17 апреля 2020 г.
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ В. Путин Правительство членĕсемпе канашлу ирттерес умĕн хăйĕн шухăшĕсене пĕлтернĕ, умри тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Вĕсем, коронавирус инфекцине малалла сарăлма парас маррипе çыхăннăскерсем, Министрсен Кабинетне çеç мар, çĕршывра пурăнакан кашни çынна пырса тивеççĕ. Çĕршыв ертỹçи коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче экономикăпа бизнеса пулăшма яракан мерăсем çинче чарăнса тăнă. Вăл пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма пулнă, çавна май майăн 18-мĕшĕнчен пĕчĕк предприятисенче ĕçлекенсен йышне 90 процентран кая мар сыхласа хăварнă компанисем ĕç укçи тỹлеме патшалăхран пулăшу илĕç. Çак хисеп ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе (МРОТ, 12130 тенкĕ) танлашать. Унсăр пуçне çĕршыв ертỹçи авиаци отраслĕ çине 23 млрд тенкĕ яма тата регионсене аталантарма 200 млрд тенкĕ субсидисем уйăрса пама пăхни пирки каларĕ — ăна чи малтан йывăрлăх кăларса тăратакан участоксене яма ирĕк параççĕ. Правительство çавăн пекех строительство, автомобиль тата авиакомпанисене пулăшма пулать. Кунсăр пуçне В. Путин СОVID-19-тан шар курнă предприятисен списокне пăхса тухса анлăлатма сĕннĕ. Кунта çĕршыв ертỹçи хуçалăх таварĕсемпе суту-илỹ тăвакан пĕчĕк тата вăтам компанисене кĕртме палăртать. Ĕçсĕрлĕх шайĕ ан ỹстĕр тесе çĕршывра (зарплатнăй) кредит программине ĕçе кĕртеççĕ. Халĕ çулталăклăха кредит панă хыççăн çур çул хушши унăн ставкин процентне шутламаççĕ, кайран вара унăн ставки 4 процент таран ỹсет. РФ Тĕп Банкĕ çакна валли 150 млрд тенкĕ уйăрнă. Анчах ку программа ĕçлесе кайман-ха. Кунпа В. Путин хăй те килĕшет. Экономикăн аслă шкулĕн (ВШЭ) центрĕн директорĕ В. Гимпельсон палăртнă тăрăх, пĕчĕк бизнесра çеç ĕç вырăнĕсене 20 процент çухатсан кăна ĕçсĕрлĕх шайĕ 4,6-11 процента çитме пултарать.