АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штраф 30 пин тенке çитме пултарать

10 апреля 2020 г.

Чăваш Енре РФ Кодексне хушăмсем кĕртмелли Указ вăя кĕнĕ. Асăннă документпа чрезвычайлă лару-тăру (ЧС) тапхăрĕнче тата ун çинчен пĕлтерсен протокол çырма ирĕк паракан органсене çирĕплетнĕ. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн власть органĕсен официаллă порталĕнче ФЗ-98 №-лĕ Указĕ пичетленнĕ. Унта "О комплексе ограничительных и иных мероприятий по противодействию распространению новой коронавирусной инфекции на территории Чувашской Республики" 92 №-лĕ Указĕ кун çути курнă. Çавна май республика территорийĕнче йĕркене пăсакансем пирки ĕç тăвакан власть органĕсене çирĕп мерăсем йышăнма хушнă. "Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнчен Чăваш Ен территорине Раççейĕн ытти субъекчĕсенчен килекенсен 14 кун хушши самоизоляци йĕркине пăхăнмалла", — тенĕ унта. Маларах Указ 65 çултан аслăрах çынсене кăна пырса тивнĕ. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнчен вара, уйрăм йышăну кăлариччен, санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăх енне улшăниччен çынсен хăй пурăнакан вырăнтан (уйрăм категори çыннисене шута илмесен) тухса çỹреме юрамасть. Чăваш Енре пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен уйрăм режим ĕçе кĕнĕ. Вĕсене пăхăнман граждансен 1000-30000 тенкĕ таран, должноçри çынсен 10000-50000 тенкĕ таран штраф тỹлеме тивĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика