10 апреля 2020 г.
Çĕршыв ертỹçи хăйĕн сăмахĕнче, тĕпрен илсен, çак енсене палăртрĕ:
Патшалăх сиплев койкисене малалла сарма 33 млрд, тĕрлĕрен техникăпа
оборудовани (ИВЛ, реанимобильсем) туянма тата 13 млрд тенкĕ уйăрнă.
Коронавируса хирĕç тăракан медиксем март уйăхĕнчен пуçласа хушма ĕç укçи илĕç. Врачсем — 80 пин, вăтам персонал 50-шар пин, кĕçĕн персонал 25 пин тенкĕ. “Васкавлă пулăшăвăн” тухтăрĕсем 50 пин, фельдшерсемпе водительсем 25 пин тенкĕ. Хушма укçа уйăрасси виçĕ уйăха тăсăлĕ.
Пĕчĕк тата вăтам бизнеса çур çуллăха налуксен тỹлевне каярахпа куçарĕç (отсрочка). Çавăн пекех РФ Правительствин бизнеса малалла пулăшу кỹме хушма программа хатĕрлемелле.
Чи малтан çынсене ĕçпе тивĕçтерекен компанисене пулăшу памалла. Енчен те граждансем ĕçсĕр тăрса юлсан патшалăхăн вĕсене чи малтан пулăшу кỹмелле.
Ĕç çухатса ĕçпе тивĕçтерекен центра пыракансене ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕнчи (МРОТ) чи çỹллĕ виçепе пособи тỹлемелле. Июнь уйăхĕнче 3-7 çулсенчи ачасем пур çемьесене тỹлев пама тытăнмалла. ; Ачасем пур çемьесем çывăх виçĕ уйăхра çул çитмен кашни ача пуçне хушма 3 пин тенкĕ илме тытăнĕç.
Çывăх 2-3 эрне Раççейре çак амакпа кĕрешмелли чи тĕп тапхăр пулĕ.
Мĕн пурри иртсе пырать — ку та çаплах пулĕ. Никама та çăмăл мар, анчах Раççей мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăнĕ.