АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илеме тĕп тăваççĕ

10 апреля 2020 г.

“Чечек те пĕр вăхăтра анчах” е “Чечек ĕмĕрĕ пек”, — тенĕ халăхра. Чăн та, çеçкесен илемĕпе нумай киленейместпĕр. Тĕрлĕ хурт-кăпшанкă е чир-чĕр ахаль те вĕсен кĕске ĕмĕрне татах кĕскетеççĕ. Сăмахран, Анăç (Калифорни) чечек трипсĕ киле пырса кĕрсен пур чечеке те сиен кỹме пултарать. Хăвăрт сарăлакан сăтăрçа лавккасенче тупса палăртсан пĕтĕм партие тĕп тума лекет. Вун-вун çеçкене çунтарни вара, чăн та, чуна пырса тивет. Хитре-çке! Анчах пĕр шелсĕр трипс çак илеме кĕске вăхăтрах тĕп тăвать. Вăл иленнĕ чечекĕн папкисем часах татăлса ỹкеççĕ, хăй хăрма тытăнать. Питĕ вĕтĕ нăрă 250 тĕрлĕ ỹсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнма пултарать. Çимĕç паракан культурăсен тухăçĕ палăрмаллах чакать. Трипс — хăрушă вирус чирĕсене саракан та. Вăл пирĕн тăрăха лартмалли материалпа, чỹлмекри ỹсен-тăранпа тата чĕрĕ пахча çимĕçпе килме пултарать, асăрхаттараççĕ Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем. Сăмах май, пирĕн пата чечексене ытларах Мускавран, Чулхуларан, Хусанран илсе килеççĕ. Чи пысăк поставщик вара — Голланди. Инçетрен килекен кунашкал продукци илсе килни çинчен Россельхознадзора пĕлтермелле: тĕрĕслев ирттерме. Шăпах çакăнта кĕтмен хăнасене тупса палăртаççĕ те. 2019 çулта 110 пин штук ытла ку йышши продукцие тĕрĕслев витĕр кăларнă. Трипс тапăннă 2 тĕслĕх пулнă пĕлтĕр. Хризантемăсемпе спатифиллумсем шар курнă. Çак сăтăрçăран хăтăлма чăн та йывăр. Çавăнпа та ытти чечеке тапăниччен партипех пĕтернĕ. Кăçал та лаборатори тĕпчевĕсем чỹлмекре ỹсекен хризантемăсенче трипс асăрханă. Çав партисене çунтарнă. Çĕнĕ чечеке малтан уйрăммăн тытма сĕ-неççĕ специалистсем: чир-чĕр, хурт-кăпшанкă ытти чечексем çине куçасран. Трипс пуррине пĕлес тесен чечеке шурă хут çине силлемелле. Вĕтĕ, 1—2 миллиметр чухлĕ, нăрă асăрхасан çулçăна, чечеке çунтарса ямалла кăна. Иккĕленỹ çуралсан управление шăнкăравлама ан манăр.

Н. Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика