17 апреля 2020 г.
Ман мăшăрăн кукаçийĕ Василий Мефодьевич Мефодьев 1907 çулхи ака уйăхĕнче Супар ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Василий Мефодьевичăн мăшăрĕ Серафима Федоровна пулнă. Вăрçă пуçланнă çул вĕсен çемйинче ултă ача çитĕннĕ: Ольга, Меланья, Римма, Роза, Валера тата Нина пулнă. Ачисем пĕринчен тепри пĕчĕккĕ. Чи кĕçĕнни икĕ çулта çеç пулнă. Василий Мефодьевича 1943 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче вăрçа тухса кайма алла повестка параççĕ. Çемйипе, мăшăрĕпе, ачи-пăчипе, ял-йышпа сывпуллашса вăрçа тухса каять. Çапла, хĕрарăм пĕччен чылай ачипе тăрса юлать. Куçпа виçсе курăнман вăрăм та ĕмĕтленмен çул Василий Мефодьевичăн Красноармейски çар комиссариатĕнчен пуçланать. 102-мĕш стрелковăй полкра, 41-мĕш стрелковăй дивизинче, 69-мĕш арминче, пĕрремĕш Белорусси фронтĕнче пулнă. Унăн вăрçă уй-хирĕсене, ялсемпе хуласене кирза атăпа сахал мар утма тивет. Тăшманпа кĕрешесси Красноармейскинчен призыв пулнисен, январĕн 17-мĕшĕнче Воронеж патĕнче инçех мар вырнаçнă Кшенск ялĕнчен пуçланнă. Шупашкар, Хусан, Саранск, Пенза, Харьковра нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçланса 17-мĕшччен пулать. Украина, Винница, Польша, Познань, Бранденбург çĕрĕ таран çитет. Берлина илесси те нумай юлмасть. Василий Мефодьевич наградăна тивĕçет. Мĕнле илнĕ-ха çав пĕрремĕш наградăна Василий Мефодьевич? 1944 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче Çурçĕр Хĕвеланăçри Зай юхан шывĕ хĕрринчи Чебанка ялĕ патĕнче çапăçура тăшмансен траншейине пĕрремĕш ыткăнса кĕрсе нимĕç салтакĕсене вĕлерсе алăпа пемелли пулемета тытса илет. Çакăншăн ăна lll степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăлаççĕ. Тепĕр наградине Германири, Бранденбург провинцинчи, Грассшаудн ялне тăшмансенчен траншейăсене тасатнă чухне хăй автомачĕпе тата гранатăпа 9 нимĕçе вĕлернĕ, 5-шне тыткăна илнĕ. Унсăр пуçне 3 пулемет, 9 винтовка туртса илнĕ. Василий Мефодьевич Мефодьева паттăрлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршывăн вăрçин I степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Анчах та ку наградăна ăна пама ĕлкĕреймен. Наградăна пани çинчен 1945 çулхи майăн 17-мĕшĕнче кăна приказ тухнă. Апрелĕн 27-мĕшĕнче “Юлашки çапăçура Тăван çĕршывшăн паттăррăн çапăçса пуçне хунă” тесе награда хучĕ çине 1945 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче унăн командирĕ Дудик подполковник çырса хунă. 1945 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ татăлнă. Малтан ăна Бранденбургри Гейншмар çăви çине пытарнă, каярахпа Лебус хулинчи масар çине паттăрсен вил тăприйĕ çинче канлĕх тупнă. Эпир унăн паттăрлăхне нихăçан та манмастпăр. СССР салтакĕсемпе тылри халăх пĕрле пĕр шутлă пулнă пирки кăна эпир фашизмран тасалтăмăр. Тĕплĕнрех каласан фашистсем çĕнтернĕ пулсан мĕн курнă пулăттăмăр-ши эпир? Чăвашсене, вырăссене тата ун чухнехи СССР çыннисене пула хальхи пурнăçпа савăнса пурăнатпăр. Çакна эпир нихçан та манмастпăр тата пирĕн ачасем те ан манччăр тесе шутлатпăр. 75 çулхи Çĕнтерỹ кунне тĕнчери нумай çĕршыв уявлать. Эпир сире — ветерансене, тылра ĕçленĕ çынсене, вĕсен мăнукĕсемпе ачисене — пурне те çывхарса килекен Çĕнтерỹ кунĕпе “Ял пурнăçĕ” хаçат урлă саламлатпăр, сывлăх сунатпăр.
Р. Яковлева.