АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк вĕçлениччен çутă сỹнтермĕç

14 апреля 2020 г.

 Чăваш энергосбыт компанийĕ те коронавируспа кĕрешес ĕçе курăмлă тỹпе хывать. Энергетиксем çăмăл мар çак тапхăрта потребительсене пулăшмалли йышăну тунă. Çĕршыври эпидеми лару-тăрăвне шута илсе халăха пулăшас тĕллевпе Чăваш энергосбыт компанийĕ коронавирус инфекцийĕпе кĕрешнĕ чухнехи тапхăрта 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен потребительсен мĕн пур категорийĕ тĕлĕшпе электроэнергишĕн тỹлемелли парăмсемшĕн штраф санкцийĕсем — пенясем — шутласа палăртмĕ. Çавăн пекех çулталăк вĕçлениччен республикăра пурăнакан парăмлă çынсене электроэнерги парса тăрассине те чармĕ. — Хăшĕ-пĕри çак лару-тăрăва коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлемесĕр пурăнмалли сăлтав вырăнне те хума пултарĕ, — тенĕ Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров. — Мĕн пур потребителе яваплă пулма, электроэнергишĕн вăхăтра тỹлеме чĕнсе калатпăр. Шута илмелле: пĕтĕм тапхăршăн капланакан парăмсем пăрахăçланмаççĕ, пысăклансах пынă май кайран вĕсене татасси пушшех те йывăр пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика