17 апреля 2020 г.
Трак тăрăхĕнче коронавирус инфекцийĕ ан сарăлтăр тесе райадминистраци сотрудникĕсенчен, Чăваш Енĕн Çĕрпỹ районĕнчи çын ăнăçлăхĕн тата потребительсен правине хỹтĕлекен сферăри надзорăн федераци службин управленийĕн территори уйрăмĕн специалисчĕсенчен, РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчен “Цивильский” уйрăмĕн районти пайĕн сотрудникĕсенчен йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăн пĕрлехи рейдсене малалла йĕркелет. Иртнĕ кунсенче асăннă ушкăн район центрĕнче çынсем çак тапхăрта хăйсене уйрăм тытмалли йĕркесене еплерех пăхăннине тĕрĕсленĕ, суту-илỹ точкисене çитсе курнă. Ку йышши ушкăнсене ял тăрăхĕсенче те йĕркеленĕ, унта ял администрацийĕн, вырăнти активăн ĕçченĕсем, ФАП фельдшерĕсем кĕнĕ. Çак тапхăрта мобильлĕ ушкăнсем 137 çынпа уйрăм калаçу йĕркеленĕ, памяткăсем панă. Паян, тĕпрен илсен, районта пурăнакансем лавккасене апат-çимĕç, аптекăсене эмельсем туянма çỹреççĕ. Кунсăр пуçне асăннă ушкăн обществăлла апатлану, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен, суту-илỹ предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет. Пĕтĕмпе обществăлла апатланăвăн — 7, промышленность таварĕсемпе суту-илỹ тăвакан — 27, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен 13 объекта хупнă. Паянхи куна Трак енре коронавирус инфекцийĕ лекнĕ çынна тупса палăртман.