АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем кĕртеççĕ

21 апреля 2020 г.

Тирпей-илем кĕртеççĕ

 Майăн 9-мĕшĕ — Аслă Çĕнтерỹ кунĕ çывхарать. Асăннă праçник пире кашниех иртнĕ тапхăра аса илме хистет. Ку уяв пирĕн халăхăн историйĕнче питех те паллă вырăн йышăнать. Аслă Çĕнтерỹ уявĕ кашнин килне кĕрет тата мĕн пур ăрăва пĕтĕçтерет. Тĕп уява хатĕрленсе райцентрти Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Монумент патĕнче асăну плитисем çирĕплетес ĕçсем пыраççĕ. Вĕсем унта пĕтĕмпе вуннă пулмалла. Плитасем çине Трак енрен иртнĕ вăрçа хутшăннисен, пуç хунисен, орденсене тивĕçнисен хисепне кăтартнă, вăл шутра — ял тăрăхĕсенчен те ветерансене палăртаççĕ. Хаяр вăрçа пирĕн тăрăхран 6030 çын хутшăннă, 2162-шĕ тăван киле каялла таврăнайман. Монумент патĕнче ку ĕçсем епле пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов паллашнă. Александр Николаевич çак паллă кун тĕлне ял тăрăхĕсенчи Аслă Çĕнтерỹпе çыхăннă мĕн пур палăксемпе обелисксене юсама, вĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртме хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика