17 апреля 2020 г.
“Театр искусствин хăватне виçме виçе çук. Унăн тăршшĕ те, йывăрăшĕ те çук. Ун тутине чĕлхе çине хурса пĕлейместĕн. Ăна чĕрепе те чунпа кăна туйса илме пулать”, — çапла каланă К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертỹçи, СССР халăх артисчĕ В. Яковлев хăйĕн çинчен çырнă “Моя жизнь — театр. Пурнăçăм — театр” альбом кĕнекере. Çак ĕç нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Г. Кириллов пухса хатĕрленĕ. Çĕнĕ кĕнекене хăйĕн пурнăçне театрпа çыхăнтарнă В. Яковлев 80 çула çитнине халалласа пичетленĕ. Унта режиссерăн пурнăçĕпе пултарулăхĕн тĕрлĕ тапхăрĕ сăнланнă. “Çак кĕнеке — чăваш театр историйĕн пĕр пайĕ. Пирĕн шухăшпа, çакă — чи ăнăçлă тапхăр, — пĕтĕмлетнĕ Валерий Николаевич Яковлев. — Юпаллă театра яланах туссем килнĕ. Паян та çаплах. Чăваш драма театрĕ çинчен кĕнеке йышлах тухман. Унăн кун-çулĕ çинчен çырса кăтартни — халăх ăсĕ, шанчăкĕ, малашлăх валли. Нумаях пулмасть Игнатий Молотовăн мемуарне вуласа тухрăм. Капла та пĕлетĕп ман умри ăрусен театрти пурнăçне. Халĕ пушшех эпир ырлăхра ĕçленине çирĕплетсе калас килет. Кашни вăхăтăн — хăйĕн йывăрлăхĕ, савăнăçĕ. Çак тапхăрсене сăнлакан кĕнекесем, журналистсем çырса-каласа-кăтартса хăварнă ĕçсем ĕмĕрлĕхе юлаççĕ. Асатте тирпейлĕхе вĕрентнĕ те эпĕ ксерокописене кăларса пăрахман. Тытса пăхрăм та — кĕнеке алла пĕçертмест, ăшăтать. Чăнах, “пурнăçăм — театр” теме пултаратăп. Ан тив, парăнса ĕçлекен ытти çыншăн та çавнашкал пултăр”. Çĕнĕ кĕнекепе вулавăшсенче паллашма пулать.