем малтан та йышăннă-ха, çапах пурте мар. Раççейре вĕренме кĕмелли кампани вăхăтне те палăртнă. 2020 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ _ абитуриентсен бюджет вырăнĕсене документсем памалли юлашки кун. Вĕренме йышăнакан пĕрремĕш тапхăр çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче, иккĕмĕшĕ çурлан 24-мĕшĕнче иртĕ. Раççей наукăпа аслă пĕлỹ министерствинче авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕм студент вĕренме пуçласса шанаççĕ. Чăваш Енре волонтерсем аслă ỹсĕмри тата чирлĕ çынсене пулăшаççĕ: апат-çимĕç, эмел туянса пырса параççĕ. Вĕсен йышĕнче студентсем уйрăмах йышлă. Пĕтĕм тĕнчери авиаçыхăнăва коронавирус пандемине чарса лартнăран Çĕнĕ Шупашкарти пĕр çемье, тăватă çынран тăраканскер, Бангкокрах юлнă. Вĕсен тăван тăрăха таврăнма майсем те, укçи-тенки те пулман. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев ентешсене Таиландран "Бангкок-Хусан" рейспа илсе килме калаçса татăлнă: çак рейспа Тутарстан влаçĕсем хăйсен гражданĕсене чикĕ леш енчен илсе килнĕ. Çапла Çĕнĕ Шупашкар çыннисем иртнĕ эрнере Хусана вĕçсе килнĕ. Олег Алексеевич çавăн пекех 40 çĕршывра 200 ытла ентеш юлнине пĕлтернĕ. Вĕсене тăван тăрăха илсе килме тăрăшнине палăртнă.