17 апреля 2020 г.
Ман шутпа, çын хакĕ ăна мухтаса е ырласа, паллах, çуллă сăмахсемпе хăпартлантарнинче çителĕксĕртерех тесшĕн эпĕ. Тĕрĕссипе, чун-чĕре ăшшипех хаклать, хисеплет пулсан, “хисеплĕ” çыннăмăра çав çын уншăн хăть хăçан та çума-çумăн юнашар утма, алă тăсса пама хатĕрех... Каçарăр та, ватăлсан тата та, юлашки çула ăсатма пуçтарăнсан та вăхăт тупатех тата вăхăчĕ тупăнатех... Çак ырми, канăçсăр шухăшсемпе сĕтел хушшине вырнаçрăм эпĕ. Хам ума ĕлĕкрех тухнă "Трак ен çыравçисем" ятлă сенкер папкăна уçса çыравçăсен ят-хушамачĕсене вуларăм. Ара, манăн Кĕçĕн Шетмĕ салинче 1933 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче çĕр çине килнĕ Михаил Тимофеевич Тимофеева-Шетмĕ Михалине шыраса тупмалла... Шел, сумлă çыравçă, вăрçă ачи, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (1990 ç.) пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, 87 çул тултараймарĕ. 89 яла пĕр чăмăра пĕтĕçтерекен Трак тăрăхĕ мĕн ĕлĕкренех пултарулăх çыннисемпе палăрса, шавласа-кĕрлесе тăнă тесе калас килет манăн. Çав йышра уйрăмах Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕн таврашĕнчи ялсенче, сăмахран, Кĕçĕн Шетмĕре ырă пулăмсем чылай. Эпĕ райхаçатăн 2003 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче (76-77 №) тухнă "Чĕре çуначĕ" статья тавра сыпăнтарасшăн хам сăмахăма. — Пурнăç тути-масине: пылаккине те, йỹççине те пайтах астивнĕ эпĕ. Саккăртах аттерен юлтăм, 13 çулта чухне анне çĕре кĕчĕ. Пурнăç йывăрриех те пуль сăвă тĕнчипе çывăхлатрĕ мана. Чĕре çуначĕ пулчĕ ку маншăн, — аса илнĕ Шетмĕ Михали хăй 70 çул тултарнă май. — Сăвă çырас кăмăл-туртăм вун пĕр çултах вăранчĕ манра. Шетмĕ Михалин пĕрремĕш сăвви "Шурă хурăн" ятпа 1956 çулта "Коммунизм çулĕпе" хаçатра пичетленнĕ. 2001 çулта поэтăн Çĕрпỹ типографийĕнче "Асамлă çăлкуç" ятпа сăввисен кĕнеки кун çути курнă. Тăван çĕршыва, ачалăхпа çамрăклăха ытарлăн, пуян чĕлхепе, чун-чĕрене вăратмалли тата куççулĕ пăчăртатса тухмалла çырăннă, вăраннă çав ентешĕмĕрĕн манăçми сăввисенчи йĕркесем... Чăнах та, пултарулăх лаççи çав тери техĕмлĕ, вĕçĕ-хĕрсĕр тарăн шухăшлă, малашлăхлă çунса, кăварланса тăнă çав Шетмĕ Михалин. Ахальтен мар ĕнтĕ “Çырма ларсан чĕре çунать, ĕнте-ĕнте илет хĕлхем” сăнарлать сăвăç пĕр сăвăра... Поэзи пуçланнипе хавхаланать вăл, ярса илнĕ шухăша малалла илемлĕн шăрçалать. Николай Янгер, Çемен Эреш, Клавдия Васильева-Ту кайăкĕ тата ЧР халăх поэчĕ Юрий Сементер ентешĕн сăввисемпе ялан юнашар, вĕсем паянхи çамрăк ăрушăн янравлă, мухтавлă тата хаклă. Районти Н. Янкас премийĕн лауреачĕ Н. Ершов-Янгер сăвăç калашле:
Вăрлăхĕ пулать те —
Сăвăрать али...
Пулнă, пур, пулать те
Шетмĕ Михали!
Г. Ефимов.