10 апреля 2020 г.
Эдисон Иванович Патмар — чăваш прозăçи, сăвăçи, публицисчĕ, ашшĕ ĕçне малалла тăсаканĕ. Вăл Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), пĕтĕм тĕнчери баталистсемпе маринистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Нестер Янкас, Алексей Талвир ячĕллĕ парнесен лауреачĕ. Артур Беккерăн ылтăн тата пăхăр медалĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш халăх академикĕ. Украинăри Рыльски ячĕллĕ академипе тачă çыхăну тытать. Совет Союзĕн тата ытти ют çĕршывсен 7 медальне илме тивĕçлĕ пулнă. Э. Патмар — фольклорпа литература жанрĕпе çырнă 100 кĕнеке авторĕ, редакторĕ, йĕркелесе пичетлесе кăлараканĕ. Эдисон Иванович Патмар 1955 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче служащи çемйинче çуралнă. Вăл Яманакри 8 çул вĕренмелли шкулта, Красноармейскинчи вăтам шкулта, Оренбургри аслă çар училищинче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин факультетĕнче вĕренсе пĕлỹ илнĕ. Иван Патмар пурнăçран уйрăлсан вунă çула яхăн иртсен унăн ывăлĕ Эдисон Патмар, Раççей çарĕн майорĕ, запаса тухать. Ашшĕн ĕçĕ-хĕлĕ шухăша ярать офицера. “Хĕрĕхри пуçăмпа алла усса ларас-и вара, тытас та пикенес атте пуçарнă ĕçе. Çырмапа çырма хушшинче шыв шăнкăртатса юхать пулсан, çынпа çын хушшинче тăван сăмах чĕрĕ çăлкуç пек шăнкăртатса тăрать. Çав çăлкуçра — халăх ăс-хакăлĕ, тĕнче курăмĕ, иртнипе малашлăхĕ, тăванла туйăмĕ. Çав çăлкуçра — асран кайми несĕлĕмĕрсен пурнăçĕ. Пирĕн пурнăç. Чăваш халăх сăмахлăхĕн çỹпçине пуянлатса пырасси — пирĕн тивĕç”, — тет Эдисон. Çавăнтанах ашшĕн ал çырăвĕсене çỹлĕк çинчен антарать, пичет ĕçĕн йĕрки-куркипе паллашать, полиграфи предприятийĕсемпе çыхăну йĕркелесе ярать, укçа-тенкĕ енчен пулăшакансем те тупать. Çапла вара ывăлĕ ашшĕ пухнă халăх сăмахлăхне ултă кĕнеке туса кăларать, вĕсене библиотекăсене, клубсене, шкулсене çитерет. “Аттен виçĕ кĕнекине кăларнă хыççăн хам та халăх сăмахлăхĕпе анлăн ĕçлеме пуçларăм. Атте, Иван Патмар, Чăваш Республикинчи чылай ялсенче пулнине шута илсе, эпĕ Раççейри чăваш ялĕсене тĕпчес тĕллев лартрăм. Вунă çул хушшинче 646 ялта пулма ĕлкĕртĕм. Пушкăртстан, Тутарстан, Мари Эл, Удмурт, Хакасси Республикисенчи, Ульяновск, Самара, Саратов, Тюмень, Пенза, Оренбург облаçĕсенчи тата Красноярск кра-йĕнчи чăваш ялĕсене çитрĕм”. Ĕмĕчĕ пысăк Эдисон Ивановичăн, çак ĕçпе малалла та ĕçлемелле, кирек мĕнле пулсан та кĕлетри пуянлăха пысăк тиражпа çĕнĕрен пичетлесе кăлармалла. Халăх сăмахлăхĕ — ылтăн еткер. Эппин, вăл халăхăн ылтăн çỹпçинче пулмалла. Ашшĕн ал çырăвĕсене пухса 10 томпа пичетлесе кăларма тĕллев тытать, 9 томне пичетлесе кăларнă та ĕнтĕ. Халĕ юлашки томĕпе ĕçлет. Икĕ Патмарăн ĕçĕ-хĕлĕ ку ĕмĕрте кăна мар, çитес ĕмĕрсенче те халăх сăмахлăхĕн çỹпçинче пуласса шанас килет. ...Эдисон Ивановичăн çырас туртăмĕ ачаранах пулнă. Паллах, çырас ăсталăха вăл ашшĕнчен вĕренсе пынă. Çапла аса илет паллă çыравçă: “Атте, Иван Анисимович, ĕç хыççăн хăйĕн машинкипе мĕн çĕрлечченех пичетлетчĕ. Мĕнле те пулин хайлав çырса пĕтерсен пурне те вăрататчĕ, çĕрле 2—3 сехетре вăратни те пулнă, вара тытăнатчĕ вулама…” Красноармейски вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чух сочиненисене сăвăлла çырнă вăл. Ольга Ивановна (амă-шĕ) культура ĕçченĕ пулни те ачана тĕрлĕ писательсемпе поэтсен произведенийĕсене алла тытса вулама май туса панă. Амăшĕ тăрăшнипе çамрăк Эдисон шкула çỹреме пуçличченех библиотекăри пĕтĕм ача-пăча кĕнекине вуласа тухнă. Запаса тухсан унăн кĕнекисене редакцилекенĕ те амăшĕ пулнă. Вĕсен килĕнче час-часах Валентин Урташ — поэт, Прохор Трофимов — писатель, полковникпа курнăçнине, Петр Осипов драматург патĕнче ашшĕпе хăнара пулнине те тĕлĕкри пек ас тăвать Эдисон Иванович. Çав тĕлпулусем каярахпа çамрăка çыравçă çулĕ çине тăма хавхалантарнă та ĕнтĕ. Унăн вак жанрлă материалĕсем çарти, Казахстанпа Украина хаçачĕсенче час-часах çутă курнă. Запасра, 1998 çулччен “Патмар” кĕнеке издательствине ертсе пырса, пĕр вăхăт, 1995 çулта, “Защитник Отечества” хаçат редакторĕ пулса ĕçленĕ. 1998 çулччен хăй çырнă хайлавсене, ашшĕн ĕçĕсене редакцилесе, ытти çыравçăсен сăвви-калавне хакласа кĕнекесем кăларнă. Кайран, вĕрентекенсен тата тĕрлĕ çыравçăсен сĕнĕвĕсене шута илсе, икĕ журнал уçнă — “Халăх ăс-хакăлĕ” тата “Халăх ăс-хакăлĕ” библиотеки”. 2003—2004 çулсенче Чăваш Республикин Вĕрентỹ институтĕнче аслă преподаватель пулса ĕçленĕ вăл. 2005 çултанпа “Капкăн” журнал редакторĕ пулнă. Э. Патмар çак кĕнекесене кăларнă: “Чăваш календарĕ” (1996), “Чăваш календарĕ” (1998), “Сана валли, чăваш ачи”, “Халăх ăсĕ юрату çинчен”, “Улахра", "Яманак ял ĕçченĕн календарĕ”, “Чăваш ялĕ”, “Ĕненме юрать-и?”, “Манăн ял курăкĕсем”, “Чун”, “Вулас килет, пĕлес килет”, “Упи ялĕ”, “Кил ăшши”, “Тĕлĕкре” (калавсем), “Чăвашлах пурăнам-ха”, “Сергеев В.И. 60 çула çитнине халалласа”, “М.И. Скворцов — 70 çул”, “Ăслăлăх çулĕпе”, “Сăра пички”, “Алтăр çăлтăр çулĕпе”, “Иван Патмар — çыравçă, фольклорист, сăвăçă”, “Чĕлхе тымарĕ патне”, “А.П. Хусанкай 55 çул”, “Çут çăлтăр”, Августа Уляндина çинчен, “Чăваш халăх культури”, “Алă çул — паллă çул”, “С.П. Иванов 50 çул тултарнине халалласа”, “Yamanak”, “В 50 жизнь только начинается”, “Есть такой союз”, “Деревня”, “Хозяин дороги”, “У нас побывал Президент”, “Мое училище — моя история”, “История Ядринского лицея”, “Батраки”, “Добро пожаловать в деревню”. Э.И. Патмар — “Йытă тĕлĕкĕ”, “Çул хуçи”, “Чĕркуççи чĕтренет”, “Ытамра 31 минут” автобиографилле повесть тата ытти хайлавсен авторĕ. Эдисон Иванович хăйне евĕрлĕ çырать, ытти çыравçăсем ку таранччен тапратман ыйтусене хускатать. Пурнăçра пурăнма вĕрентекен ăслă сăмахсем чуна витĕмлĕ. Тирпейлĕхе, сăпайлăха, пĕр-пĕрне ăнланма, ĕçе юратма вĕрентни те чылай ун произведенийĕсенче. Э. Патмар çыравçă кăна мар, словарь ăсти те. Юлашки çулсенче чăваш чĕлхине килсе кĕнĕ çĕнĕ терминсене тĕплĕн ăнлантарса паракан “Чăвашла-вырăсла халăх сăмах кĕнеки” (2010 ç.), “Ан ятлаç”, “Чăвашла-китайла-украинла калаçу кĕнеки” словарьсем пичетлет. Эдисон Иванович Трак шкулне час-часах хăнана килсе çỹрет, класс тулашĕнчи ĕçсене хастар хутшăнать.
Ю. Кузьмина.