АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕ В. Путин халăха иккĕмĕш хут чĕнсе каларĕ

07 апреля 2020 г.

 Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ В. Путин иккĕмĕш хут телекурав урлă халăха чĕнсе каларĕ. Медицина, пурнăçа тивĕçтерекен ытти тытăм ĕçченĕсене тав тунă май “ĕçлемен” эрне коронавируспа кĕрешес енĕпе пысăк усă панине палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çĕршыв ертỹçин шучĕпе “эпир аслă ăрăва, ача сачĕсене, вăтам тата аслă шкулсене чиртен упрама пултартăмăр”. Анчах хăрушлăх сирĕлмен, тĕнче те, Раççей те пандемин чи пысăк шайĕнчен иртмен. Çакна тĕпе хурса Президент ĕç укçине упраса хăварса ĕçлемен тапхăра çак уйăх вĕçĕччен — ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен — тăсма йышăннине пĕлтерчĕ. Пурнăçа тивĕçтерекен тытăмсем хальчченхи пекех ĕçлĕç, ыттисен “кану” вăхăчĕ тăсăлать. Анчах тĕрлĕ регионта, тĕрлĕ муниципалитетра — тĕрлĕ лару-тăру. Çавна май Владимир Владимирович субъектсен ертỹлĕхне тивĕçлĕ полномочисем парассине çирĕплетрĕ: регионсенчи лару-тăрăва кура вĕсем сыхлăхăн мĕнле енĕсемпе усă курассине, хăш тытăмсем ĕçлессине, хăшĕсем ĕçлемессине хăйсем палăртĕç. Çийĕнчен В. Путин çĕршыври лару-тăру мĕнле аталаннине тĕпе хурса хайхи ĕçлемен уйăха кĕскетме пултарасси çинчен те каларĕ. Асăрхаттарчĕ: экономикăри тăнăçлăх тĕп вырăнта пулмалла, ĕç вырăнĕсене тата граждансен тупăшĕн шайне упраса хăвармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика