АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чылай укçа-тенкĕ килĕ

14 апреля 2020 г.

 Раççей Правительствин Председателĕ М. Мишустин ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче алă пуснă хушупа РФ Правительстви Чăваш Енĕн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине çирĕплетнĕ. Хушура çак программа мероприятийĕсене пурнăçласси патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ пулнине палăртнă. Программăра Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн паянхи çăмăл мар лару-тăрăвне хакланă: экономикăн чĕр тавар отраслĕсемпе çыхăннă питĕ пысăк тупăш кỹрекен сегменчĕсем çукки, халăх йышĕ пысăккине кура регион тулашĕнчи ĕç миграцийĕ анлă сарăлни, халăх кредитсен тыткăнĕнче пулни... Шăпах çакă — республика çĕршыври социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ енĕпе юлса пыракан регионсен теçеткине кĕни — уйрăм план хатĕрлеме хистенĕ. Программа тĕллевĕ — республикăра пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртмелли условисем йĕркелесси, ĕç тухăçлăхне ỹстересси, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе вăй парасси, экономикăна диверсификацилесси, çынсен пурнăç шайне ỹстерсе чухăнлăха чакарасси. Документра республикăра инвестицисене явăçтармалли пайăр проектсене те палăртнă. Çав шутра — Çĕрпỹ районĕнче "Хĕрлĕ ту" технопарк йĕркелесси, Çĕнĕ Шупашкарта хăвăрт аталанакан территори туса хурасси, Патăрьел районĕнче агропромышленноç паркне ĕçлеттерсе ярасси тата ыт. те. Çак ĕçсем валли федераци бюджетĕнчен çуллен уйăрмалли укçа виçине çирĕплетнĕ. Хушура 2024 çулта программăна пĕтĕмлетсе, унта хушма мероприятисем кĕртсе вĕсене пурнăçламалли вăхăта 2025-2027 çулсем валли тăсма, çак тĕллевпе 5 млрд тенкĕ таран уйăрма пултарассине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика