АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коронавирус парăнасшăн мар-ха: тухтăрсем сăнаса тăракан çынсен шучĕ, чирленисен йышĕ кунсерен хушăнать

10 апреля 2020 г.

 Çапах та патшалăх влаç органĕсем лару-тăрăва куçран вĕçертмеççĕ, инфекцие чарма пулăшакан мерăсене çийĕнчех йышăнаççĕ. Тĕнчере ĕнерхи кун тĕлне 1520468 çынна коронавирус инфекцийĕ лекнĕ, çак амакран 88537 çын вилнĕ, 330860 сывалнă. АПШара 435160 çынна вирус çакланнă, 14797 çын вилнĕ, 22891 çын сывалнă. Китайра ку кăтарту çакăн пек: 81865, 3335 тата 77370. Испанире 148220 çын çак инфекципе чирлет. Вăл ку таранччен 14792 çын пурнăçне татнă, 48021 сывалнă. Италире 139422 çыннăн инфекцине тупса палăртнă, 17669 çын пурнăçран уйрăлнă, 26491 çын сывалса тухнă. Раççейре 10131 çын вируспа чирлĕ, вăл 61 çын пурнăçне татнă. Чăваш Енре ака уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне коронавируспа чирлисен йышĕ 19 çынна çитнĕ. Медицина ĕçченĕсем 795 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ. Республикăра чирлĕ пĕрремĕш çынна пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче тупса палăртнăччĕ. Тухтăрсем арçынна сыватма пултарнă. Тест чир паллисем çуккине çирĕплетнĕ хыççăн ăна ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче сиплев учрежденийĕнчен кăларнă. Ун хыççăн — çĕнĕ тĕслĕх. Коронавирус ернĕ хĕрарăм Мускавран Шупашкара килнĕ. Тепĕр икĕ кунран — каллех çакнашкал пулăм. Хальхи тĕслĕхри чирлĕ çынсем те Мускавра анализ панă, унăн кăтартăвĕсене кĕтсе илеймесĕрех Чăваш Ене тухса килнĕ: пĕри — автобуспа, тепри — хăйĕн автомашинипе. Иккĕшĕ те килĕнчен тухман. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра вĕсем больницăра сипленеççĕ, хăйсене аван туяççĕ. Тăванĕсенчен, вĕсемпе хутшăннă çынсенчен анализ илнĕ, тивĕçлĕ ытти мерăсем йышăннă. Паянхи лару-тăрура, чи малтан, паллах, çынсен хăйсен тимлĕрех пулмалла. Чăваш Енре ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче тата тепĕр икĕ çын чирлени палăрнă. Вĕсене, упăшкипе арăмне, Доминиканăран таврăннăскерсене, çынсенчен уйăрнă. Кăнтăрла хыççăн ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви тĕп хулари клиника центрĕн 1-мĕш тата 2-мĕш поликлиникисене карантина хупни çинчен пĕлтернĕ. Медицина организацийĕн администрацийĕн ĕçченĕн анализĕ иккĕлентернĕрен çак мерăна йышăнма тивнĕ. Хĕрарăм пандеми вăхăтĕнче республика тулашне тухман. Пациента çирĕп йĕркене пăхăнса больницăна вырнаçтарнă. Поликлиника корпусĕсене дезинфекциленĕ. Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн терапи уйрăмĕнчи пациенткăсенчен пĕри анализ панă хыççăн вăл коронавирус инфекцийĕпе чирли палăрнă. Тĕп сыватмăшăн 1-мĕшпе 2-мĕш корпусĕсене обсерватор мелĕпе ĕçлеттермелле тунă. Вĕсем уйрăм çуртсем, тĕп корпуспа çыхăнман. Обсерваторире контакт мелĕпе лекнĕ пĕрремĕш çынсем — медицина организацийĕн 20 çынни тата 26 пациент. Вăрмарти тĕп сыватмăшăн ытти стационарĕсен мĕн пур сотрудникĕсемпе пациенчĕсенчен анализсем илнĕ. 12 медицина ĕçченне киле карантина янă. Медицина организацийĕн ытти уйрăмĕсен специалисчĕсем штатлă режимпа ĕçлеççĕ. Паянхи куна Тутарстанра коронавируспа чирлĕ 41 çынна шута илнĕ, улттăн сывалнă. Чулхула облаçĕнче 80 çын чирлĕ, 13-шĕ сывалнă, иккĕшĕ пурнăçран уйрăлнă. Мари Эл Республикинче инфекци ернисем — 40-ĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика