14 апреля 2020 г.
Тусайра ултçĕр çул ытла ĕнтĕ чăваш халăхĕн йăх тымарĕ аталанса сарăлать. Сĕм авал кашни çемьен йăх-ăру ячĕ пулнă, вăл ĕмĕрсем иртнĕçем ламран-лама куçса ăрăвăн ырă енĕсене аталанма-çирĕпленме пулăшнă. Пирĕн аслă ăру-несĕлсен кăк ячĕ Куççа пулнă. Вĕсем ĕлĕк-авал Çавалпа Сурăм юхан шывĕсем хĕрринче пурăннă. Несĕлсен çĕрĕ те, улăх-çаранĕ те, выльăх-чĕрлĕхĕ те сахал мар пулнă. Çерем çĕтнĕ, тырă акнă, кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх усранă. Куççа ратнисем анлă тавра курамлă, ăс-тăнлă, ĕçчен, вăйлă та тĕреклĕ пурăнакан, вырăс культурипе чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркине тытса пыракан çынсем пулнă. Суту-илỹ тунă, пысăк тупăшлă ĕçсем туса пурлăхне ỹстерме, укçа тума пĕлнĕ. Нумайăшĕ хутла, вырăсла калаçма пĕлнĕ. Шỹтлеме юратнă, юрра-ташша кăмăлланă, вĕсенчен нумайăшĕ тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе вылянă. Аслă ăру-несĕлсен арĕсем — Раççейĕн шанчăклă ывăлĕсем, паттăрĕсем. Вырăс халăхĕн тĕрлĕ истори тапхăрĕнче нумай вăрçăра хаяррăн çапăçса Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ. Çĕршывăн шанăçлă хуралçи-сыхлавçисем пулса тăнă. Пирĕн çемье архивĕнче кăвак тата хăмăр коленкор хуплашкаллă, самаях çĕтĕлнĕ хулăн дневниксем упранаççĕ. "Тĕрлĕ самана витĕр тухнă салтакăн ал çырăвĕ" — тесе ят панă эпир вĕсене. Ку вăл ман аттен Александр Александрович Александровăн, пиччен Владимир Александровичăн тата Александр Евстафьевичăн (манăн аслă пиччен Евсатафийĕн ывăлĕн) аса илỹсен кун кĕнекийĕсем. Пирĕн ăру — çĕнтерỹçĕсен ăрăвĕ! Кăçал пĕтĕм Раççей, унпа пĕрле пĕтĕм ирĕклĕ тĕнче Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитнине паллă тăвать. Тăшмана парăнтарнă харсăр чунлă фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем, салтаксен тăлăх арăмĕсем, вăрçă çулĕсенче нуша тỹснĕ хĕрарăмсемпе ачасем… Вĕсен кашнийĕн — уйрăм, тĕлĕнмелле истори. Вĕсенчен кашни чăннипех те мухтава тивĕçлĕ. Тăван халăх тăшман курайманлăх çине таяннипе, юрату ертсе пынипе çĕнтернĕ. Çитĕнекен ăрăва, Раççей пуласлăхне, патриотсен тата паттăрлăх тĕслĕхĕсем кирлĕ. Вĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ пирĕн тата килес ăрусемшĕн яланах тивĕçлĕ тĕслĕх пулĕ. Пирĕн йăхри мăн асаттесемпе асаннесем çак шухăша çирĕплетсе параççĕ те… Манăн атте, Александр Александрович Александров, 1888 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Тусайра (ун чухне Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи Упи вулăсне кĕнĕ) çуралнă. Вăл Куççа йăх-несĕлĕнчен — пысăк та тĕреклĕ ратнерен тухнă. Ялта аттене ватти-вĕттипех Куççа мучи е Куççа Елексантăрĕ тесе чĕннĕ. 101 çул пурăнчĕ, 1989 çулта тăван ялĕнче вилчĕ. Ку вăхăтра Тусай ялĕнчи чи нумай пурăнакан арçынсенчен пĕри пулнă. Унăн кун-çулĕ çỹршыв пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Икĕ вăрçă ветеранĕ икĕ саманара пурăннипе паллă. Александр ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман ял каччи пулнă. Вăл дипломат та, политик та, ăсчах та, общество деятелĕ те пулман. Нихăçан та чапшăн, чыслă та сумлă ятшăн çунман вăл. Çакă ăна кирлех те пулман, малти вырăнта унăн ĕç, çемье тăнă. Тăван çĕршывшăн вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ. Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратнă, ăна парăннă çын пулнă. Вăл яланах тăван халăхпа, ял-йышпа, ачасемпе пĕрле пурăнса вĕсемпе пĕр кăкăртан сывланă, пурнăç пулăмĕсене те тăван халăх куçĕпех виçсе хакланă. Александр Александрович — патша çарĕн, пĕрремĕш тĕнче вăрçин, икĕ революцин, Граждан вăрçин салтакĕ, ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тусай ялĕн "Чутай" колхозне ертсе пыма шанса панă. Хăй вăхăчĕн шанчăклă ывăлĕ... Тăван çĕршывăн хастар-сатур ĕçченĕ, пĕрлех хуралçи-сыхлавçи тата — хăрушла-синкерле вăхăтне-асапне тỹссе çĕнтернĕ паттăрĕ-патриочĕ... Пĕтĕмлетсе — самана салтакĕ тейĕттĕм. Çавăн пек çын вăл — çĕмĕрттерсех 101 çул ытла пурăннă Александр Александрович Александров (Куççа мучи). Виçĕ çулта чухне Александр пĕчĕк шăллĕпе Лукапа ашшĕсĕр тăлăха юлнă. Санюкпа Лукана аслашшĕпе асламăшĕ пăхса ỹстереççĕ. Михаил Кузьмич Кузьмин манăн аттен аслашшĕ пулнипе паллă. Вăл тулли те çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакан çын пулнă. Ĕç-пуçа пĕлсе йĕркеленипе, тăрăшса ĕçленипе пурлăхĕ, çурчĕ-йĕрĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ, çи-пуçĕ, ĕç хатĕрĕ çителĕклех пулнă. Ĕç çи вăхăтĕнче ал çитменрен çынна тара тытнă, хуçалăхне пĕлсе ертсе пынă. Питĕ ăслă çын пулнă, вырăсла япăх мар калаçнă. Аттен асламăшĕ ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ пулнă. Атте каласа панă тăрăх, Тусай ялĕ витĕр çынсем пасара çỹренĕ. Вĕсен килĕ умĕнче тарасаллă пысăк çăл пулнă. Çăл патне шыв ĕçме пынă çынсене аттен асламăшĕ урама тухса сăра ĕçтерсе янă. Аслашшĕпе асламăшĕ вырăс культурине, чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркине тытса пыракан çынсем пулнă. Çавна май ачасене лайăх воспитани парса çитĕнтернĕ, хутла вĕрентме пултарнă. Шăпах 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Михаил Кузьмич та мăнукĕсене Санюкпа Лукана Упири земство арçынсен училищине ярать. Вĕсем унта тăватă çул вĕреннĕ. Училищĕре пысăк тавра курăмлă вĕрентекенсем, Хусанти учительсен семинарийĕнчен пĕлу илсе тухнă, Тусайра çуралса ỹснĕ П.А. Гиляровский, М. Зороастров священник тата унăн хĕрĕ Ольга, священник хĕрĕ Д.О. Акрамовская, А.Г. Егоров, пулас композитор А.Н. Тогаев ĕçленĕ. Турă саккунĕсене вуланă тата юрланă, катехизис, таса çырма, арифметикăпа тĕрлĕ фигурăсен лаптăкĕсене шутласа кăларма, ал ĕç тума, ĕç хучĕсем, расписка, шантару, ыйтса çырассине йĕркелеме вĕреннĕ, вырăс халăхĕн йăли-йĕркипе тата историйĕпе, географийĕпе паллашнă. Ытларах Христос тĕнне вĕрентнĕ. Турă саккунĕ, Авалхи Халал тата çĕнĕ Халал кĕнекесем славян чĕлхипе пулнă. Вăл вăхăтра земство училищине вĕренсе пĕтерни хайхи саманара аслă пĕлỹ илнипе пĕрех танлашнă. Упи тăрăхĕнче пурăнакан çынсем тĕрлĕрен хутсем, документсем çыртарма ялан атте патне киле пыратчĕç. 1908 çулта вун саккăра пуснă Александра аслашшĕпе асламăшĕ килте хăйсене пулăшакан кирлĕ тесе авлантарма шутлаççĕ. "Пуян хĕрне качча илсен, ĕмĕр тăршшĕпе ăна пăхас пулать. Чухăнрах çемьерен хĕр илсен, вăл хăй сана пăхса пурăнĕ", — тесе вĕрентет мăнукне аслашшĕ. Туя ĕлĕкхи несĕлсен йăли-йĕркипе ирттереççĕ. Ĕлĕкрех хĕрпе качча туй тумасăр авлантарас йăла пулман. Пуян-и, чухăн-и, анчах мĕн вăй çитнĕ таран кашниех çак йăла-йĕркене чаплăрах та вăйлăрах туса ирттерме тăрăшнă. Михаил Кузьмич "сутлăх пушмак пăру" шыраса Васнара евчĕ ярать. Çураçас хĕрĕн Пăрчăканăн амăшĕн çурт-йĕрĕ, карти-хури начар пулнă, кил-çуртра арçын алли çук пулни тỹрех сисĕннĕ. Александр аслашшĕ сĕтел хушшинче пулас тăхлач-хăтисемпе калаçасшăнах пулман. Пулас киншĕн çĕр тенкĕ хулăн укçи тỹлеме тивнĕ-çке ун. 1909 çулта çирĕм пĕр çулти Санюкăн патша хĕсметне кайма ят тухать. Вăл вăхăтра 1831 çултан пуçласа ялсенчен 1000 çынран 5-7 сывă, таса, çỹллĕшĕ —155 сантиметртан пĕчĕккĕ пулман çынсене рекрута илнĕ. Ялсенчен 3-4 арçын кăна салтака илĕннĕ. Çавăнпа салтакран таврăнсан вĕсен ячĕсем çумне салтак сăмах хушса каланă (Иван-салтак, Якур-салтак). Нумай хĕн-хур тỹссе ирттернĕ Александр хăй ĕмĕрĕнче. Патша çарĕнче 13 çул службăра тăнă. Манăн атте Александр Николаевский салтак пулнă, мĕншĕн тесен иккĕмĕш Николай патша вăхăтĕнчи хĕсметре тăмалла пулнă унăн. Вĕсенчен çурри ытла çапăçусенче пулнă, контузи туяннă, иккĕ аманнă. 1914 çулта Александр Александровича пĕрремĕш тĕнче вăрçине илсе кайнă. Хут пĕлет тесе командирсем хатĕрлекен шкула янă, кĕçĕн унтер-офицер ятне панă. 1914 çулта Чĕмпĕрте Чăваш Енре çуралса ỹснĕ çынсенчен пухса йĕркеленĕ пехотăн Шупашкар 308-мĕш полкĕнче çапăçнă. Луцк çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Ăна 3-мĕш взводăн 15-мĕш рота командирĕ пулма шаннă. Пинск патĕнчи шурлăхлă вырăнсенче çапăçнă, штыклă атакăсенче тытăçнă. 1916 çулта А.А. Брусилов генерал ертсе пынă вырăс çарĕ Кăнтăр-хĕвел анăç фронтне татса кĕрсе малалла талпăннă паллă çапăçăва хутшăннă. Вăрçăран Георгий хĕресĕн 4-мĕш степенĕн кавалерĕ пулса тата аслă унтер-офицер ячĕпе тухнă. Анчах та Совет влаçĕ вăхăтĕнче кун пирки çынсене пĕлтересшĕн пулман, пытарнă. “Империализм вăрçи. Хупăрлава лекрĕмĕр. Йĕри-тавра тăшман. Тыткăна çакланас мар тесе хамăрăннисем патне тухма тăрăшатпăр. Пурте сапаланса пĕтнĕ. Эпир иккĕн. Апат нумай кун хушши çимен. Пĕр яла пырса кĕтĕмĕр. Пĕчĕкрех пỹртрен пĕр ватăрах хĕрарăм тухать. Хуллен ун умне тухса тăтăмăр. Хамăрăн асап çинчен каласа патăмăр. Вăл хыпалансах пире валли апат хатĕрлеме пуçларĕ. Пăрçа нимĕрĕ пĕçерчĕ. Эпир, выçса çитнĕскерсем, тутлă нимĕре хыпалансах çиме пуçларăмăр. Анчах эпĕ хам моргра пулнине аса илтĕм. Ун чухне мана, выçăпа аптраса тăн çухатнăскере, тухтăр пĕчĕккĕн çеç çитерсе усрарĕ. Çавна аса илсе юлташа çиме чаратăп. Итлемерĕ. Ирхине тăтăм та ман юлташ вилĕ выртать…” Александр революци юхăмĕ хыççăн 1918 çулхи кăрлач уйăхĕнче килне таврăннă. Ака-суха туса нумаях пурăнайман, хальхинче Граждан вăрçине илсе кайнă. Çар комиссариачĕсемпе Советсем арçынсене Хĕрлĕ çара мобилизацилес тесе темĕн тĕрлĕ ĕç туса ирттернĕ. 20 пин çынна яхăн пухса вăрçăра çапăçма вĕрентнĕ. 1919 çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа пуш уйăхĕччен Чăвашра 11363 çын алла хĕç-пăшал тытнă. Патша çарĕн унтер-офицерĕ пулнă Александр Александров та вĕсен шутне лекнĕ. Вăл рабочисемпе хресченсен влаçне хỹтĕлеме тата тĕнчери революцишĕн çапăçнă. Хусан хулинче Хĕрлĕ çар командирĕсен курсĕнче вĕреннĕ. Ăна çар командирĕ пулма шаннă. 1918-1920 çулсем Совет влаçĕ çирĕпленнĕ, парти, комсомол ячейкисем тĕрекленнĕ вăхăт пулнă. Фронтри дивизисенче те коммунистсен партийĕн ячейкисем йĕркеленнĕ. Александров командир взводри чăвашсем хушшинче ăнлантару ĕçне ăнăçлă туса пынă. 1918 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче Вăтам Атăл тата Çĕпĕрте Чехословаксен корпусĕ пăлхав çĕкленĕ. Шурă чехсем утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Уфана, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чĕмпĕре, авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Хусана пырса кĕнĕ. Вăтам Атăл хулисем патĕнче пынă хаяр çапăçусенче вăл паттăр салтак пулнипе палăрнă, ыттисемпе пĕрле шурă чехсен пăлхавне путарнă. Чехсем саланса кайсан Колчак çарĕ хĕсе пуçланă. Хĕрлĕ çар командирĕ Александров Хĕвелтухăç фронтĕнче Колчака хирĕç тăнă. Колчак çарне çапса аркатнă хыççăн хăйĕн полкĕпе Польша интервенчĕсемпе çапăçма васкать. Лару-тăру çăмăллансан 1923 çулта салтака киле янă. Атте пĕрремĕш вăрçăра паттăррăн çапăçнă вахăтра аслашшĕпе асламăшĕ унăн шăллĕне Лукана тĕп килĕнчен уйăрса кăлараççĕ. Аннене хăйсемпе пĕрле хăвараççĕ. 1910 çулта Лука Тусай хĕрне Евдокия Трофимовăна качча илет. Евдокин ашшĕ килĕнче 12 хĕр пулнă. Ĕлĕк хĕр ача çуралсан, уншăн çĕр те паман. Епле йывăр пулнă пулĕ Евдокийăн ашшĕпе амăшне… Лука пичей курнă нуша аттене те çитет. Ку вăл колхоз тунă вăхăтсенче пулнă. Ун чух вăтам пурăнакан çынсене те кулак тесе айăпланă. Аттене те кулак тесе тĕп тума хăтланнă. Унăн икĕ пỹрт пулнă. Вилнĕ аслашшĕн пỹрчĕ кивелнĕ, ăна пăсмасăр ун çумне çĕнĕ çурт тума шутланă çемье пуçĕ. Атте патне налук тỹлеттермелли хут килсех тăнă. Вăл ỹснĕçемĕн ỹссех пынă, атте укçине тỹлеймен. Юлашкинчен атте тĕрĕслĕх шырама Мускава тухса каять. Налук хуракан тата раскулачить тăвакан органсене шыраса тупнă. "Укçа çитерейместĕп, налук тỹлеме пултараймастăп", — тенĕ вăл. "Тỹлейместĕн пулсан ан тỹле", — хурав панă пулмалла тĕрĕслĕх шырама пынă çынна. Çапла вара пирĕн çемье раскулачить тăвассинчен хăтăлса юлнă. Колхозсем чăмăртаннă вăхăтра манăн атте Александр Александров ял Совет председателĕ пулса виçĕ çул хушши вăй хурать. Çак тапхăрта хресченсен уйрăм вак хуçалăхĕсене пĕрлештересси тата вĕсенчен пысăк коллективсем туса хурасси пĕрремĕш ыйту пулнă. Ял халăхĕн пухăвĕсенче Александр Александрович хресченсене пĕрлешỹллĕ хуçалăхăн усси çинчен тĕплĕн ăнлантарнă, çĕр валеçес ыйтăва пуçарнă. Вăл вăхăтра лайăх анасем ял пуянĕсен аллинче пулнă, начар çĕрсем çинче чухăнсем тăрмашнă. Ял совечĕн председателĕ чухăн хресченсен пурнăçне лайăхлатас тесе тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттернĕ. Çĕре çĕнĕрен йĕркелеме, ăна пурне те пĕр пек валеçсе пама тăрăшнă. 1930 çулсенче "Чутай" пĕрлешỹллĕ хуçалăх туса хунă хыççăн ултă çул хушши колхозăн уй-хир бригадине тỹрĕ камăлпа ертсе пынă Александр Александрович. Çавăнпа та çак çĕнĕрен тытăннă хуçалăхри бригадăна ертсе пырасси те, шут ĕçне туса пырасси те ун çинче пулнă. Çĕр ĕçне лайăх ăнланакан çын пулнă вăл. Колхозăн 426 гектар сухалакан çĕр пулнă. Кашни гектартан ыраш, кĕрхи тулă, пăрçа туса илнĕ. Çур акине тухас умĕн кашни кун уя тухса çỹренĕ. "Çĕр пиçсе çитмен-ха, сухана тухма ир", — тесе каланине лайăх астăватăп. 1935 çулта Тусай ялĕнче 192 хуçалăх пулнă, вĕсенчен 143-шĕ — колхоза кĕнĕ, 49 — кĕмен. Фермăра — сăвакан 9 ĕне, 7 сурăх, 58 лаша шутланнă. Çур акине хутшăнмалли лашасене пĕр уйăх хушши лайăх çитерсе усранă, кулленех сĕлĕ панă. Вĕсемпе вăл вăхăтра урăх нимĕнле ĕçре те усă курман. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче аттене ватă тесе фронта илмерĕç. Тусай ялĕн "Чутай" колхозне ертсе пыма шанса пачĕç. Паллах, вăрçă вăхăтĕнче пĕрлешỹллĕ хуçалăха ертсе пыма çăмăл пулман. Çамрăклах ĕçе йĕркелеме пĕлнине пула вăл шанса панă ĕçсене пахалăхпа пурнăçлама пултарнă. Александр Александрович колхоза тăрăшса йĕркелесе ертсе пынă, юхăнма паман çеç мар, малалла аталантарса ура çине çирĕп тăратма тимленĕ. Кăвар чĕреллĕ ватă салтак çĕнтерĕве халăхпа пĕрле тылра туптанă. 1941-1945 çулсенче А.А. Александров ертсе пыракан "Чутай" колхозĕ ял хуçалăх ĕçĕсене кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа вĕçлесе пынă. Суха тума, акасене вĕçлеме, тĕш тырă тухăçне ỹстерме, ăна планран ытларах пухса кĕртме тăрăшнă. Çур акисене тĕплĕн хатĕрленнĕ колхоз. Тырă-пулă ытларах илес тĕллевпе уй-хире тислĕк нумай кăларнă, юр тытнă. Пĕрремĕш тĕп тĕллев Хĕрлĕ çара пулăшасси, патшалăх умĕнчи обязательствăсене пурнăçласси пулнă. ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче — ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче атте Упире земство арçынсен училищинче тăватă çул вĕреннĕ. Çавăнпа та таврара нумай пĕлекен, анлă тавра курăмлă çын шутланнă. Училищĕре ĕç хучĕсем, расписка, шантару, ыйтса çырассине йĕркелеме вĕренни ăна пурнăçра питĕ пулăшнă.
Пурнăç кустăрми çаврăнать, кусать. Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть. Этем тенин умне татса паман ыйтусем, йывăрлăхсем сахал мар сиксе тухаççĕ. “Ăс-тăн ылтăнран та хаклăрах. Ăслă çын патне ăс ыйтма каяççĕ”, — тенĕ ĕлĕкрен ваттисем. Тути-масине нумай курма ĕлкĕрнĕ Александр Алексанрович патне Упи тăрăхĕнче пурăнакан çыннсем хăйсен нушисемпе час-часах киле пырса çỹретчĕç, унран пулăшу кĕтетчĕç. Пĕрисен ума сиксе тухнă кăткăс ыйтусем çине хурав илмелле, теприсен ĕç хучĕсем йĕркелемелле… Уйрăмăнах суд тытăмĕпе çыхăннă тĕрлĕ ĕçсемпе нумай асапланатчĕ. Çав тери çыпăçуллă, ылтăн алăллă пулнипе палăрнă атте. Пĕр ĕç еннелле çеç туртăнман вăл, темиçе çĕр тĕрлĕ япала тума пĕлнĕ. Ăста столяр та, платник та, каменщик та, слесарь та, токарь те пулнă. Кил-йыш, колхоз валли чỹрече кăшкарĕсем, ут хатĕрĕсем, йывăç кĕреплесем, матиксем туса паратчĕ, урапа-çуна юсанă. Платник ĕçĕсĕр пуçне катка-пичке, уйран çỹпçи, чĕрессем тума пĕлнĕ. Тимĕр-тăмăрпа ĕçлеме те маçтăрччĕ. Шуç тимĕрпе пỹрт тăррисене витме, вĕсене сăрлама ăста пулнă, çăм аттине те хăех йăваланă, лашасене те хăй ăсталанă такансемпе таканланă. Кăмака тăвакан паллă маçтăр та пулнă. Тытнă ĕçе тирпейлĕ те тĕплĕ тунă. 100 çула çывхарса пычĕ пулсан та, алăран пуртă-пăчкă ямарĕ. “Хускалмасан, ĕçлемесен эпĕ вилетĕп вĕт”, — тетчĕ. Çуллахи вăхăтра кил хуçин ĕç çителĕклех — ун мастерскойĕнчен çын татăлман. Ял çыннисем валли тем те тунă — кама турчка, ухват, кăмака питлĕхĕ, лаша йĕвенĕн çăварлăхĕ, ункă кирлĕ, камăн çава туптамалла, кĕреплине шăл лартармалла… Çывăхри ялсенчен те шăтăк витресем, хурансем саплаттарма илсе пыратчĕç. Витресем тĕпленĕ е çĕнĕ витресем тунă чух мана яланах сасă хытă ан кайтăр тесе лум çине лартатчĕ. Пурăнан пурнăçа çын ырă йĕр хăварма килет. Ăна тивĕçлĕ ирттерес тесен арçыннăн хăй пурнăçĕнче ывăл çитĕнтермелле, çурт лартмалла, йывăç ỹстермелле тата пусă чавмалла теççĕ. Пирĕн атте çак тăватă тивĕçе тултарсах пурнăçланă теме пулать. Ялта чи малтан тенĕ пек 1927-1928 çулсенче тăмпа вут сыпписенчен питĕ илемлĕ те çирĕп кил-çурт туса лартрĕ, йĕри-тавра карта-хуралтăпа эрешлесе илемлетрĕ. Сăмах май каласан, пỹртĕн стенисене таврара çук меслетпе купаланă. Никĕсне чулран, цементпа çирĕплетсе тунă. Çỹлелли стенисене пĕр сий тăм, ун çине вутă пуленккисем, урлă йывăç татăкĕсем хурса путарнă. Çапла майпа çỹле çитичченех купаланă. Стенисене çиелтен хăйăрпа цемент хутăшĕпе сĕрсе якатнă, вĕсем хальхи çуртсеннинчен чылай хулăнрах. Икĕ пысăк çутă пỹлĕм. Кашни чỹречине виçĕ хут кантăк лартнă. Атте çĕнĕ пỹрт тăррине хĕрлĕ черепицăпа витрĕ. Атте каласа панă тăрăх, 1928—1931 çулсенче, колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра, час-часах пушарсем тухнă. Колхозсен ампарĕсене, совет влаçĕшĕн пĕтĕм вăйне хурса ĕçлекен е влаçа хирĕç тăракан пуян çынсен çурчĕсене ятарласа вут чĕртсе çунтарнă. Тепĕр чухне пĕр каçрах 2-3 çĕрте вут-çулăм алхаснă. Çав вăхăтра ялсене пушарсенчен сыхласси чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри шутланнă, питĕ çирĕп йĕрке пулнă. Кашни каçах çынсем черетленсе икшерĕн-виçшерĕн хурал тăнă. Вут-кăвар тухас пулсан ял халăхне янравлă тимĕр çапса систерсе пĕлтернĕ. Шăмар енче ĕлĕкренех хурал пỹрчĕ пулнă. Унта хĕллехи каçсенче ял хуралçисем кĕрсе ăшăннă. Хурал пỹрчĕпе юнашар вырнаçнă пушар сыхлавĕн сарайĕнче 3—4 урапа тăнă. Вĕсем çинче насус, ытти пушар хатĕрĕсем, шыв тултарнă пичкесем пулнă. Инкек-синкек тухнă çĕре хăвăрт тухса кайма яланах 4-5 лаша ут таврашĕсемпе хатĕр пулнă. Малашне çак инкекрен сыхлануллă пулас тесе хăпартнă ĕнтĕ çак çурта Александр Александрович. Çапла майпа тăруках инкек пуласран хỹтĕленнĕ. Кĕнеке Александр Александрович пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăннă. 101 çул тултарсан та куçлăхсăрах хулăм кĕнекесем вулатчĕ. “Классика литературине тимлесех шĕкĕлтетчĕ. Вуламан кĕнеке те хăвармарĕ пуль вăл ял вулавăшĕнче”, — аса илет библиотекăра нумай çул ĕçленĕ Нина Всеволодовна Афанасеьва. Хаçат-журнал нумай çырăнса илетчĕ. Атте кил-çурчĕ çынсемшĕн яланах уçă пулнă. Вăл вăхăтра хăйне евĕр вулавăш тата культура çурчĕ пулса тăнă. Кил хуçи килте çук пулсан та, алăка нихăçан та питĕрсе хăварман. Сĕтел çинче хаçат-журналсем, кĕнекесем сарăлса выртаççĕ, хăй ăсталанă шкафĕсем те кĕнекепе тулса ларнă. Кỹршĕсем атте килте пуррипе çуккине пăхмасăрах кĕре-кĕре хаçат-журналсемпе паллашатчĕç, кĕнекесем вулатчĕç. Каçсерен “Культурă çуртне” пĕрле пухăнса тĕнчери тата хамăр çĕршыври çĕнĕ хыпарсене сỹтсе яватчĕç, каçса кайса пурнăç çинчен пуплетчĕç. Атте балалайка çеммипе халăха савăнтарнă. Атте шỹтлеме питĕ юратнĕ. Йывăр самантсенче те шỹтлесе, “Жить будем, хрен помрăм!”, — тетчĕ час-часах. Тен, çавăнпа та “Капкăн” журналăн чи çывăх тусĕччĕ. Кăларăм тухма пуçланăранпах (1925 çултан пуçласа 1989 çулччен) çырăнса тăчĕ. Паян кун та мачча çинче вăл тирпейлĕн çĕлесе-пухса пынă журналсем упранаççĕ. "Капкăн" юбилейĕ тĕлне ун патне ятарласа журналистсем килне пырса интервью илчĕç, сăн ỹкерчĕк ỹкерчĕç. Çав сăн ỹкерчĕке ун вил тăпри çинчи хĕрес çине вырнаçтартăмăр. Вăл чунра пачах та хурлăхлă туйăм çуратмасть. Вăрçă хирĕсенчен вар-хырăм чирĕпе чирлесе килнĕ вăл киле. “Эрех-сăра ĕçес çук, пирус туртас çук, качака сĕчĕ ĕçмелле, вара пурăнатăн” — тесе вĕрентсе янă ăна тухтăр. Çакна яланах асра тытса пурнăçа кĕртсе пыратчĕ атте. Качака туяннă, унăн сĕтне ĕçсе пурăннă, чире çĕнтернĕ. Ас тăватăп-ха, тĕлĕнмелле ăслă качака пурччĕ ун. Ирпе каç мăйракаллă тус витерен хăйех пỹрте кĕрсе тимĕр кравать çине хăпарса тăратчĕ сутарма. Юманайне ман пата хĕл каçма килсен те качакана пĕрле илсе килнĕ. Хăйĕнчен хăварман. Халăхпа хутшăнма юратаканскер ĕçкĕ-çикĕсене те çỹренĕ, тăванĕ-пĕтенĕпе яланах хутшăннă. Уявсенче чăн-чăн таса, сахăрсăр, хими япалисемсĕр, пуçа анратман сăра кăна ĕçнĕ. Эрех-сăрасăрах савăнма пултарнă. Ỹсĕртмен сăра тума юратнă. Икĕ сехет хушшинче хăнасене кăпăкланса тăракан урпа-ыраш салатĕнчен паха та техĕмлĕ кăпăшка сăра вĕретсе ĕçтеретчĕ. Мĕнле рецептпа тунă-ши вăл ăна? Купăс, балалайка калама ăстаччĕ. Ял халăхне янравлă музыка инструменчĕсемпе выляса ташлаттаратчĕ, юрлаттаратчĕ. Илемлĕ кĕвĕ çеммипе анне чỹхенсе, ташласа кăна тăратчĕ. Атте хăй те ташлама юратнă. Халăх юррисене нумай пĕлнĕ, тус-тăванпа, ял-йышпа пĕрле пуçтарăнсан юрра хăй малтан тăсса янă. Çĕр çулхи юбилейне Тусай ялĕнчи культура керменĕнче ирттерчĕç. Савăнăçлă уявра балалайка каласа юрларĕ, килнĕ хăнасене тĕлĕнтерчĕ. 100 çулта та туя тытмарĕ. Мĕншĕн туя тытмастăн тесен туяна хăйне тата йăтмалла тесе шỹтлетчĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ Александр ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ, пĕрре те ĕçсĕр ларман, шỹтлеме, юрласа-ташлама юратнă. Тен, çавăнпа та 101 çул ытла пурăннă. Çулĕсене кура мар — пурнăç витĕр салтак пек утса тухнă. Икĕ тĕрлĕ ĕмĕрте пурăнсан та — самана салтакĕ пек. Икĕ самана çынни "1912 çулта французсен Наполеон çарне çапса аркатни 100 çул çитнĕ" тата "Романовсен йăхĕ 300 çул патшара ларнă" ятпа кăларнă медальсене тивĕç пулнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен Георгий хĕресĕн 4-мĕш степенĕн кавалерĕ тата аслă унтер-офицер пулса тухнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче “Чутай” колхоза ăнăçлă ертсе пынăшăн, тыр-пул тухăçне ỹстернĕшĕн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине панă. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе пĕтĕм вăя шеллемесĕр тăрăшнăшăн “1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" тата "Аслă Октябрь революцийĕ 70 çул тултарнă ятпа” медальсене, КПСС Центральнăй Комитечĕпе Министрсен Совечĕн, ВЦСПСпа BЛKCM Тĕп Комитечĕн юбилей Хисеп грамотисемпе наградаланă. Ятлă пенсионер. О. Архипова.