АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеринари надзорĕнчи çĕнĕлĕх

10 апреля 2020 г.

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе ĕçлекен юридици сăпатĕнчи çынсене тата усламçăсене тĕрĕслессипе çыхăннă полномочисене кăçалтан пуçласа Россельхознадзора çирĕплетнĕ. Тĕрĕсрех каласан, выльăх тытакан тата пусса тирпейлекен, аш-какай тата сĕт, пулă продукцийĕ сутăн тăвакан предприятие 2020 çултан пуçласа Россельхознадзорăн территорири управленийĕн инспекторĕ кăна тĕрĕслеме пултарать. Регионти ветеринари службин кунашкал ирĕк çук малашне. Ветеринари надзорĕ çинчен калакан саккуна Раççей Президенчĕ 2019 çулхи раштав уйăхĕнчи 28-мĕшĕнче алă пуснă. Ку таранччен предприятисене федераци тата регион шайĕнчи инспекторсем тĕрĕслеме пултарнă. Каламалла, çĕнĕ саккун регионсенчи ветслужбăсене ытти полномочийĕсенчен хăтармасть. Тĕрĕслевсемсĕр пуçне вĕсен ытти ĕçĕсем вĕсем çинчех юлаççĕ. Сăмахран, чĕр чунсен чирĕсенчен хỹтĕленессипе тата тĕп тăвассипе, сиплессипе çыхăннă меропрятисем. Предприятисенче техрегламентсен хушăвĕсене епле пурнăçланине тĕрĕслĕç, сăмахран, апат-çимĕç продукцийĕн хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă требование. Кунсăр пуçне, предприятире производство лабораторийĕ пур пулсан федераци шайĕнчи инспекторсем тĕпчевсен протоколĕсемпе кăсăкланма ирĕк пур тата ытти те. Тĕрĕслев ĕçĕсене федераци ведомстви “Меркурий” информаци тытăмĕпе те анлăн усă курса пурнăçлĕ. Сăмах май, ветеринари çинчен саккуна улшăнусем кĕртессин тепĕр тапхăрĕ пирки халĕ сăмах пырать. Черетлĕ улшăну килти чĕр чунсене тата ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕсене маркировкăпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Çакна та палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Россельхознадзор, коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пуррине кура, РФ Правительствин Председателĕн хушăвне тĕпе хурса, вăхăтлăха, май уйăхĕччен, тĕрĕслевсене чарса лартнă.

Н. Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика