АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тавах, юратнă апая”, — тет паян Роза Александровна

10 апреля 2020 г.

“Тавах, юратнă апая”, — тет паян Роза Александровна

 Эпĕ астăвасса ăна Пайсупинта Хыçалти урам тетчĕç. Çапла калама сăлтавĕ те çыпçăннă, ахăр... Турхан Упин чи хыçалти, Хĕвел анăç енчи урамĕччĕ вăл. Пĕр енче кăна çурт-йĕр ларатчĕ. Мăшăр çунатсăрччĕ. Хăй вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче, пушă анкарти хуçаланман кунта. Халĕ вара тăхăр килте кăна çын пурăнать, кĕрет, тухать, малашлăха пăхать... Пирĕн анкарти хыçĕнчех урама урлă виçĕ чỹречеллĕ йывăç çурт вырнаçнăччĕ. Кил хуçи хĕрарăмне эпир ватти-вĕттипех: "Хыçри урамри Санька арăмĕ", — теттĕмĕр. Çав тери вашават, уçă кăмăллă çынччĕ вăл Евдокия Андреевна. Ĕçшĕн çунакан, çынпа ăш пиллĕн сăмахлакан ватăччĕ. Ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттерчĕ. Мăшăрне, Александр Алексеева, астумастăп, паллах. Танкист тăван çĕршыва нимĕç эшкерĕсенчен хỹтĕленĕ. Сывлăхĕ йăвашланнипе 33 çул кăна пурăннă ентешĕм. Халĕ Алексеевсен кил вырăнĕнче ялти Леонид Белов кирпĕч çурт çĕклесе лартнă. Çапах та манăçсăр, яланах асра Алексеевсен сумлă кил-йышĕ. Ашшĕ-амăшĕн пехилне çĕре ỹкермеççĕ ачисем, тăван кĕтесе килсе çỹреççĕ, ашшĕ-амăшĕ пурăннă урамра пулаççĕ, çынсемпе вашават курнăçаççĕ. Уйрăмах ку тĕлĕшпе Евдокия Алексеевăн чи аслă хĕрĕ, çав тери тарават, уçă кăмăллă Роза Александровна тавра сыпăнать манăн сăмахăм. Турхан Упирен (халь Пайсупин) Чиркỹллĕ Упине — пилĕк çухрăма яхăнта ларакан шкула çỹренĕ Роза. — Эпĕ вĕрентекен пулмасан та пултарнă. Сакăр класс пĕтерсен ялти чăх-чĕп ферминче тăрăшрăм. Виçĕ хĕр-упраçчĕ эпир... Шкула текех çул такăрламастпăр теттĕмĕр. Шел те, авăн уйăхĕнче тус-тантăшсем парта хушшине вырнаçрĕç. Çавна май манăн та ĕмĕт-шухăш урăхларах çаврăнчĕ, шкула кайма тиврĕ. Уроксем хыççăн та апай сукмакне такăрланă эпĕ, чăх-чĕп фермине васканă, — аса илỹсен хумне путрĕ Роза Александровна. — Ĕç вăл пурнăç тыткăчи пулнă-çке... Сăмах çăмхине татах сỹтрĕмĕр иксĕмĕр. Тарăн шухăшлă хĕрарăм иртнĕ, хыçа юлнă самантсене халĕ те йĕрки-куркипе куç умне кăларать. Çуркунне шурă юр çине çивитти сарса хунă евĕр астăвăм çăмхине сỹтет... — Тăваттăмĕш класра пĕлỹ илеттĕм пулас. Чăваш халăх çыравçин А. Артемьевăн "Салампи" повеçне вулас килнĕрен библиотекăна çул тытрăм. Хайлав содержанийĕ юратупа çыхăннă, паллах. — Эсĕ çамрăкрах-ха. Хальлĕхе тăхтамалла пулать. Çитĕнерехпе сана çул уçă, — лăплантарчĕ мана вулавăш ĕçченĕ. — Ан кулян. — Эпĕ "Салампие" апая вуласа паратăп. Вăл та кĕнекепе çывăх. Хирĕçлемĕн-и? — куç кĕретех суйрăм вулавăш ĕçченне. — Хам çав каçах алла тытрăм "Салампие". Роза мĕн ачаранпах чăваш литературине, илемлĕ чĕлхене парăннă. Çавăнпа та нумай вуланă, чылай-чылай чăваш çыравçисемпе шкул сакки çинче ларнă чухнех çывăхланнă. Сăмахран, Василий Краснов-Аслин, Петĕр Хусанкайăн, Василий Алентейĕн, Юрий Скворцовăн, Мария Ухсайăн, Çеçпĕл Мишшин, Александр Алган, Леонид Агаковăн, Альберт Канашăн, Илпек Микулайĕн, Никифор Мраньккан тата ыттисен хайлавĕсене ылмаштара-ылмаштара вуланă. Пĕр вăрттăнлăх тавра та сыпăнать манăн сăмахăм. Р. Алексеевăшăн кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех урокра задача шутласси йывăрлăх кăларса тăратнă. Çавах та аслă классен картлашкисемпе тăвалла улăхнăçемĕн математика чи юратнă предметсенчен пĕри пулса тăнă. "Питĕ лайăх вĕреннипе тус-тантăшсен йышĕнче пит-куçа хĕретмен эпĕ. Вĕренỹ çине ытларах тимлĕх уйăраттăм, — çакна уйрăммăн палăртать ентешĕм. — Мĕншĕн тесен çине тăрсан ут та çултан юлмастех". Роза Александровна Упири вăтам шкултан 1963 çулта вĕренсе тухать. Çав çулах И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет-авт.) физикăпа математика факультетне вĕренме кĕме заявлени кайса парать. Пилĕк экзамена та лайăх паллăсемпе тытать, студент пулса тăрать. Аслă шкулти пурнăç пĕр сисĕнмесĕр хыçа юлнă. Алăра — тахçан кĕтнĕ диплом. Вăл вăхăтри ĕç-пуç тавра сăмах хускатсан, мĕн тăвăн, направлени пĕрремĕш вырăнта юлнă. — Çапла вара кун-çулăма 1967 çулта Вăрнар тăрăхĕнчи Уйкас Юнтапа шкулĕпе çыхăнтартăм эпĕ. Кунта пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерчĕç тата... Çулталăкран уйрăм çын патне пурăнма куçрăм. Класс ертỹçи пулнă май, тĕрлĕрен мероприятисем йĕркеленĕ, вĕсене ачасене çеç мар, ашшĕ-амăшне те явăçтарнă. Математика предметне чун ăшшипе туйма, хаклама вĕрентнĕ эпĕ. Тепĕр чух ăна-кăна хăвăртах, вырăнлăрах ăнкартаймасан уй! уй! шурă куçпа пăхма-и... тата ỹпкелешсе тăруках сасса хăпартма-и... Ачасене, хамăн тĕпренчĕксене, пурнăçăн тип-тикĕсех мар çулне тĕрĕсрех, килĕшỹллĕрех суйласа илме тата çирĕппĕн утма хăнăхтарнă эпĕ, — шухăшсен хумне путрĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Р. Алексеева. — 37 çул шкулта ĕçлерĕм. Турхан Упи хастарĕн Уйкас Юнтапари кирпĕчрен хăпартнă хăтлă килĕнче типтерлĕ те çыпăçуллă алăсемпе хатĕрленĕ темиçе альбом упранать. Тĕрлĕ çулсенчи сăн ỹкерчĕксемпе çырусем йышлă вĕсенче. Пĕр çырăвне вуласа пăхар-ха: "Хаклă Вĕрентекенĕмĕр. Хисеплĕ Роза Александровна! Ачалăхпа çамрăклăх çулĕсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Халĕ хамăр, акă, ватлăх çулне пусрăмăр. Эсир ăс панă, сирĕнпе çума-çумăн утнă, юнашар ларнă кунсемпе çулсем манăçсăр пирĕншĕн. Тавах сире пире тỹрĕ çул суйласа илме пулăшнăшăн. Ан ватăлăр...". Чипер саспаллисемпе çырнă хут листи çине питĕ кăтартуллăн алă пуснă. Р. Алексеева 1972 çулта Уйкас Юнтапа каччипе Василий Горшковпа çемье çавăрнă. Водитель пулнă. Шел, 26 çул мăшăр кăвакарчăн пек шăкăлтатса, пĕрле пурăнсан, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн Аля йăмăкĕ тата Коля шăллĕ пур. Вĕсемпе хăпартланать, мухтанать вăл. Вĕçĕнче çакна калани те вырăнлă пулĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çĕр кил ытларах Пайсупинтан 149 çын хутшăннă. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарнă май, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисене хисеп туса лартнă палăка çĕнетнĕ çĕре Р. Алексеева 2 пин тата иртнĕ çул ял уявне йĕркелесе ирттерме 1 пин тенкĕ парса пулăшрĕ. Тавах, çакăн пек ырми-канми, тăрăшуллă, çепĕç хĕрарăма. Иртнĕ çул Пайсупин 270 çул тултарнине уявлама хутшăннăччĕ ентешĕмĕр, ятарлă лапама Кушар Юнтапари "Санар" фольклор ушкăнне (ертỹçи А. Квасов) кăларчĕ, халăха туллин савăнтарчĕ. Тата материала çырса хатĕрленĕ хыççăнах, пăнчă лартас тенĕ чухне, çыру илтĕм почтăпа. — Эпир хамăра "вăрçă ачисем" тесе шутлатпăр. Манăн атте, йывăр суранлăскер, 33-рех, вăрçă хыççăн 5 çултан яланлăхах куçĕсене хупрĕ. Эпĕ — асли — 5 çулта юлнă, манран кĕçĕнреххисем тата иккĕн пулнă. Çиме çăкăрĕ, пỹрт-çурта хутса ăшăтма вутти пулман, ăна илме укçи çитмен. Çуркунне хиртен çĕрнĕ çĕр улми пуçтарса килсе икерчĕ евĕрлĕ япала пĕçерсе çинине астăватăп. Апай тырă вырма, жнейка хыççăн кĕлте çыхма илсе çỹренĕ пире. Çурла каснă суран йĕрĕсем халĕ те палăраççĕ. Шкула çỹреме йĕркеллĕ çи-пуç та пулман. Дуст миххисене çурса кĕпе, саппун çĕлесе панине астăватăп. Çав михĕсене темĕн чухлĕ çусан та дуст шăрши пĕтмесчĕ. Пирĕнтен çав шăршă анчах кĕнĕ пуль. Тавах апая (вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ) пире çитĕнтерсе çĕршыва юрăхлă çынсем тунишĕн... — вĕçленеççĕ чун-чĕрене çỹçентерекен, иртнĕ вăхăта аса илтерекен йĕркесем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика