АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тỹрĕ лини” иртнĕ

10 апреля 2020 г.

Иртнĕ эрнере Чăваш Енре коронавирус чирне асăрхаттарас тĕллевпе оперативлă штаб çумĕнчи ĕçлĕ ушкăн "тỹрĕ лини" ирттернĕ. "Чăваш Ен наци телевидени" куракансен, "Чăваш Ен наци радиовĕпе" "Тăван радио" итлекенсен, YouTube видеохостингпа усă куракансен ыйтăвĕсене специалистсем хуравланă. Ĕç ушкăнĕн ертỹçи — Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ А. Салаева "тỹрĕ линие" уçнă май, республикăра чир ан сарăлтăр тесе мĕн тума пултарнине пурне те тунине пĕлтерчĕ. Коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă ыйтусене пама граждансем валли регионта "хĕрỹ лини" ĕçлет. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ М. Анисимов каланă тăрăх, нумаях пулмасть уçнă "хĕрỹ лини" çине волонтерсене чĕнме 200 ытла шăнкăрав йышăннă. "Халĕ пирĕн, нихăçанхинчен те ытларах, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăмалла, - тенĕ Михаил Владимирович. - Хамăр çинчен кăна мар, пулăшу кирлĕ çынсене те пулăшмалла". Министр Чăваш Енре хатĕрленĕ "Время помогать" ресурс çинчен каласа панă, çынсен канмалли кунĕсене тĕрлĕ майсемпе тухăçлă ирттересси пирки пĕрлехи информацие пухнă. "Тỹрĕ эфира" шăнкăравласа тухакансем специалистсенчен хумхантаракан чи çивĕч ыйтусем çине хуравсем илчĕç. Паянхи кун республикăра, пĕтĕм çĕршыври пекех, медицина маскисем çитменнипе çыхăннă ыйту тăрать. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ И. Моторин Минпромторг хушнипе çитес вăхăтра региона хỹтĕлев маскисем килмеллине пĕлтернĕ. Чăваш Енри хăш-пĕр предприятисем маскăсем туса кăларма пуçларĕç. Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх, талăкри производство калăпăшĕ хальлĕхе 40 пин шутланать, çитес вăхăтрах çаксене 100 пине çитерме палăртнă. Республикăна ытти çĕртрен килекен уйрăм çынсем валли мĕнле те пулин чару пур-и? Йывăр лару-тăрăва лекнисене ипотека каникулĕсем парĕç-ши? Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшмашкăн мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Çак тата ытти ыйтусене "тỹрĕ линин" специалисчĕсем татăклăн хуравласа панă. "Çак форматпа тỹрĕ лини ирттересси, республикăра пурăнакансем ăна ырăпа йышăнаççĕ пулсан, йăлана кĕрессе шутлатăп. Эпир килсе тăракан ыйтусене малалла та тишкерсе тăрăпăр тата вĕсене çакăн пекех компетентлă йышпах сỹтсе явăпăр", — палăртнă А. Салаева мероприятие пĕтĕмлетнĕ май. Т. Филиппова?

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика