АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕ çỹçлисем — хĕвел ачисем

17 апреля 2020 г.

Хĕрлĕ çỹçе курсан никам та лăпкăн иртсе каяймĕ, ара, сайра тĕл пулатăн тата мĕн шухăшлă çынсем вĕсем? Шик те çуралать кун пек чух, тĕлĕнỹ те, турă ĕç-хĕлне те тишкерме, пахалама манмастăн. Кам кулать те пулĕ вĕсенчен, кам тĕнчене тав тăвать ĕнтĕ. Еплерех хăйсене, хĕрлĕ çỹçлисене? Авалтан “вĕсенче ылтăн кăмăл пурăнать” тенĕ, “тыр-пул та ăнать” — мĕн. Ун пеккисемпе турра парне панă хăш-пĕр çĕрсенче, тырă тухăçне ỹстерме имĕш, ылтăн тырă пуçтарма. Ĕлĕкхи Римра чиркỹсенче хĕрлĕ çỹçлисем кăна ĕçленĕ — çỹлтен вĕсене янă тесе Персипе Византийăра хна сăррипе çỹçсене сăрланă, пуян арçынсене çывăхлатма шутланă. Хĕрлĕ çỹç çемье тăнăçлăхĕн палли пулни те паллă паян. Хĕрлĕ кушак та ăнăçу илсе килет тенĕ, хĕрлĕ пулăсем — пуянлăх. Европа вара асăрханса йышăннă “хĕрлисене” (“рыжий да красный — человек” опасный”). Авалхи Русь çыннисем çула тухакана “хĕрлĕ çỹçрен хăтар ăна” тесе ăсатнă. Инкек-синкек ан пултăрччĕ, тенĕ. Пĕр-ремĕш Петĕр патша хĕрлĕ пуçсене политикăна кĕртмен, свидетель пулма та чарнă (сулахай алăпа çыракан-ĕçлекенсене те, мĕскĕн-чухăнсене те, ухсах-чăлахсене те). “С рыжим дружбу не води” саккун пулнă. Паян хĕрлĕ çỹçлисен пĕрлĕхĕ те пур. Вĕсем тĕнчипех сарăлнă, Раççейре те çук мар. Калаçу, тĕл пулу, курав ирттереççĕ, кĕнекесем кăлараççĕ, интернет-сайта тухаççĕ, фестиваль-конкурссем ирттереççĕ. Мĕн тĕллевпе? Хăйсенчен хăрушлăха сирме, сыхланма. Наука çирĕплетнĕ тăрăх, хĕрлĕ çỹçĕн сăлтавĕ пур, вăл — ген. Шотландире ку тĕс 40 процент йышăнать. Çак паллă темиçе йăх урлă та сиксе тухма пултарать. Бельги, Франци, Испани те хĕрлĕ çỹçсемсĕр мар. Ку йышшисем Италипе Германире, Алжирпа Мароккора та палăрнă. “Русь” сăмах та вĕсенченех пуçланни пирки калани пур. Латинла сăмах “руссус” — “один из рыжих” тени пулать иккен. Поэзире те тупма пулать çак каларăша. Медицина палăртнипе хĕрлĕ çỹçлисен хăйсен чирĕсем те пур: япаласен ылмашăвĕ те урăх иккен. Стрессра ỹчĕ хăвăрт хĕрелет, питре те. Капиллярсен тытăмĕ çапла — мĕн вĕсем. Характерĕ те хĕрлисен харсăр. Юлий Цезарь çаплисене çара йышăнма суйланă та. Ятарласа вĕсене хăй тĕрĕсленĕ. “Хăвăрт хĕрелет пулсан, мĕн тумаллине хăвăрт шутласа тупать”, тенĕ. “Паянхи кун хĕрлĕ çỹçлисем сахал çурални паллă”, — теççĕ журналистсем. Çухалма та пултараççĕ-мĕн. Планетипе те икĕ процент кăна юлнă — тĕрлĕ тĕслисем çемье çавăрнин те тỹпе пур иккен кунта (смешанные браки). Тĕнче тĕрлĕ тĕслĕ пулнипе хитре, илемлĕ. Кăмăлсем, тавра курăм та тĕрлĕрен пулмалла эппин. Хĕвел ачисем те унта хăйсем майлă пурăнччăр, вут-хĕмне пире парнелесе, нумайăшĕ пек мар пулин те. Асăрхăр-ха, аса илĕр-ха — епле ырă çынсем вĕсем, хĕрлĕ çỹçлисем. Пултаруллă, хастар та çынлăхлă. Хисеп тăвар, ырăпа йышăнар çулăм ачисене. В. Рудникова. Тёпёр: тёпёр тёвар-и??? Г? Тусли?

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика