21 апреля 2020 г.
Ялти “Новая” (“Çĕнĕ”) урама çитсе курар-ха. Анатран тăвалла улăхар-ха. Çурчĕсем пỹрнесем çине хурса шутламалăх пулсан та, пĕри те тепри илемпе туртать. Уй хĕрринчи Владик Белов, акă, ỹркенмесĕр, тар тăксах çĕнĕ, хăтлă çурт çĕклесе лартнă. Вадим Белов, Григорий Фомин, Андрей Антонов, Виталий Тимофеев, Петр Яковлев, Лина Архипова çурт-йĕрне юсаса çĕнетсех тăраççĕ. — Тимлĕх куç шăрши пекех хаклă. Урамри çул-йĕре тикĕслесе тăрасси те тимлĕхех, — тет Владимир Александров фермер-механизатор. — Пирĕн пысăк мар урам яланах лайăххисен шутĕнче пултăр. Ытахальтен каламасть çак сăмахсене кил хуçи. Акă, пĕр-икĕ çул каялла хăйĕн “Т-40” маркăллă тракторĕпе усă курса урамри лакăм-тĕкĕме тикĕслесе вак кирпĕч сарса тухрĕ. Тата çул кукринчи çăкасемпе кедрсем лартнă лапама та çỹп-çапран тасатма хутшăнать. В. Александровăн амăшĕ, Маруç акка, хут çинче Мария Александрова, 1938 çулта çуралнă. Унăн ашшĕ, Иван Александров, 1915 çулта кун çути курнă. Шел, 1941 çулхи юпа уйăхĕнче вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалнă. Анна акка (хут çинче Анна Петрова) икĕ хĕр пĕрчипе тăрса юлнă. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çывхарнă май, паллах, Çĕнтерĕве çывхартма тылра вăй хуракансем те самай пулăшу кỹнĕ. Йывăр тапхăрта ача-пăча аслисемпе пĕрле ĕçленĕ. Чăваш Енре “Вăрçă ачисем çинчен” калакан саккуна йышăннипе кăмăллă эпĕ, — хăй шухăшне пытармасть Маруç акка. — Кăштах çăмăллăхпа тивĕçтерни кирлех. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти сысна ферминче ĕçленĕ вăл. Яланах хисеплисен йышĕнче пулнă. Вова ывăлĕпе, Ирина кинĕпе, мăнукĕсемпе хĕпĕртет тата мухтанать ватă. — Спаççипах ачасене. Мана манмаççĕ, тулли кăмăлпа пăхаççĕ, — тет йăл кулăпа вăл. — Вăрçă ачисем вĕт эпир.
Г. Ефимов.