10 апреля 2020 г.
Кирек епле япала та çи-пуçĕпе тата шалти кăмăл-шухăшĕпе вулакана илĕртет. Çав йышра çыравçăсен хайлавĕ те, çиччĕ виç те пĕрре кас тенешкел, хăйĕн содержанийĕпе, тарăн та уçăмлă сапăрлăхĕпе çывăх та хаклă. Валерий Муравьевăн “Çылăхлă арçын” (2017 ç.) романне алла тытсассăн Етĕрне тăрăхĕнчи Палтай чăвашĕ чăннипех те Турă панă пуян та çăмăл чĕлхеллĕ прозаик пулни, тавра пĕлỹçĕпе сăвăç çỹпçине тĕшĕллĕ “çимĕçсемпе” тултарса пыни куç кĕретех. Апла пулсан чăваш тĕнчинче, хальлĕхе алла туя тытман-ха вăл, татах та ăнăçуллăрах, хăюллăрах ĕçлеме, вулакана юрама тата шанма иксĕлми вăй-хал сунар-ха Палтай чăвашне. Автор асăннă романра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа, çăмăлах мар лару-тăрăва чун-чĕре туртăмĕ витĕр кăларать. Тĕрĕссипе, Вăрманкасра, чăваш ялĕнче, куллен, пĕлĕтсем евĕрех, шуса-куçса пыракан ĕç-хĕле вулакан умне кăларать, ял сывлăшĕпе сывласа фронтшăн, Аслă Çĕнтерỹшĕн пĕр шухăш-кăмăлпа ĕçлекен, ĕмĕтленекен çынсене пĕрерĕн-пĕрерĕн сăнарлать. Романри тĕп сăнар çартан суранланса таврăннă Федор Федоровпа, ялти пек каласан, Хĕветĕрпе çыхăннă. Кĕлетке-çурăмĕпе те, сăн-пичĕпе те илĕртỹллĕ вăл, çынсемпе сăмах тĕшшине сỹтме те кивçене каймасть Хĕветĕр. В. Муравьев уксах салтака тулли кĕлеткеллĕ, сарлака хул пуççиллĕ, вăйлă аталаннă кăкăрлă тата хĕрлĕ çỹç пайăркиллĕ чипер чăвашпа танлаштарать. Тăван кил, ачалăхпа çамрăклăх кĕтесĕн ытарайми, чун-чĕре хавалĕн ăшши епле ырă, вашаватлă, çепĕç вăл. Уйрăмах кун-çулра сана çуратнă, ỹстернĕ чи çывăх çын — Анук апи чĕрĕ-çке. Тăватă çул каялла Хĕветĕре Хĕрлĕ Çара илсе кайрĕç, юратнă хĕрĕ — Клава педучилищĕре вĕренетчĕ, мăшăрланаймарĕç иккĕшĕ. Юрату кăварлă-çке, пĕр-пĕрне парăнчĕç иккĕшĕ, халь, акă, тăп-тăпăл, çаврăнăçуллă ывăл юнашар Клавăн. Каснă-лартнă Хĕветĕр вăл сăн-питрен, хĕрлĕ çỹç пайăркисем çурхи çил ытамĕнче выляççĕ Çерушăн. Тата тепĕр савни те вăрттăнлăхра çỹрет уксах салтакăн. Йывăр аманса госпитальте сипленнĕ хушăра çамрăк медсестрапа çывăхланчĕ. Хырăм юлчĕ вĕсен. Белорус хĕрĕ Марина чун-чĕре ăшшипе, иксĕлми чун хăвачĕпе парăннă чăваш каччине. Çыру çырнипе пĕрлех Хĕветĕрĕн çуралнă ялне шыраса тупать, салтакри юратăва Вăрманкасра малалла аталантарать. Хĕветĕрĕн икĕ арăм — Клавăпа Маринăна та аяккалла сирмест, иккĕшне те кăмăл-сипетпе пулăшма, йывăрлăхра хута кĕме те хатĕр вăл. Клавăран Çеруш тата тепĕр хĕр пĕрчи кун çути курнă. Питĕ йывăр çăмăлланине пула, вĕрентекен пулсан та, хуçалăхра хăйне хĕрхенмесĕр ĕçлесех çĕре кĕнĕ хĕрарăм. Хĕветĕр çылăхлă арçын ята ялти Çерçи Верукĕпе çыхланса кайса та хăй çумне сыпăнтарать. Тĕрĕссипе, почтальонра тăрăшакан Çерçи Верукĕ, хăй Хĕветĕртен чылай кĕçĕнрех пулин те, йĕкĕреш — ывăлпа хĕр çуратать. Виçĕ хĕр ачапа пĕр ывăлшăн, пĕчĕкскерсемшĕн (Клавăпа Маринăн, Çерçи Верукĕн вĕсем), çылăхлă арçыннăн — Хĕветĕрĕн, унăн амăшĕн — Анукăн, ыттисен мĕн пур вăй-халне, сывлăхне пама тивет. Çылăхлă арçын, каçарăр та, çамрăклăхри савăшура йăнăшнă пулин те, Маринăпа Çерçи Верукĕн ачисенчен ютшăнмасть. Вăрманкас ялĕнчи хуçалăх “тилхепине” шанса парсан та йывăрлăха çĕнсе, халăха явăçтарса ĕçлет тата фронта май пур таран пулăшассишĕн çине тăрать. Хĕветĕрĕн ашшĕ Белорусси çĕрĕ çинче партизансен отрядĕнче çапăçса пуçне хурать. Хĕветĕр вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрне — Клавăна манмасть, ывăлне Çеруша, хĕр пĕрчине Любăна куç шăрçине упранă евĕрех упрать. В. Муравьев çырнă пекех “çылăхлă арçын” Хĕветĕр. Çавах та çумри мăшăрсем умĕнче, ачи-пăчи йышĕнче кăмăлĕ унăн пуриншĕн те уçă, сăн-пичĕ таса тата калаçăвĕ те вырăнлă, усăллă.Г. Тусли.