АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă шăранать…

17 апреля 2020 г.

Кăçал нарăс уйăхĕн сивви пит-куçа çатăр! чĕпĕтеймерĕ. Яла икке пайлакан çырма хĕрринчи йывăç çуртра илемлĕ юрă сасси илтĕнет. Туй, туй тăвар-и, Тăпăр, тăпăр тăвар-и... Арçынпа хĕрарăм хĕремесленсех хуçаççĕ юрра... Кам авланать? Кам качча каять? Паллах, хут купăссăрах шавлать туй. Параппан сасси те пăчланнă. Ун вырăнне тĕреклĕ çан-çурăмлă Микка, пĕр аллине питлĕх тытнăскер, сылтăммипе кусарпа тĕвет çеç çак тимĕр листине. Хаппа! Яра пар, Укахви, Ан пулах ман хăраххи... Вĕрсе хăпартнă хăмпу евĕр Укахви питлĕх кĕввипе лутака арçын тавра вăраххăн çаврăнать çеç. Ăна хапăл тусах пуль тепĕр чăмăркка хĕрарăмĕ кисĕп евĕр сарлака аллисене ăмăртмаллах хускатать. Çав вăхăтрах такмакласа та илет: Тăхлач пултăр Укахви, Эп тепĕр тăхлач Сухви... Кăштахран питлĕх шăпланчĕ. Ултă теçетке тултарнă Микка сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Хайхи Сухви те старикки çумне тĕршĕнчĕ. Кĕçĕр ывăлне авлантараççĕ иккен. Хĕрĕх урлă сулăннă Леонтий Укахви хĕрне çураçать. Хĕр-упраçĕ Тарье ятлă. Пĕр çулхисемех. Шкула та пĕрле çỹренĕ. Шел, вăхăтра качча каяйман. Алли-ури те çыпăçуллă. Ĕçчен çав тери. Каччи таврашĕ çук-ха. Ку таранччен куç хывни те тупăнман. Пĕртен-пĕр хĕр вăл амăшĕн. Вĕлтрен çинче тупăннă теççĕ мар-и Тарьене. Пĕр кун, шăматкун каçхине, Микка мунчинче шăпăртатрĕç хĕрарăмсем. Кил хуçи маларах çăвăнса тухнăччĕ. — Сухви, ывăлу ватăлсах пырать. Алла туя тытиччен авлантарар мар-и ăна? Хамăр кукăрăлсах пыратпăр-иç, — сăмах тĕшшине сỹтрĕ Укахви. — Кĕçĕрех... Çапла, мунчари калаçăва упăшки хăлхине çитерчĕ арăмĕ. Сухви çураçать, хĕр-упраçĕ те турткаланмасть-мĕн. Ку хыпара Леонтий ывăлĕн хăлхине те кĕртрĕ амăшĕ. Анчах та хăюсăрскере хăпартланма кăштах хаярри кирлĕ. Çураçнă, килĕшнĕ. Ялти пысăках мар кил-çурт шăв-шавпа тулнă. Мунча шăрши кунта та сарăлнă. Сĕтел апат-çимĕçрен туп-тулли. Урисем те тайăлнă. Сĕтел хушшинче вара хĕрĕх урлă каçнă икĕ çамрăк, кăмăллăскерсем çуталса лараççĕ. Вĕсенчен те çутăрах, капăртарах çи-пуçпа чăп-чăмăр Укахви пăркаланать. Хĕрарăм питлĕх çапса тăпăр-тăпăр тăвакан лутака арçынпа аллисене хире-хирĕç çапсах: Эх, хăта Микка пур, Хăйне чее тет-ха мур. Манăн кĕрỹ Леонти Хастар çынах, якăлти, — тесе çине тăрсах янраттарать. Сĕтел хушшинчисем кăмăллă иккен. Хире-хирĕç шăтарасла пăхсах йăл кулаççĕ. Леонтин тăрăхла сăн-пичĕ, кăштах хунипе, палан çырли пекех хĕрелнĕ. Çума-çумăн вырнаçнă Тарьене çупăрласах тимлĕн сăнать. "Тинех пĕрле пултăмăр", — тет пулмалла. — Пĕрле пулмаллах... Пире те, ватăраххисене, мăнуксен ытамĕ кирлĕ. Тата манăн та, Микка хăтапа Сухви тăхлачăн та, пуçра çав шухăш çеç. Çапла мар-и, ачамсем, — пил сăмахĕпе тата тулли черккепе калаçать Укахви. — Эсир çураçсан ЗАГСа та çул уçă. Нарăс уйăхĕ ăшă пулчĕ кăçал. Юр та сахал. Урама икке пайлакан çырма леш енче юрă шăранать, çураçуллă та уçăмлă юрă. Туй, туй тăвар-и, Тёпёр: тёпёр тёвар-и??? Г? Тусли?

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика