АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марк Аттай (Марк Сергеевич Терентьев) — пултаруллă ентеш-çыравçă, вĕрентекен

10 апреля 2020 г.

Марк Аттай (Марк Сергеевич Терентьев) — пултаруллă ентеш-çыравçă, вĕрентекен

Марк Аттай 1905 çулта апрелĕн 7-мĕшĕнче Мăн Çавал хĕрринчи Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă. Çити-çитми пурнăçа пăхмасăрах ашшĕпе амăшĕ ăна хутла вĕрентме тăрăшнă. Пĕчĕк Маркку малтанах Янкасри пуçламĕш, Упири 6 çул вĕренмелли шкулсенче пĕлỹ илнĕ. Шăпах çакăн чухне вăл хăйĕн пĕрремĕш сăввисене çырма пуçланă. Кил-йышра пысăк инкек килсе çапсан ачан малалла вĕренес шухăшне татнă. Малтан ашшĕ, каярахпа амăшĕ те сарăмсăр вилнĕ. Ашшĕпе амăшне мĕн тери юратнине, çак тапхăрпа çырнă сăввисенче питех те лайăх курма пулать: Анчах Маркку хуçăлса ỹкмен. Йывăр пулин те, хăй тĕллĕн нумай вĕреннĕ, сăвăсем çырнă. Çав вăхăтрах халăх хушшинче сăмах вĕççĕн çỹрекен сăвă-юрăсене çыра-çыра илнĕ, вĕсем евĕр сăвăсем, такмаксем, юптарусем хайланă. 1926 çулта Шупашкара пурăнма куçать вăл. Унта типографире малтан рабочи, каярахпа корректор пулса ĕçлет. 1928-1932 çулсенче рабфакра вĕренет. Унта пĕлỹ илнĕ вăхăтра "Капкăн" журнала ĕçлеме кĕрет. 1929-1936 çулсенче çак редакцире ĕçленĕ, кулăш ăстисем хушшинче чи сулмаклисенчен пĕри пулса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕпчевçĕсем Марк Аттай ятне тăван литература историйĕнче паян кунчченех Иван Мучи, Никифор Ваçанкка, Çĕпритун Шăпчăк, Николай Евдокимов, Леонид Агаков ячĕсемпе пĕрле асăнаççĕ. Канаш районĕнчи Асхва ятлă ялта учительте ĕçленĕ, унтах авланнă, вĕсен Генрих ятлă ывăлĕ çуралнă, Аттай Генрих Маркович. Шкулта Марк Сергеевич чăваш тата вырăс чĕлхисене, литература вĕрентнĕ. Марк Аттай çав тери пултаруллă учитель анчах мар, хăйне майлă артист пулнине палăртас килет. Ун çинчен Петр Чичканов çапла аса илет: "1937 çулта Александр Сергеевич Пушкин вилнĕренпе 100 çул çитнине пĕтĕм Раççей паллă турĕ. Февральте клубра аса илỹ каçĕ иртрĕ. Пирĕн учитель Марк Аттай поэт пурнăçĕ çинчен, пултарулăхĕ çинчен доклад турĕ. Вăл Пушкинăн вилĕмсĕр поэзийĕ çинчен тата ун çинчен витĕмлĕ, ĕнентерỹллĕ каларĕ. Каласа пынă вăхăтрах унăн сăввисене вырăсла тата чăвашла вуларĕ. Марк Аттай питĕ нумай сăвă пĕлнĕрен, вĕсене ытла та хитре каласа пама пĕлнинчен ял çыннисем тĕлĕнсех кайрĕç. "Паян пирĕн яла чăн-чăн Пушкин килсе кайнă пулĕ", — терĕç ват çынсем, клубран тухнă май. Çут çанталăк ентеше сăвăç чунне парнеленĕ. Марк Аттай — хăй тĕллĕн вĕренсе аталаннă поэт. Çырас ĕçе вăл хаçат-журнал редакцийĕсене куллен вак-тĕвек хыпарсем пĕлтерсе тăма пуçланинчен, халăх фольклорĕнчен тытăннă. Ăста купăсçă та пулнă вăл, хăйĕн такмакĕсемпе çынсене савăнтарнă. Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем çапла аса илнине палăртмалла: "Атăл хĕрринче вырнаçнă хаçат-журнал сутакан пĕчĕк лавкка умĕнче Никифор Ваçанккапа Марк Аттай ăмăртмалла купăс калатчĕç, пĕтĕм яш-кĕрĕм вĕсен тавра пуçтарăнатчĕ, пуçланатчĕ вара…" Марк Аттайăн пултарулăхĕ 20-мĕш çулсен пуçламăшĕнче никĕсленет. Литературăра нумай ĕçлеме тỹр килеймен пулин те, хăйĕн "поэзи лаççинче" (1924-1936 ç.ç.) Марк Аттай чылай пысăк ĕç туса хăварма ĕлкĕрнĕ, халăха нумай жанрлă произведенисем парнеленĕ. Çыравçăн пултарулăхĕн тĕп теми вăл — чăваш халăхĕн пурнăçĕ. Сатира жанрĕ Марк Аттай пултарулăхĕнче уйрăмах паллă вырăн йышăнать. Çакă 1924 çулта "Канаш" хаçатра пичетленнĕ "Сăмакунккă" юптарупа "Упи хвершăлĕ хупларĕ" фельетонра аван курăнать. Вăл çырнă юптарусемпе фельетонсем, кулăшсемпе йĕплĕ такмаксем обществăри йĕркесĕрлĕхсене вăхăтра пĕтерме, тĕрĕсмарлăхсемпе çитменлĕхсене тасатма, ултавпа суяна тăрă шыв çине кăларма пулăшнă. Çав йĕркесĕрлĕхсене автор ытларах хăйĕн пурнăçĕнче тĕл пулнă тĕслĕхсенчен илсе кăтартнă. Кун пек произведенисен шутĕнче автор тĕрлĕрен вăхăтра çырнă "Кĕрнеклĕ", "Эй, пултарать", "Тăнсăр служащи", "Хальхи частушкăсем", "Йăкăнат хуйхи" кулăшла сăвăсене асăнса хăвармалла. Тĕрлĕ пỹтсĕрсене поэт "Эй, Турă, çырлах", "Çăварни", "Урам тăрăх пынă чух" сăвăсенче тăрăхласа питлет. Тăр кăнтăрла урам тăрăх "ха-а-йт? тесен хайхи пур, çупкă çиме арăм пур" тесе çăвар карса çỹреме юратакан Ваçлисемпе Рамансене те ("Мăкăрччи юрри", "Ỹсĕр пуçпа”, "Кĕрнеклĕ"), учрежденисене ĕçпе пынă çынсенчен парне кĕтме юратакансене (“Çу сĕрсен"), хулăн ĕнселлĕ бюрократсене те ("Бюрократ"), хĕрĕх çулта хĕр шыракан ултавçăсемпе суя "каччăсене" те ("Хальхи такмаксем", "Путекпе така"), чăвашла пĕлменнипе мухтанса çỹрекен вĕçкĕнсене те ("Ни вырăс, ни чăваш"), ашшĕ-амăшĕ хирте тар юхтарса ĕçленĕ вăхăтра йывăç сулхăнĕнче выртма кăмăллакан кахалсемпе услапсене те ("Эй, путарать") поэт-сатирик сатира çулăмăпе хăюллăн ăшалать. Çут тĕнчере 37 çул кăна пурăннă. Çапах та Марк Аттай хăйĕн кĕске кун-çулĕнче литературăра 70 ытла сăвă, аллăна яхăн юптару, фельетон тата кулăшсемпе такмаксем, çавăн пекех пысăках мар очерксемпе калавсем, поэмăсемпе пьесăсем, нумай енлĕ публицистика жанрĕпе çырнă произведенисем хăварнă. Поэт çырнă чи лайăх хайлавĕсем 1929 çулта "Хĕрлĕ сăнă", 1932 çулта "Çамрăк хунав" пуххисенче пичетленнĕ, паллă йĕр хăварнă. 1936 çулта Марк Аттай Çĕпĕре куçса кайнă, унта вăл вăрçă пуçланичченех учитель пулса ĕçленĕ. Вăрçă тухсан Марк Аттай фронта тухса кайнă. 1942 çулта вăрçă хирĕнче пуçне хунă, паянхи куна унăн вил тăпри хăш вырăнта пулни паллă мар. Çапах та тăван халăх унăн ятне манмасть. Марк Аттая вилнĕ хыççăн Раççей Писателĕсен союзне кĕртнĕ. Вăл çуралса ỹснĕ Çĕньял Упи ялĕнче пĕр урам ун ячĕпе хисепленет, 2000 çулта паллă ентеше асăнса Асăну хăми уçнă. Вăл вилнĕренпе нумай вăхăт иртнĕ пулин те, унăн юптарăвĕсене паянхи кун та сцена çинчен, радиопа илтме пулать. Маларах вăл çырнă юптарусене ("Тăнсăр служащи", "Бюрократ" тата ыт. те) чăвашсен паллă артисчĕ, кулăш ăсти Ефим Никитин вуланă пулсан, халĕ вара хăйĕн репертуарĕнче Виталий Сергеев (Çамрăксен театрĕ) артист та аван усă курать. Марк Аттайăн юптарăвĕсем паянхи кун та актуаллă пулни курăнать, унăн ĕçне малалла тăсакансем те пур. Апла пулсан тăван поэтăн ячĕ вилĕмсĕр, яланах халăх асăнче пулĕ. И. Федорова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика